Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапать (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ХӖВЕТУТ (аллине шарт ҫапать).

ФЕДОТ (всплескивает руками).

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Юлашкисен метаболизмӗ тимӗрпе кӳкӗрт ирӗлтересси ҫинче никӗсленнӗ, ҫак бактерисене пула Тейлор пӑрлӑхӗнчи ҫурӑксенчен юхса тухакан шыва хӗп-хӗрлӗ тӗс ҫапать.

Метаболизм последних основан на переработке железа и серы, благодаря этим бактериям вода, вытекающая из трещин ледника Тейлора, имеет кроваво-красный цвет.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи типӗ вырӑн ӑҫта-ши? // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6277.html

Тьфу! — тесе ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апраҫ аппа мана ҫимӗк курӑкӗпе ҫӑвӑнтарать, такмакла-такмакла мунча ҫапать:

Куҫарса пулӑш

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫапать те ҫапать!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак ҫав чечеке, пӗчӗкскере, пы-ысӑк утмӑлтурат ҫапать те ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ай, тур-тур, — аллисене икӗ пӗҫҫине шартах ҫапать анне.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Сӑмсана ҫӗрнӗ курӑкӑн йӗклентерекен чӗрӗ шӑрши ҫапать.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

«Ҫӑпан» тесенех пирӗн сӗме пӳрлӗ ӳт-тир шыҫҫин чун-чӗре тӗпӗнченех хыпкӑчланса туртӑнакан тӑсӑлчӑк, хаяр ыратӑвӗ ток пек килсе ҫапать, ӑс-пуҫа хура кӗркуннехи каҫпултти сӗмлӗхӗ ҫӑтса ярать, ҫан-ҫурӑм, тӑр-тӑр-тӑр чӗтренсе те чу! туртӑнкаласа, сӳ! ҫӳҫенсе каять, хӑшӗ-пӗрин тата пит-куҫӗ те нушаллӑн «курчӑланса», ҫатракаланса нӗрсӗрленӗ, ҫӳҫӗ те чӑшӑл ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Лерен вара, анӑҫран, кас-кас ӳт-пӗве тутлӑ мунча рехечӗ кӳрекен, кӑмӑл-туйӑма кӗрхи чечеклӗн тӗтрелентерекен, ыррӑн-сӑваплӑн йӑшӑклакан ӑшӑ ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Чӑрт! ҫапать ҫакскер пӗр пӗрчин кӳкӗртлӗ вӗҫӗпе йӗнӗн кӳкӗрт сӗрнӗ хӗррине — чӑрррр! сирпӗнсе каять пӗчӗк вут ҫулӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

…Тепӗр кунне ӗҫ вӑхӑчӗ пуҫланнӑ-пуҫланманах Урӑлманкин ӗнерхи ҫи-пуҫпах медпункта чихлата-чихлата, кӑраланса-тулкӑшса, ҫулӑм ҫинчи пӑрака хуранӗ пек вӗресе пырса кӗчӗ те алӑк сули урлӑ каҫнӑ-каҫманах хӗсӗк хура куҫӗсенчен хаяр вучӗ сирпӗткелесе, пырне хӑйӑрттарса, «пунк! тапса, вӗчӗрхӳ ҫӳпҫине вӑнк! ӳпӗнтерсе ячӗ» (хӑйӗнчен килти «цехра» юхтарнӑ эрех шӑрши кӳ! те кӳ! ҫапать):

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Хӑйӗнчен тата лешӗ, «шарлама хушманни», кӳлесех ҫапать, сӑмсана пӑралать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Палламан арҫын-кӑмпаҫӑ унӑн шалти «эпӗ» тенине пуҫ таймасӑр авса-куклетсе иртсе кайсан, кӑмӑлӗпе лӗкленнӗ (хаяр сӑмах нухайккӑран та хытӑ ҫапать теҫҫӗ) Пурис кӑрлаттарса ӗҫлесе ларакан машини еннелле ҫаврӑнчӗ те ҫӳҫне-пуҫне хыҫалалла ласт! сулса илсе, йӑлхар пылчӑк ҫӑра-ҫӑра, хыҫалти кустӑрмисем патне пычӗ, кукленсе ларчӗ, апла та капла пӑхрӗ, сӑнарӗ, тӗпчерӗ, вара, тӳрленсе тӑрса, нимӗн тӑвайман енне каллех вӑрманалла хатӑррӑн танкӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мыца тепӗр майлӑ ҫаврӑнса пичӗпе ӑна хирӗҫ тӑрать, каллех вара йӑлтах ҫӗнӗрен калама пуҫлать: эпӗ, тет, салтак Мыца Федор, ҫав-ҫав полкран; унччен те пулмасть малтанхи офицер ӑна хыҫалтан чӗн пиҫиххипе туртса ҫапать:

Мыца, бедняга, поворачивается налево кругом, становится лицом к нему и начинает все сначала: он, мол, солдат Мыца Федор из такого-то полка, а первый его сзади ремнем:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вара ҫав пуҫтах пуҫ хӑйӗн татӑк хӳрипе (хӳрине унӑнне хӑй кӑмака ҫинче харлаттарса ҫывӑрнӑ чух шӑшисем ҫисе янӑччӗ)… татӑк хӳрипе пӗррех капана ҫапать те тӳрех лаххана чӑмтарать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кивӗ, ҫӗрӗк пӳртре хӗлле питӗ сивӗ пулать, хутса ӑшӑтма ҫук, ҫулла нӳрӗк шӑрши ҫапать, пӳрт пӗренисем пӑнтӑх тӗспе витӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Эпӗ ял хуҫалӑх выставкинче куртӑм: пӗр хресчен, Киров облаҫӗнчи ҫын, халӑх оркестрӗнче унпа чип-чипер кӗвӗсем кӑларчӗ, тет, пӑчкине патакпа ҫапать те темӗн тӗрлӗ авкалать, вара оркестрпа килӗшӳллӗ кӗввех кӑларать, тет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Чӗркуҫҫи ҫине хунӑ пысӑках мар чӑматанран ҫеҫ ҫаплипех пӗҫҫе сивӗ ҫапать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Таврана каҫ сӑнӗ ҫапать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех