Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мишка малтанах Коршуновсем патне кайма, унтан каҫ сӗмӗпе площаде таврӑнма, тӗттӗмпе усӑ курса, Моховсен, ытти купцасемпе пупсен ҫурчӗсене вут тивертсе яма шутларӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хам шкулта вӗреннине, малтан уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсенче пуҫламӑш, 1931 ҫулта ял пуҫӗнче шкул ҫурчӗсене хӑпартса лартсан, ҫичӗ ҫуллӑх пӗлӳ илнине хальхи пекех астӑватӑп.
«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3
Томилин Иван пӳрчӗн хӑрах стени урам еннелле мӑкӑрӑлса тухнӑ: кӗҫ-вӗҫ йӑтӑнса анасран ӑна ҫӗре алтса тӗкӗленӗ кукӑр туратлӑ тӗкӗ ҫеҫ тыткаласа тӑрать, — ахӑртнех, хаяр шӑпа харсӑр артиллериста хӑйне те, наводчикра ҫӳренӗ чух, нимӗҫ тата вырӑс ҫыннисен ҫурчӗсене нумай аркатнӑшӑн тавӑрас тенӗ пулмалла.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сӑмахран, Тосса-де-Мар ҫыннисен хӑйсен ҫурчӗсене лекес тесе кӑпӑкланса тӑракан урамсем урлӑ каҫма тивнӗ.Так, в городе Тосса-де-Мар жителям пришлось пробираться к своим домам по бурлящим «пенным» улицам.
Испани хулисем кӑпӑк айне пулнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24178.html
Намӑс ҫурчӗсене ҫӳрени, горничнӑйсем, кухаркӑсем, ют арӑмсем ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук.Ни слова о его посещениях домов, о горничных, кухарках, чужих женах.
V // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Наука вара вӗсене намӑс ҫурчӗсене ҫӳреттерет.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӗсем штаб ҫурчӗсене ток паракан куҫса ҫӳрекен электростанци моторне те сӳнтерме ӗлкӗреймен.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Отбой хыҫҫӑн урама шурса кайнӑ, хӑраса ӳкнӗ ҫынсем тухаҫҫӗ, йӗри-тавра пӑхаҫҫӗ те хӑйсен урамӗсене те паллаймаҫҫӗ, ҫурчӗсене шыраҫҫӗ — тупаймаҫҫӗ…
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Юлашки вӑхӑтра кӑна Кӗҫӗн Таяпари, Лаш Таяпари, маларах Вырӑскассинчи культура ҫурчӗсене ҫӗнӗ сӑн «ҫапрӗ».
Театр — асамлӑ тӗнче // В.Смирнова. «Елчӗк Ен», 2019.02.06
Салтаксен чи юратнӑ вырӑнӗ патне, пӑтӑ ҫывӑхне, пысӑк ушкӑн кӗпӗрленсе пуҫтарӑнать, ҫӑварне чӗлӗмсем хыпнӑ салтаксем, пӗрре вӗри тӳпенелле палӑрми хӑпарса ҫӳлте шурӑ пӗлӗт пек ҫӑрӑлакан тӗтӗм ҫине, тепре шӑратнӑ кӗленче пек таса сывлӑшра чӗтренекен ҫулӑм ҫине пӑхса, казаксемпе казачкӑсенчен, вӗсем пӗрре те вырӑссем пек курӑнманнишӗн йӗкӗлтесе, кула-кула калаҫса йӑпанаҫҫӗ, Килсеренех салтаксем курӑнаҫҫӗ, вӗсем ахӑлтатса кулни илтӗнет, хӑйсен ҫурчӗсене хӳтӗлекен тата шывпа савӑт-сапа памасӑр хирӗҫекен казак майрисем хаяррӑн та хӑлхана ҫурмалла кӑшкӑрашнисем илтӗнеҫҫӗ.
X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Казаксен ҫурчӗсене пурне те аршӑн е аршӑн ытларах ҫӗртен хӑпартса юпасем ҫине лартнӑ, хӑмӑшпа тирпейлӗн витнӗ, тӑррисене эрешленӗ.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кофейня тытакансем — ирхи кайӑксем-ҫке вӗсем! — хӑйсен ҫурчӗсене усрӗҫ, саппун ҫакнӑ сутӑҫӑсем лавкки умӗнчи урама шӑлса тасатаҫҫӗ.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Садсем сим илчӗҫ; сывлӑмпа пӗркеннӗ шӑлан чечекӗсем мамӑкланса хӗрелнӗ; ҫулҫӑпа хупӑрланнӑ улмуҫҫисем юр пек шурӑ чечекпе тумланнӑ та, Бяла Черква ҫурчӗсене уяври пек кӑтартса, мухтавлӑ илем кӗртсе тӑраҫҫӗ; таврара шӑпчӑк юрри чарӑна пӗлмест, чӗкеҫсем, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн сӑнӑ пек вӗҫсе иртсе, уҫӑ сывлӑшра хӗвелпе те ирӗклӗхпе савӑнаҫҫӗ.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мана ылтӑнпа шыва кӗртес тесе, мӗнпур ҫӗрӗсене, ҫурчӗсене, учӗсене сутса яни ҫинчен каларӗ пулин те, пурпӗрех хӑваласа кӑларса ятӑм.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Икӗ ялӗнче те шкул ҫурчӗсене И.Я.Яковлев тӑрӑшнипе пӗр вӑхӑтра туса пынӑ-ҫке-ха.
И.Я.Яковлев Енӗш Нӑрвашра темиҫе те пулнӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
— Кам сире ҫакӑн пек ют ҫын ҫурчӗсене ҫӗмӗрсе кӗме ирӗк пачӗ?
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Халӗ ӗнтӗ унӑн те вӗрен ҫинче ҫакӑнса тӑмалла, те, пытанса ҫӳресе, восстанисем тумалла, те улпутсен ҫурчӗсене ҫунтарса ямалла, те, хулана кайса, комитета шыраса тупмалла.
XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл улпут ҫурчӗсене вут тӗртсе ҫунтарать, салтаксем ӑна мӗншӗн шыраҫҫӗ-ха, — тесе шухӑшлать Петя, пушӑ урам тарӑх тараса патнелле утса. — Тен, ку хӑрушӑ вӑрӑ-хурах дилижанссем ҫине те тапӑнӗ».
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпӗ хамӑр пӗрле ҫӳренӗ вырӑна пур ҫӗре те ҫитсе шырарӑм, чарусӑр ачасенчен ыйта-ыйта пӗлтӗм, распределительсем патӗнче ӑна тупаймӑп-и тесе кун ирттереттӗм, ачасен ҫурчӗсене кая-кая пӑхаттӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Крепӑҫре унта-кунта хурахсем офицер ҫурчӗсене ҫаратса ҫӳреҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940