Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапать (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑс эрни кунӗ Чӑлах Эрнюк пуҫлӑхсене курӑнас тесе, Шурча чиркӳне кайса Микул турӑ умне улӑм пӗрчи пек ҫинҫе ҫурта лартать, каҫалапа ялти ватӑсемпе пӗрле киремете ӳксе пуҫ ҫапать.

По субботам Эрнюк, чтобы лишний раз попасть на глаза начальству, ходит в Акрамовскую церковь и ставит там Миколе-угоднику тощую, как соломинка, свечку, а вечером вместе с деревенскими стариками самозабвенно молится своему богу — киреметю.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каннӑ ҫанҫурӑма перӗнсе тӑракан улӑм пӗрчисем ыррӑн-ыррӑн туйӑнаҫҫӗ, ҫӗр урайӗнчен сулхӑн ҫапать.

Даже солома, на которой он спал, кажется, приятно покалывает спину, а от пола исходит бодрящая прохлада.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук кӳреннипе пуҫне пӑркаласа пӗҫҫине шарт ҫапать.

Ивук обиженно крутит головой, расстроенно хлопает себя по пустым карманам.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑнтӑрлапа пӗтӗм ял Пӗҫҫисене шарт ҫапать: Нарспи виллине тупса Нимӗн тума аптӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Аҫа ҫапать, шартлатать, Пӗтӗм тӗнче кисренет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманта // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫапать паттӑр лашине Хӑй аллинчи хуллипе, Ӑнсӑртранах инкӗшне Тапса илет урипе.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Турат-тӗрет питрен ҫапать — Утма пит хӗн: шӑлне хӗр ҫыртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапать татах…

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Иртет вӑл вӑхӑт: вӑй чакать, Килет ҫӗн шухӑш, ҫӗнӗ ӗмӗт, Кӗҫ мукалать, этемӗн сӗмӗ Вара, пӗл, ватӑ сӑн ҫапать.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Нилов, эс аллуна ун пек час-час ан вӗҫерт, куран, сана вӑл ҫав вӑхӑтра тытса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Акӑ ҫапать, кӗтсе тӑрӑр, акӑ ҫапать!».

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун хыҫҫӑн тухнӑ темиҫе ҫынна, вӑл шутра Нилова, Мӗтри кӗрешӳ техникипе ҫӗнтерчӗ — лешсем мӗнле те пулин йӑнӑш тӑвасса сыхлать те ку йанӑшпа усӑ курса вара ҫавӑрса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Халӗ вӑл мана ҫапать.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Алӑкран кӗрсенех пиҫнӗ ҫӑкӑр шӑрши сӑмсана ҫапать.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Садри йывӑҫсем ун ҫине ҫумӑр тумламӗсем тӑкӑҫҫӗ, сӑмсана ҫӗмӗрт шӑрши, панулмин ытарайми шӑрши ҫапать, пит-куҫа нӳрлӗ ҫулҫӑ сӗртӗнет, йывӑҫсем, Карачӑм ҫинчен вӑрттӑн калаҫнӑ пек, пӑшӑлтатса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темӗн те каласа хӑртать тарҫӑсене, юрама пӗлмесен алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа ҫапать.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӑл киремете пуҫ ҫапать те ҫылӑхне ыттисем ҫине ярать.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑмсана пӗрре пӗтнӗк шӑрши, тепре армути шӑрши киле-киле ҫапать.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑкне уҫса пӑрахнӑ хура пӳртрен ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланать, сӑмса шӑтӑкне ҫуллӑ икерч шӑрши килсе ҫапать — ку тӗтӗмпе тутлӑ шӑршӑ та ҫынна тӑван кил ӑшшине аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрсен сӑмса шӑтӑкӗсене ӗнӗк шӑрши пырса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

13. Ярахвийӗн ят тухнӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех