Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр вӗҫӗмсӗр походра пулнипе халтан кайнӑ, шӑммисене витериччен шӑнса кӳтнӗ казаксем, — хӑйсемшӗн, лаптасемшӗн, ҫул ҫинче тӳссе курнӑ нушасемшӗн чӑтма ҫук тарӑхнӑскерсем, улӑм витнӗ ҫуртсен тӑррисене сӳтеҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казаксем иртсе пынӑ вырӑнсенче пур ҫӗрте те хӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗтӗм явӑнса юлать, кӑмрӑкланса шӗл-кӑварланса пӗтнӗ стенасен ишӗлчӗкӗсемпе черепица витнӗ ҫуртсен ҫуркаланнӑ ҫи виттийӗсем йӑсӑрланса выртаҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Таҫта ҫӳлте кӑтрашка шурӑ пӗлӗтсен ушкӑнӗ витӗр, тарӑн варти сулхӑн ҫаран пек сенкерлӗх йӑлтӑртатать, хутор ҫинче, ҫуртсен хӗрсе кайнӑ тимӗр виткисемпе тусанлӑ урамсен шӑплӑхӗ ҫинче, хӑр ҫилсем типӗтсе саратнӑ курӑклӑ килкартисем ҫинче янкар шӑрӑх вӗлтӗртетсе тӑрать.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗвел Верблюд-гора леш енне пытанчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн шап-шурӑ сӑрт умӗ хӗлхемленсе илчӗ те юн пек хӗрелсе кайрӗ; хӗвеланӑҫ хӗрелни чылайччен пӗлӗте, станицӑри ҫуртсен чӳречисене, юрпа витӗнсе ларнӑ пӳрт-ҫурт тӑррисене хӗрлӗ сӑн ҫапса тӑчӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Санӑн урамсемпе площадьсенче яланхи пекех шавлӑ та савӑнӑҫлӑ ҫынсем нумай, заводсен мӑрйисем те хальчченхи пекех хура тӗтӗмпе мӑкӑрланаҫҫӗ; шӑрӑхпа тата шинасемпе пусӑрӑнса хӗрнӗ асфальт ҫаплах ҫуталса выртать, милиционер-регулировщик аллине ҫӗкленӗ вырӑнта машинӑсем черете тӑраҫҫӗ — тормозсем хурлӑхлӑн йынӑшаҫҫӗ, моторсем пӗр харӑс кӗрлеҫҫӗ; светофорсен хӗрлӗ те сарӑ куҫӗсем ҫаплах мӑчлаттарса илеҫҫӗ; метро станцисем умӗнче ҫынсем ҫаплах хӗвӗшеҫҫӗ; тума пуҫланӑ ҫуртсен стенисем карлӑксем витӗр ҫаплах хӗрелсе курӑнаҫҫӗ, вӗсен тӑрринче ҫӗклемелли крансен сӑмсисем йывӑррӑн сулланса тӑраҫҫӗ; шыв урлӑ каҫмалли кӗперсем ҫаплах тӗксӗмӗн курӑнса выртаҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх татти-сыпписӗр ҫынсен ушкӑнӗсем, машинасем пыраҫҫӗ, — инҫетрен пӑхсан, кӗпер кӑткӑ сукмакӗ пекех туйӑнать; шӑпах пирвайхи хут килнӗ чухнехи пекех, Сергее ҫав тери пысӑк хула пӗр вырӑнта тӑман пек, анлӑ вырӑс ҫӗршывӗ тӑрӑх пӗр тикӗс утӑмпа утса пынӑн туйӑнать.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫуртсен, йывӑҫсен, юпасен тӗксӗм мӗлкисем уҫҫӑн палӑрса выртаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унта та, кунта та пысӑк ҫуртсен пусма тӗлӗнчи кантӑк куполӗсем ҫинче каҫа сулӑннӑ хӗвел сӑнӗ ялкӑшать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӗвеланӑҫ енчи черепица витнӗ пӳрт ҫийӗсен тайлӑмӗсем, хуралтӑсемпе ҫуртсен стенисем, анакан хӗвелӗн сӗвек пайӑркисем ӳкнипе, асамҫӑ туйипе тӗртӗннӗ пек, бронза тӗслӗ курӑнаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чылай ҫуртсен ҫутӑ та пысӑк чӳречисем умӗнчи, пӗчӗк пахчисенче тӗттӗм симӗс раинсем, шурӑ та ырӑ шӑршӑллӑ чечеклӗ, ҫутӑ ҫулҫӑллӑ ачаш акаци йывӑҫӗсем пӳртсенчен те ҫӳлерех ҫӗкленсе лараҫҫӗ, ҫавӑнтах сӗмсӗррӗн йӑлтӑртатакан сарӑ хӗвелҫаврӑнӑш пуҫӗсем тата травянкӑпа виноград йывӑҫӗн явӑнса ӳсекен турачӗсем курӑнаҫҫӗ.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Лутра шурӑ ҫуртсен чуречисенчен ҫутӑ хӑш-пӗр ҫӗрте тӗтреллӗ тӳрӗ пайӑркасемпе сӑрхӑнса тухать те ялтӑракан сарӑ-хӑмӑр ҫӗр ҫине вӑрӑм суласем пула-пула ӳкет.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӗвел пӗтӗм таврана ҫутатма тытӑнчӗ, унӑн ҫути пӗтӗм Стара-Планина тӑрӑхне, хула тулашӗнчи сӑрт-тусене, ҫуртсен черепицӑ виттисене, хӗвелтухӑҫнелле тухакан чӳречесемпе мӑрьесене ҫутатрӗ.
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫуртсен чӳрече хупписене тайнӑ; урамра пӗр чун курӑнмасть; иртенпех тӑкӑрлӑксенче сулланса ҫӳрекен пӑрусем те ҫырма хӗррине кайнӑ, хӑвапа ҫӳҫесен сулхӑнне пытаннӑ.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Акӑ ӗнтӗ, сӗм-ҫӗрле пулса ҫитсен те, ҫуртсен кӑвакрах шуррине мӗлкӗсен хура кӑваклӑхӗпе тата йывӑҫсен шупка симӗслӗхӗпе пӑтраштарса хутӑштарса, Силоам ҫийӗн уйӑх хӑпарсан, хӑйӗн качака ҫӑмӗнчен тунӑ кӗҫҫи ҫинчен тӑнӑ та тӑнлама пуҫлана Суламифь.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫынсем, ял Советӗнче ӗҫлекенсем ан асӑрхаччӑр тесе, Борщев патне ҫуртсен хыҫӗсемпе, анкартисем урлӑ пӗрерӗн-икшерӗн кӑна ҫӳреме пуҫларӗҫ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тивӗҫлӗ килӗшӳлӗхе Ассири хуҫипе те сыхласа хӑварма пултарӗ Соломон, ҫав вӑхӑтрах тата, Тир Хирамӗпе ӗмӗрлӗх туслӑхшӑн, ун патшалӑхне ҫаратса тӑлпӑстарасран та хӑтарӗ, — ҫак патшалӑх вара ансӑр урамсенчи йӑвӑ ҫуртсен путвалӗсенче пытарнӑ хӑйӗн шутласа кӑларма ҫук нумай пуянлӑхӗпе тухӑҫ пуҫлӑхӗсен ҫӑткӑн куҫӗсене тахҫантанпах кӗҫӗттерсе, илӗртсе тӑрать ӗнтӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫиллентернипе хаярланса кайнӑ вуншар пин ҫӗлен пек, ҫутӑсем чӑшлатаҫҫӗ, йӑлтӑртатса тӑракан ҫӳхе эрешмен карти пек каркаланнӑ ҫуртсен серепине лекнӗ ҫынсем, хура шӑна ушкӑнӗ евӗр, вӑйсӑррӑн, салхуллӑн сӗрлеҫҫӗ те ерипен хускалаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫумма-ҫумӑн хӗсӗнсе ларакан шурӑ ҫуртсемпе тӑках тулнӑ тем пысӑкӑш площадьре тата ҫуртсен мӗнпур пӳлӗмӗсенче ҫав ҫынсем, хура шӑна ушкӑнӗ пек, вӗркӗшеҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫав сӗмлӗх ҫуртсен йӗрӗнчӗкне, тӑвӑр урамсенчи ирсӗрлӗхе, чухӑнсен пылчӑклӑ ҫӗтӗк-ҫатӑкӗсене — хӑйӗн хура тумӗпе вите-вите килет.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Тӑвар урамри ҫуртсен стенисем хушшипе, тимӗр балконсемпе пусмасен тимӗр решеткисем пӗр евӗрлӗн каркаланса тӑнӑ ҫӗрте, виҫӗ хутлӑ ҫуртсен ҫӳллӗшӗнче, рельсӑсем тӑрӑх, «сывлӑш ҫулӗпе» вагон кӗмсӗртетсе те ҫухӑрса ыткӑнать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Тӳпери пирвайхи ҫӑлтӑр чӗрӗ куҫ пек ҫуттӑн йӑлтӑртатса илет, ҫуртсен чӳречисенче те ҫутӑсем мӗлтлетме пуҫлаҫҫӗ.На небе ярко сверкнула, как живой глаз, первая звездочка, и в окнах дома замелькали огоньки.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956