Шырав
Шырав ĕçĕ:
Миклухо-Маклай хӑйне пулӑшнӑшӑн вӗсене лайӑх тӳлет, вӗсем иккӗшӗ те ҫапла шутлаҫҫӗ: ҫулталӑк хушши часах иртсе каять, тӗрӗссипе ӗҫ йывӑрах пулмасть, ҫулталӑк иртсен вӗсем самаях нумай укҫапа, япаласемпе, тӗлӗнмелле халапсемпе киле таврӑнма пултараҫҫӗ.
Вӑрманти сукмак ҫинче // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑрҫӑран килнӗренпе пӗр ҫулталӑк иртрӗ ӗнтӗ, ҫулталӑкӗпех пӗр шухӑш канӑҫ памасть мана: кирлӗ пек пурӑнмастпӑр-ха эпир…
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Вӑл: Ҫӑрттаншӑн мана ҫулталӑкран ытла е, ытах пулсан, икӗ ҫултан ытла памаҫҫӗ, ҫулталӑк е икӗ ҫул эпӗ лайӑхах ларса тухатӑп, дежурствӑна ҫӑмӑллӑн ирттеретӗп… — терӗ.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл ун ҫине ӑна тахҫантанпах тӗпчесе, пӗлсе ҫитнӗ пек пӑхрӗ, юлашкинчен, Обломов маншӑн ним те мар, барон пек ҫынах, тенӗ пек пӑхрӗ; эсӗ мана ҫулталӑк курманччӗ, эпӗ ҫак ҫулталӑк хушшинче ӳссе ҫитрӗм, тенӗ пек пӑхрӗ Ольга.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пӗри вилет, тепри ҫуралать, виҫҫӗмӗшӗ авланать, эпир акӑ ватӑлсах пыратпӑр: ҫулталӑкпа ҫулталӑк хушши мар, кунпа кун хушши те пӗр пек пурӑнаймастпӑр!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав ҫулталӑк хушшинче «Атте» сӑмах ҫумӗнчи кавычкӑсем тухса ӳкрӗҫ, ҫав ҫул-талӑк хушшинче тӗрлӗ ҫулсенчи икӗ арестант чӑнах та ашшӗпе ывӑлӗ пулса тӑчӗҫ, ҫав ҫулталӑк хушшинче эпир пӗр-пӗрин йӑлисене, юратнӑ сӑмахӗсене, калаҫас манерӗсене те йышӑнтӑмӑр.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
«Ҫулталӑк учителӗ - 2019», «Чи лайӑх класс ертӳҫи - 2019», «Ҫулталӑк воспитателӗ- 2019» професси тупӑшӑвӗсен малтанхи турӗсем иртнӗччӗ ӗнтӗ.
Вӗрентӳре — ӑста кадрсем // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11448-v-ren ... -kadrsem-2
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 536,2 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр тунӑ, ҫакӑ «Раҫҫей гражданӗсене – хӑтлӑ тата илме май пур ҫурт-йӗр» наци проекчӗн йӗркипе ҫулталӑка палӑртнӑ планран 26,4 процентпа танлашать.
Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
16. Ҫӳлхуҫа мана акӑ ҫапла каларӗ: тепӗр ҫулталӑк, тара кӗрӗшнӗ ҫын ҫулталӑкӗпе танлашаканскер, иртӗ те, Кидарӑн мӗнпур мухтавӗ ҫухалӗ; 17. Кидарӑн ухӑпа перекен паттӑр ывӑлӗсем сахаллӑн тӑрса юлӗҫ, ҫапла каларӗ Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри.
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ хӑвӑн аллуна илме каякан ҫӗр ху тухса килнӗ Египет ҫӗрӗ пек мар: унта эсӗ, вӑрлӑхна аксассӑн, [ҫӗре] хӑвӑн урусен вӑйӗпе ҫу йывӑҫҫин пахчине шӑварнӑ пек шӑварнӑ; 11. эсир хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр вара сӑртлӑ-туллӑ, айлӑмлӑ ҫӗр, вӑл тӳперен ҫумӑр шывӗпе шӑварӑнса тӑрать, 12. ку ҫӗршӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, тӑрӑшать: пӗр вӗҫӗмех, ҫулталӑк пуҫланса ҫулталӑк вӗҫленичченех, Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, ун ҫинчен куҫне илмест.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫулталӑкра Маншӑн виҫӗ уяв ту: 15. тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑр: Эпӗ сана хушнӑ пек, каласа хунӑ вӑхӑтра — авив уйӑхӗнче — ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр ҫи, мӗншӗн тесессӗн эсӗ ҫак уйӑхра Египетран тухнӑ; Манӑн куҫӑм умне пушӑ алӑпа ан пыччӑр; 16. хирне акса, ху ӗҫлесе тунӑ ҫӗнӗ тырӑ уявӗ ту, хирти ӗҫӳсене пӗтерсессӗн, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1992 — «Ылтӑн овен» Раҫҫей кинопрессин «Ҫулталӑк палӑрӑмӗ» призӗ — «Пӗлӗт-ҫӑтмах»;1992 — «Золотой овен» Приз Российской кинопрессы «Открытие года» — «Облако-рай»;
Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87
1970 ҫулта вӑл вылянӑ Фёдор Филипповӑн «Расплата» драми тухнӑ, ҫулталӑк иртсен Илья Ильфпа Евгений Петров хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ Виктор Титовӑн «Ильфпа Петров трамвайта пынӑ» камитӗнче вӑл Усышкина, цирк комиссин пайташне, вылянӑ.
Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87
Пӗр ҫулталӑк каялла Шанхай музейне кайнӑччӗ.
«Хӑйсен япалисене ҫӗтерсе е манса хӑваракан ҫынсем…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/1729
Пӗлтӗр ҫеҫ пулнӑран пӗлес килет те ӗнтӗ ҫулталӑк хушшинчи улшӑнусем ҫинчен.
Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.
Ҫав вӑхӑтра вӑл, ҫулталӑк ытла ӗҫленӗ хыҫҫӑн, слон шӑмми ҫине Васнецовӑн «Виҫӗ паттӑр» картинине гравюрӑпа ӳкерсе пӗтерчӗ те ӑна Ленинградри темӗнле пысӑк музее сутрӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫыравҫа вӗлерме уйӑракан укҫа виҫине ӳстерни Хомейни аятолла фетва кӑларнӑранпа ҫулталӑк ҫитнипе пӗр килнӗ, 1989 ҫулта вӑл Рушдине «Шуйттан сӑввисем» романшӑн ылханнӑ.
«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC
2006 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ: фетвӑна пӗлтернӗренпе ҫулталӑк ҫитнине халалласа правительствӑпа ҫыхӑннӑ Асапланнисен Фончӗ (акӑл.
«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа темиҫе объекта сутма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ — бюджета 1,6 миллион тенкӗ кӗнӗ.
Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce