Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫилленнӗ (тĕпĕ: ҫиллен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Шуйттанпах ҫӳретӗр ҫав йытӑ, — тесе хучӗ ҫилленнӗ Мичо, — вӑл мана тӑван тивет те, ҫавӑн пек ирсӗр вилепе ҫыхланас та килмест.

— Черт бы побрал этого сукина сына, — проговорил Мичо сердито, — хоть он мне и родственник, но я им гнушаюсь, как падалью.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл Раҫҫее диплом илме каять, — терӗ ҫилленнӗ тухтӑр.

Он поедет в Россию получать свой дипломишко, — сказал доктор сердито.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тухтӑр сасси ҫилленнӗ чухнехи пекрех тухать, вӑл нимӗн те манманни паллах-ха, манмашкӑн та ҫӑмӑл мар ӑна, чӗрине тӑрӑнтарнӑ инкек ытлашши те йывӑр.

В голосе доктора звучало раздражение; он, конечно, ничего не забыл, да и нелегко ему было забыть; удар, нанесенный его сердцу или самолюбию, был слишком тяжел.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унран тӗлӗннӗ онбаши ҫак ҫилленнӗ господинӑн сӑмахне тӗрӗкле куҫарса памашкӑн хушрӗ.

Онбаши, удивленный, попросил перевести ему слова этого рассерженного господина.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Милка хальхинче ытти чухнехинчен те илемлӗрех курӑнчӗ, ҫилленнӗ кӳршисен те кӑмӑлӗсем ҫемҫелчӗҫ куран.

Сейчас Милка была еще красивее, чем всегда, и быстро привлекла на свою сторону симпатии разгневанных соседей.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ставри пуп кӗрекене сӑвап хучӗ, ӑна курмах ыттисем те ҫисе ӗҫес апата чысларӗҫ, темӗне ытла ҫилленнӗ Соколов кӑна кӗреке чыслас йӑлана хутшӑнаймарӗ.

Поп Ставри благословил трапезу, и гости отдали ей заслуженную честь, — все, кроме Соколова, который все еще не мог успокоиться.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫилленнӗ Мичо бай килне тухса утрӗ.

Рассерженный Мичо ушел.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эх, мурӗ ӑнӑҫманне! — мӑкӑртатса илчӗ вӑл ҫилленнӗ кӑмӑлпа.

— Эх, чтоб тебя! — проворчал он, разозлившись.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара, актриса упӑшкин ашшӗ горничнӑй ҫумне ҫулӑхма тытӑннӑ, Вера Павловна ун ҫинчен унччен те илтнӗччӗ ӗнтӗ, калӑпӑр, Крюкова лайӑх мар ӗҫ тунӑ темӗпӗр ӗнтӗ, анчах килте вӑрҫӑ-харкашу пуҫланнӑ: актриса старике намӑслантарнӑ, старик вара ҫилленнӗ.

Тут, как уже и прежде слышала Вера Павловна, отец мужа актрисы стал привязываться к горничной; добродетель Крюковой, положим, и не подвергалась искушению, но началась домашняя ссора: бывшая актриса стала стыдить старика, старик стал сердиться.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах яланах ырӑ кӑмӑллӑ — епле ҫилленнӗ чухне те ырӑ кӑмӑллӑ-ха вӑл?

А все добрая, — как же это, и когда сердится, все добрая?

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Амӑшӗ, ҫилленнӗ пек пулса, хӗрӗ еннелле ҫаврӑнчӗ:

Построжавшим лицом женщина повернулась к дочери:

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпир унпа яланах лайӑх пурӑннӑ, анчах халӗ вӑл мана темшӗн ҫилленнӗ курӑнать.

Всегда мы жили с ним по-хорошему, а зараз, видать, он что-то на меня злобствует.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах хӑй пуҫлӑхӗн пичӗ ҫине ҫилленнӗ чух тухакан пӗркеленчӗксене курсан турӑха васкаса ҫисе ячӗ те сывпуллашрӗ:

Но, приметив гневные морщинки на лице своей владычицы, наскоро дохлебал молоко, попрощался:

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавнашкал юн юхтарнӑшӑн мана турӑ ҫилленнӗ курӑнать, ҫавӑнпа ӑна тӑватӑ пӳрне пама тиврӗ.

Боженька рассерчал на меня за это крови пролитие, вот и пришлось пожертвовать ему четыре пальца.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Пӗтрӗ!.. — терӗ Коновалов ним пулман чухнехи пек, анчах темле ытла йӑвашшӑн, чӳречерен чӗмсӗррӗн те ҫилленнӗ пек курӑнакан тӗттӗм каҫ шӑплӑхне тепӗр хут итлесе илнӗ хыҫҫӑн.

— Всё!.. — как-то особенно кротко и просто сказал Коновалов, прислушавшись еще раз к тишине темной ночи, безмолвно и строго смотревшей на него в окно.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Пӑт-пат ҫумӑр ӳккелет, ҫил татах вӑйланса кайрӗ, тинӗс ҫилленнӗ пек хыттӑн кӗрлесе шавлать.

Накрапывал дождь, ветер стал сильнее, море рокотало глухо и сердито.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Тухтӑр мӗн терӗ сана? — Санька амӑшне ҫилленнӗ пек пулчӗ.

Доктор что наказывал? — Санька строго посмотрел на мать.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл — ҫилленнӗ.

Он был сердит.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗкӗлтурасем ҫак хӗрача пыл сӗткенӗ паракан чечексене татса кайнӑшӑн ҫилленнӗ пек пулса, Маша хӑлхи патӗнчен хӑпма пӗлмесӗр сӑрлатса вӗҫсе ҫӳрерӗҫ.

Шмели неотвязчиво и трубно гудели над Машиным ухом, точно сердились, что эта босоногая девчонка уносит от них так много напоенных медовым соком цветов.

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашки вӑхӑтра эсӗ манпа темле ӑнланса пӗтермелле мар пулса кайнӑччӗ, мана ҫилленнӗ пекле е эпӗ сана йӑлӑхтарса ҫитернӗ евӗр…

Ты в последнее время стала со мной какая-то странная, точно все сердилась на меня или надоел я тебе…

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех