Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн ҫитертӗн эсӗ пире?! — ҫухӑрса янӑ Аниська, Доннецковсен кинӗ, унтан ӳлешсе ҫухӑрашма тытӑннӑ: — Ара халь эпӗ йывӑр ҫын-ҫке-ха!
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Демид ҫакна: «Ҫук-ҫке, йӑлӑхтарса ҫитертӗн эсӗ мана!» — тесе хурать.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мӗншӗн-ха вара эсӗ мана ыттисемпе танлаштарма хӑюлӑх ҫитертӗн?
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсӗ пӗтӗмпех асаплантарса ҫитертӗн мана!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсӗ мана чӑтма ҫук йӑлӑхтарса ҫитертӗн!
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Хӑвӑн чӗрчунусемпе чуна илес патнех ҫитертӗн.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ вӗсем урлӑ ҫак тӗнчен юлашки вӑхӑчӗ ҫиттӗр тенӗччӗ, 40. эсӗ, ҫавсенчен тӑваттӑмӗшӗ, килтӗн те малтан пулнӑ чӗрчунсене пурне те ҫӗнтертӗн, тӗнчене, пӗтӗм тӗнчене йӑлт чӗтреве ӳкерсе тытса тӑтӑн — хӑвна пӑхӑнса тӑракансене хаяр пусмӑрласа, пӗтӗмпе хӗсӗрлесе ҫитертӗн, нумай хушӑ ҫӗр ҫинче ултавпа пурӑнтӑн.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хӑвӑн ывӑлусемпе хӑвӑн хӗрӳсене, Мана ҫуратса панӑскерсене, илтӗн те ҫав кӗлеткесене парне кӳтӗн, ҫавсене ҫитертӗн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, халӑха ӗрчетрӗн Эсӗ, халӑха ӗрчетрӗн — Хӑвна мухтава кӑлартӑн, мухтавна ҫӗрӗн мӗнпур кӗтессине ҫитертӗн.15. Ты умножил народ, Господи, умножил народ, - прославил Себя, распространил все пределы земли.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ ӑна чӗри мӗн ӗмӗтленнине ҫитертӗн, вӑл йӑлӑнса ыйтнине ахаль хӑвармарӑн: 4. Эсӗ ӑна ырӑлӑх пиллесе кӗтсе илтӗн, пуҫне таса ылтӑнран тунӑ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑн.
Пс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ Хӑвӑн чуруна, манӑн Давид аттеме, мӗн каланине вырӑна килтертӗн; Хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа мӗн каланине паянхи кун Хӑвӑн аллупа туса ҫитертӗн.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эсӗ Хӑвӑн чуруна, манӑн Давид аттеме, мӗн каланине вырӑна килтертӗн; Хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа мӗн каланине паянхи кун Хӑвӑн аллупа туса ҫитертӗн.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.