Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапни (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫлаҫҫӗ вара кам мӗнле ҫапни ҫинчен, мӗнлерех ҫапсан лайӑхрах татах та лайӑхрах пулма пултарни ҫинчен калаҫма.

И начнут говорить, кто как ударил и как бы можно ударить еще лучше.

XII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Юханшыв варрине ҫитсен, чан ҫапни илтӗнчӗ; чарӑнса, хӑлхана тӑратрӑм: чан сасси шыв ҫинче начар илтӗнет пулин те, эпӗ шутлама пултартӑм — вунпӗр ҫапрӗ.

Когда я выехал на середину реки, то услышал, как начали бить часы; я остановился и прислушался: бой донесся по воде хотя и слабо, но ясно — одиннадцать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӑл тӗтӗм — нумаях та пулмасть хӑйӗн тусӗ пулнисемех халӗ ӑна хыттӑн ҫапни, хӑйсем парӑннине уҫҫӑнах курса тӑни тата, пуринчен те ытларах, хӑй тӗрӗс маррине йышӑнас килменнипе кӑмӑлӗ хытни.

И дымом этим было болезненное самолюбие, задетое неприкрытым поражением и суровым отпором со стороны старых друзей, и еще упрямое нежелание признать себя неправым.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

«Философи вӑл пӗр пушӑ сӑмаха ҫапни ҫеҫ, чӑн япалана тӗтрелетни кӑна, — терӗм.

«Философия, — говорю, — это одно пустобрехство и наводка теней.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Нихӑҫан хуйхӑра пӗлмен, яланах савӑнӑҫлӑ, анчах халӗ кӑшт пусӑрӑннӑ та шӑпланнӑ Серёжа Жухрая хӑйне петлюровец хӗҫпе ҫапни ҫинчен каласа пачӗ.

Всегда веселый, неунывающий, Сережа, теперь притихший и подавленный, рассказывал Жухраю, как его ударил петлюровец.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Прохор хулпуҫҫисене Артём аллинчен вӗҫертесшӗн пулчӗ, анчах вӑйлӑн ҫапни ӑна урайне йӑвантарса ячӗ.

Прохор хотел освободить плечо, но страшный удар кулака свалил его на пол.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Асан аҫи ҫапла чуфлатнине хирӗҫ пӗтӗм шурлӑх тӑрӑх ҫавӑн пекех чуфлатни, ҫунатсем ҫапни илтӗнсе кайнӑ, вара пур енчен те кунта ӑсан аҫи тӗслех пит пысӑк кайӑксем вуншарӑн вӗҫсе килсе, Ӳпне чул ҫывӑхне ларма тытӑнчӗҫ.

В ответ на это первое чуфыканье Косача-токовика далеко по всему болоту раздалось такое же чуфыканье с хлопаньем крыльев, и вскоре со всех сторон сюда стали прилетать и садиться вблизи Лежачего камня десятки больших птиц, как две капли воды похожих на Косача.

IV // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.

Акӑлчан Джанӗсемпе француз Кокӗсем хӑйсене шанса панӑ ачасемпе алла-алӑн тытӑнса утса ҫӳреҫҫӗ, вӗсене магазин ҫинчи вывескӑсене магазинсенче мӗн сутнине пӗлтерме ҫырса ҫапни ҫинчен тӑрӑшса ӑнлантарса параҫҫӗ.

Английские Джонсы и французские Коки идут под руку с вверенными их родительскому попечению питомцами и с приличною солидностию изъясняют им, что вывески над магазинами делаются для того, чтобы можно было посредством их узнать, что находится в самых магазинах.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Мӗне пӗлтерет-ха ҫапла чан ҫапни?

Что означал этот набат?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Блиндажсем енчен чан ҫапни илтӗнсе кайрӗ.

От блиндажей донесся звон колокола.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Сехет ҫапни питӗнчен ҫупса янӑ пекех туйӑнчӗ.

Первый удар часов прозвучал, как пощечина.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Шӑпланнӑ кабинетра сехет ҫапни хыттӑн янӑраса кайрӗ.

В тишине кабинета громко прошипели часы.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Куҫӗсем унӑн Катьӑнни пекех чакӑр, халь акӑ йӑл кулчӗ пулин те, вӗсенче ӗлӗкхи хуйхӑ ҫапни палӑрса тӑчӗ.

Глаза ее, как и у Кати, были голубые, только без искорок смеха, и даже сейчас, при улыбке, не покинула их какая-то грустная озабоченность.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Кӑнтӑрлахи кӗлле кӗме чан ҫапни илтӗнет.

Звонили к обедне.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юрланса пӗтнӗ шап-шурӑ ҫынсем ту сӑмсахне пур енчен те хупӑрласа илнӗ; хурҫӑ янӑраса тӑнӑ, хыттӑн ҫапни илтӗннӗ — чул йынӑшнӑ, анчах парӑнман.

Белые, заметенные снегом, они облепили скалу; звенела сталь, слышались тяжелые удары — камень, казалось, стонал, но не сдавался.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шыв тӑрӑх, витлекен сасӑ пек, платниксен пуртӑ сасси, ӳсекен хӑмасем шаплатни, кӗпе чӳхекенсем валекпа ҫапни, хурсем какалани е ача-пӑча сасси илтӗнет.

По реке, как эхо, летели то звон плотничьих топоров, то хлопки падающих досок, то слабый стук вальков о мокрое белье, то гоготание гусей, то голоса детей.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вутлӑ арман мӑрйинчен тӗтӗм ярӑмӗ ҫӑмхаланса хӑпарать; площаде халӑх ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тулнӑ; каҫхи кӗлле йыхӑрса, чан ҫапни илтӗнет.

Из трубы паровой мельницы рассыпчатыми мячиками выскакивал дым; на площади чернели толпы народа; звонили к вечерне.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хутор хыҫӗнче, кӗҫ-вӗҫ сӳнсе ларас пек, каҫхи шуҫӑмӑн ярӑм-ярӑм хӗрлӗ пайӑркисем тӗлкешеҫҫӗ; каҫхи кӗлле йыхӑрса, чан ҫапни илтӗнет.

За хутором рдяно догорала заря, звонили к вечерне.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗрлет, шавлать, янӑрать крепость стенисем патӗнче параппан ҫапни.

Гремит, захлебывается, рассыпается дробью барабанный бой над стенами крепости.

«Штурмлама! Аркатма!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫав самантрах тахӑшӗ Григорие хыҫалтан пырса пуҫӗнчен питӗ вирлӗн ҫапни анкӑ-минкӗлентерсе ячӗ.

Страшный удар в голову сзади вырвал у Григория сознание.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех