Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӳпере пур енчен те аслатиллӗ ҫумӑрӑн йывӑр пӗлӗчӗсем юхма пуҫларӗҫ.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Пуҫне ҫумӑр айне тытса, вӑл ҫуллахи аҫа-ҫиҫӗмлӗ ҫумӑрӑн шӑршине кӑкӑр туллин сывла-сывла илет.
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӗвел, кӗркуннехи ҫутӑпа пек те мар, ҫуттӑн ҫутатать, каҫхи вӑйлӑ ҫумӑрӑн йӗрӗ те юлман.Ярко, не по-осеннему, светило солнце, к от ночной грозы не осталось почти никаких следов.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫумӑрӑн ҫутӑ йӗрӗ витӗр ачасем ним тӑва пӗлмесӗр хытса тӑнине асӑрхарӑм эпӗ.Я увидел застывшие в разных позах фигуры ребят между светлыми нитями дождя.
XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Анчах Вороновский, тутине ывӑҫ тупанӗпе хупласа, юнашар тӑракан хӗрлӗармеецпа хыпӑнчӑклӑн темӗн пӑшӑлтатрӗ те, Штокман сӑмах ҫаврӑмне вӗҫлеме те ӗлкӗреймерӗ — ҫамрӑк ҫумӑрӑн апрельти нӳрӗкне сӑрхӑнтаракан чӗрӗ сывлӑша типпӗн ҫурса, пӑшал сасси кӗрӗслетсе кайрӗ.
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫӗпӗр коронине ҫурҫӗрелле кӑнтарса тытнӑ Ермакӑн бронза кӗлетки ҫумӗнче ӗнерхи ҫумӑрӑн шӑрҫисем сыхланса юлнӑ.Сырость вчерашнего дождя хранил на себе бронзовый Ермак, протянувший на север сибирскую корону.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сӑмсана юшкӑн тӑприпе ҫӗршӗннӗ хыр-чӑрӑш йӗпписен хӗрхӳ шӑрши ҫапать, вӗтӗртетсе ҫӑвакан ҫумӑрӑн тӑварсӑр шӑрши кӑтӑклантарать.Пахло илом, прелой хвоей и пресным бархатисто-мягким запахом дождя.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ӑсчахсем ҫумӑрӑн пӗр тумламӗнчен 140 Вольт напряжени пама пултаракан ятарлӑ генератор шутласа кӑларнӑ, ку виҫе вара 100 пӗчӗк ҫутӑдиодлӑ лампочкӑна ӗҫлеме ҫителӗклӗ.
Ҫумӑр тумламӗнчен электроэнерги тума вӗреннӗ // Аҫтахар Плотников. https://vevby.ru/66298_specialisty_nauch ... vakaterina
Ҫил татӑкӑн-татӑкӑн таткалать ҫумӑрӑн чалӑш чаршавне.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хуторта чӳрече хупписем шартлатса хупӑнчӗҫ, карчӑксем каҫхи кӗлӗрен тухнӑ та сӑхсӑхкаласа киле васкаҫҫӗ; плац ҫинче тӗссӗр кӑвак тусан мӑкӑрланса ҫӗкленет, унччен те пулмарӗ — ҫурхи шӑрӑхпа йывӑрланнӑ ҫӗр ҫине ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсем ӳкме те пуҫларӗҫ.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫавӑнпа Татьяна ӑнланса илме пултараймарӗ: те унӑн ыйтӑвӗнчен, те ҫумӑрӑн сайра та, анчах шултра тумламӗсем кантӑк ҫинче, пӳрт тӑрринче шӑпӑртатма пуҫланинчен кулчӗ Кондратьев, — пирӗн йӑнӑш ҫавӑнта: Хворостянкин ҫумӗнче нумай вӑхӑт хушши парти руководителӗ мар, ҫемҫешке ҫын, хӑравҫӑ, йӑпӑлти, пӗр сӑмахпа каласан, парти ӗҫне ертсе пыма ниепле те шанса пама ҫук ҫын пулнӑ, анчах эпир, — куншӑн пире намӑс, — ҫав ҫынна шаннӑ… —
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӳп-тӳррӗн ҫӑвакан ҫумӑрӑн шултра тумламӗсем машина тӑрринче хыттӑн шакӑртатма пуҫларӗҫ, унтан ҫумӑр айккинчен, кантӑк ҫине ҫаптарса ҫума пуҫларӗ те, вара ҫул ҫинчи тусан сирпӗне-сирпӗне илсе чӑмаккаланчӗ, ҫийӗнчех хуралса кайрӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫумӑрӑн сайра та шултра тумламӗсем ҫӗрелле пульӑ пек пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫумӑрӑн малтанхи сайра та йывӑр пӗрчисем ӳкрӗҫ.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ирхине, тӑххӑрмӗш сехетре, ҫумӑрӑн юлашки тумламӗсене ҫил хӑваласа илсе кайрӗ.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫӳлтен пӑхсан вӑл, шалкӑм ҫумӑрӑн малтанхи касси шатралатнӑ тусанлӑ ҫул пек туйӑнать.Она напоминала сверху пыльную дорогу, на которую упали первые щедрые потоки ливня.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мӗнле пулӗҫ-ши малашне хальхи сиплӗ ҫумӑрӑн ҫимӗҫӗсем?
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Чӑвашсен христианство йышӑниччен туррисем нумай пулнӑ, 77 теҫҫӗ: шыв турри, вӑрман турри, хир турри, ҫумӑрӑн, ҫилӗн, вутӑн тата ытти те.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
28. Ҫумӑрӑн ашшӗ пур-и? сывлӑм тумламӗсене кам ҫуратать?
Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2