Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Акӑ пӑх, пӑрахут ҫинче ҫирӗм ултӑ ӗне, тӑватӑ сысна ҫури, тин кӑларнӑ ҫӗрулми тата ытти пахча ҫимӗҫӗсем те пур.— А вот смотри: на борту двадцать шесть живых коров, четыре поросенка, свежий картофель и овощи.
«Челюскин!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑл вилет, анчах ун ӑшӗнчи вӑрлӑхӗ пурӑнать, ҫав вӑрлӑхра ӳсен-тӑранӑн пӗтӗм малашлӑхӗ пурӑнать — пулас капӑр ҫулҫисем те, ҫӗнӗ ҫимӗҫӗсем те.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Сайра хутра ҫеҫ эпӗ тӗсӗ кайнӑ кавир евӗрлӗ сарӑхнӑ ҫерем лаптӑкӗсем, пӗчӗкҫеҫҫӗ пахчасем куркаларӑм, вӗсен ҫимӗҫӗсем — ҫӗрулми, купӑста, сухан лилипутсене апатланма та аран-аран ҫитмелле.
IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Тырпулсемпе ҫимӗҫсем пулас, пиҫес вӑхӑт ҫитсе килет, тӑрӑшса ӗҫлесси ҫӑмӑлах мар, анчах унӑн ҫимӗҫӗсем иксӗлми нумай та техемлӗ пулнӑ вӑхӑт ҫывхарать, авал «ӗҫ вӑхӑчӗ» тесе ят панӑ, пирӗн вӑхӑтра «тырпул пухса кӗрес кампани» тенӗ, первомаецсем «ӗҫҫинче» тесе кӗске те савӑнӑҫлӑ сӑмахпа каланӑ вӑхӑт ҫывхарать.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пасарта колхозӑн пахча ҫимӗҫӗсем сутмалла пулнӑ.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӳлӗм варринче, сӗтел ҫинче, панулми, апельсин, персик, иҫӗм ҫырли тӳпелесех тултарнӑ карҫинкка ларать, ҫимӗҫӗсем чӑн-чӑннисенчен те лайӑхрах та кӗренрех, анчах вӗсем чӑн-чӑн ҫимӗҫсем мар, мӗншӗн тесен кӑштах вистеннӗ сӑрӗ айӗнчен шурӑ гипс е пурӑ курӑнать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Суту-илӳ тӑвакан спекулянткӑсем, хаваслӑн ахӑлтатса, пасара пахча ҫимӗҫӗсем тултарнӑ корзинкӑсем, ашпа, риспа тата купӑстапа пӗҫернӗ кукӑльсем хурса тултарнӑ ывӑссем ҫӗклесе кайнӑ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Пире цивилизаци хаклӑ, ҫапла, ҫапла, милостивый государь; пире унӑн ҫимӗҫӗсем хаклӑ.Нам дорога цивилизация, да-с, да-с, милостивый государь; нам дороги ее плоды.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ку чухнехи пиллӗкмӗш ӑрури «Новочебоксарский» теплица комплексӗ уҫӑлнине ним иккӗленмесӗрех пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм темелле, ӑна пула республикӑра теплица ҫимӗҫӗсем туса илесси 2,5 хут ытла ӳсет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Стенасем ҫинче, суйлав плакачӗсемпе, лозунгсемпе юнашар тӗрлӗ ялхуҫалӑх ҫимӗҫӗсем ҫакӑнса тӑнӑ.На стенах, рядом, с избирательными лозунгами и плакатами, висели всевозможные экспонаты с надписями.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Манӑн пурте пур — хӑйма та, ҫу та, тӗрлӗрен пахча ҫимӗҫӗсем те.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫулталӑк ӗҫленин ҫимӗҫӗсем савӑнӑҫлӑн пуҫтарӑнаҫҫӗ, кӑҫалхи ҫул вара ҫимӗҫсем тӗлӗнмелле тухӑҫлӑ та аван пулнӑ.Плоды годовых трудов весело собирались, и нынешний год плоды были необычайно обильны и хороши.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ӗҫлеме — намӑс, ӗҫ вӑл ногаец-тарҫа тата хӗрарӑма кӑна килӗшет: ҫакна казак чунтан ӗненсе тӑрать пулин те, вӑл хӑй усӑ куракан мӗнпур япаласем, «хамӑн» тесе шутлаканскерсем пурте ҫав ӗҫӗн ҫимӗҫӗсем пулнине, тарҫӑ вырӑнче шутланакан хӗрарӑм, — амӑшӗ е арӑмӗ, — вӑл усӑ куракан пур япаласене те унран туртса илме пултарнине, уҫҫӑнах мар пулин те, чиперех туйса тӑрать.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫимӗҫӗсем хӑшпӗр йывӑҫ ҫинче ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Мӗнле пулӗҫ-ши малашне хальхи сиплӗ ҫумӑрӑн ҫимӗҫӗсем?
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
«Программа ӑнӑҫлисенчен пӗри пулчӗ», – унӑн ырӑ ҫимӗҫӗсем куҫ умӗнче пулнине палӑртса хӑварчӗ депутат.
Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
12. Санӑн тӗреклӗлетнӗ пӗтӗм вырӑну пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫлӗ смоква йывӑҫӗ евӗрлӗ: силлетӗн те ӑна — ҫимӗҫӗсем ҫиес теекен ҫыннӑн ҫӑварнех ӳкеҫҫӗ.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Манӑн ҫиллӗм, Манӑн хаярлӑхӑм ҫак вырӑна, ҫынсемпе выльӑх ҫине, хирти йывӑҫсемпе ҫӗр ҫимӗҫӗсем ҫине ӳксе хыпса илӗ те пӗр сӳнмесӗр ҫунса тӑрӗ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Ҫӳлти Турӑ Ҫуртӗнче сӑмах пуҫарӗ, хӑйне Унӑн ҫарӗ умӗнче чапа кӑларса калаҫӗ: 3. «эпӗ Ҫӳлти Турӑ ҫӑварӗнчен тухрӑм, пӗтӗм ҫӗре пӗлӗт евӗр хупӑрларӑм; 4. ҫӳле кӗлӗ чатӑрӗ лартрӑм, манӑн аслӑ пуканӑм — пӗлӗт юпа ҫинче; 5. пӗр эпӗ тӳпе йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм, ҫӗр тӗпне анса ҫӳрерӗм; 6. тинӗс хумӗсем хушшинче те, пӗтӗм ҫӗр талккӑшӗпе те, пур халӑх-ӑру хушшинче те пуҫ пултӑм: 7. эпӗ вӗсем хушшинче пур ҫӗрте те канӑҫлӑх шырарӑм, хӑшӗн ҫӗрӗнче вырӑнаҫам-ши, терӗм. 8. Вара пурне те Тӑваканӗ мана ҫапла хушрӗ, хама Пултараканӗ мана канӑҫлӑ вырӑн кӑтартрӗ те каларӗ: 9. Иаков хушшине кӗлӗ чатӑрӗ туса ларт, Израиль хушшине вырӑнаҫ, терӗ. 10. Вӑл мана пур ӗмӗртен малтан пултарнӑ, эпӗ ӗмӗрне те пӗтес ҫук. 11. Эпӗ Унӑн умӗнче сӑваплӑ кӗлӗ чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑтӑм, ҫапла Сион тӑвӗ ҫине вырӑнаҫрӑм. 12. Вӑл мана Хӑйӗн юратнӑ хулинче те канӑҫлӑх пачӗ, эпӗ Иерусалим хулинче пуҫ пултӑм. 13. Ӗнтӗ мухтавлӑ халӑх хушшинче, Ҫӳлхуҫа еткерлӗхӗнче тымар ятӑм. 14. Ливан ҫинчи кедр йывӑҫӗ пек, Ермон тӑвӗ ҫинчи кипарис йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм; 15. Енгаддири пальма йывӑҫӗ пек, Иерихон хулинчи кӗлчечек тӗмӗсем пек ешертӗм; 16. айлӑмри илемлӗ ҫу йывӑҫӗ пек, платан йывӑҫӗ пек ҫӗклентӗм. 17. Корица пек, аспалаф пек, тутлӑ шӑршӑ сартӑм, чи паха смирна пек, ырӑ шӑршӑ варкӑштартӑм, 18. эпӗ — халвани пек, оникспала стакти пек, кӗлӗ чатӑрӗнчи латӑн шӑрши пек. 19. Эпӗ, теревинф йывӑҫӗ пек, турат сарса ларатӑп, манӑн туратӑмсем — мухтавпала тивлет турачӗсем. 20. Эпӗ — тивлет ӳстерекен иҫӗм йывӑҫӗ, манӑн чечекӗмсем — мухтавпала тулӑхлӑх ҫимӗҫӗсем. 21. Эй манпа пулас теекенсем, килӗр ман патӑма, манӑн ҫимӗҫӗмпе тӑранӑр: 22. мана аса илни пылтан та тутлӑрах, манпа хутшӑнни шерпетрен те симлӗрех. 23. Мана ҫиекенсен ҫинӗҫемӗн ҫиесси килӗ, мана ӗҫекенсен ӗҫнӗҫемӗн ӗҫесси килӗ. 24. Мана итлекенсем намӑс курмӗҫ, манпа пӗрле ӗҫлекенсем ҫылӑх тумӗҫ».
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2