Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепри, — вӑл чӑнах та чун ҫунтармӑш Эмексиз-Пехливан иккен, — малтан пӗтӗм ҫурта тинкерсе пӑхса илчӗ, унтан тата маларах иртрӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗсем ҫурта кӗреҫҫӗ.
10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Записка ҫав самантрах ҫурта ҫулӑмӗ ҫинче ялкӑшма пуҫларӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫунса пӗте пуҫланӑ ҫурта ун сӑрлӑ пит-куҫне ҫутатать, пичӗ ҫинче вырӑнӗ-вырӑнӗпе шурӑ тӗс курӑнать, куҫ лупашкисем сархайнӑ, куҫхаршисем танмарланнӑн туйӑнаҫҫӗ, тути-ҫӑварӗ яланхиллех кӑвар пек хӗмленет.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Мӑн ҫурта каҫ ӗнтрӗкӗ хупӑрласа илнӗ, юнашар килсем ҫийӗн хура ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрланать: апат хатӗрлеҫҫӗ вӗсем, каҫхи апат вӑхӑчӗ ҫывхарать-ҫке-ха.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Халӗ вӑл ҫурта хӑйне тивӗҫлӗ номерпе паллӑ тунӑ, 1852 ҫулта вара, ун пек номерсем пулман чухне, ун ҫине: «действительнӑй статски советникӗн Иван Захарович Сторешниковӑн ҫурчӗ», тесе ҫырса хунӑ пулнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Улталама кунта тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр пӑрахса тултар — вара, вӗсем килесшӗн пулсан, хӑв ҫурта кӑтарт вӗсене…Для отвода глаз набросай сюда всякой рухляди — и тогда, если они попросят, покажи им весь дом…
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унсӑр пуҫне унӑн заведующипе калаҫас килчӗ, — шкула юсама мӗн-мӗн япала мӗн чухлӗ кирлӗ пуласси, ҫурта вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле васкамасӑр та лайӑхрах юсаса ҫитерес тесен, ӗҫе хӑҫан тытӑнасси ҫинчен заведующипе калаҫса татӑлмаллаччӗ унӑн.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вулав пӳлӗмне ыранах лайӑх ҫурта куҫарап — иккӗмӗшне хуратас!Избу-читальню завтра же переведу в хороший дом, снять вторую!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вулав ҫуртне ишӗлчӗк ҫуртран халех кулаксен пулнӑ пӗр лайӑх ҫурта куҫар, чи лайӑххине куҫар, йӑнӑш пулмасть.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Парне укҫине ӗнер каҫах ҫунтарнӑ, ирпе пытарнӑ чух тархасласа ыйтмаллипе хӗрӗх тӑхӑр ҫурта ҫунтарнӑ.Вчера сожгли связку жертвенных денег, сегодня — сорок девять свитков заклинаний «Великой скорби».
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Вӗсем ҫаплах хӑма татӑкӗсене пуҫҫапаҫҫӗ, ҫу ҫунтараҫҫӗ, ӑвӑса ҫурта туса сая яраҫҫӗ…Все молются деревяшкам, масло жгут, воск на свечки переводят…
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫурта сутмалли ларека йӑвантарса яраҫҫӗ, пилӗк пуслӑх укҫасем ҫӗре сапаланса каяҫҫӗ, титорӗ лапах урайне ӳкет: «Ҫаратаҫҫӗ!..» — тесе кӑшкӑрашма тытӑнать.Ларек со свечами опрокинули, пятаки посыпались, титор упал, шумит: «Граблють!..»
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кайрисем малтисене хӗсме тытӑнаҫҫӗ, ҫурта лартмалли шанталсене тӳнтере-тӳнтере яраҫҫӗ, тӗтӗм-сӗрӗм тапса тухать…
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ял Совечӗ умӗнче ларакан пирамида пек тирек йывӑҫҫи чуна кичемлетмеллех ҫӳллӗ те тӗттӗм пӗлӗтелле хура ҫурта евӗр яшт тӳррӗн кармашса ҫӗкленет.Черной свечой тянется к тягостно высокому черному небу раина, растущая возле сельсовета.
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӑна ҫурта мар, чыс туни кирлӗ.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сирӗнпе пӗрле пырса сирӗнтен малтан кӗрсе каяс ҫук-ҫке эпир ҫав ҫурта.Если мы поедем с тобой, то это не значит, что мы будем в первых рядах.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Вӑл ҫурта хараллама пултараҫҫӗ, — ӑнлантарчӗ хӗрне.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫитрӗмех эпӗ ҫав ҫурта, чи кансӗрри вара ӑна палласа илессиччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ытла тӗлӗнмелле ҫав, мана Полярнӑйра мӗн курни пурте илӗртнӗ пекех ҫакӑ ватӑ пӑрахут та чиперрӗн курӑнчӗ, аннӑ ҫӗрте тулнӑ черетри халӑх та, командировкӑсемпе килнӗ ҫыран хӗрринчи пӗчӗк ҫурта регистрациленме васкакан пӗччен-пӗччен ҫынсем те ман кӑмӑла ҫӗклетрӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951