Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапать (тĕпĕ: ҫап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каллех пит кичем сӑн ҫапать Мамине.

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вихтӗре темиҫе хутчен те ҫавӑра-ҫавӑра ҫапать хурах, тӑма пуҫласан ӑҫтан май килет унтан тапать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӑшт та вашт пырса ҫапать ирӗлекен асфальт шӑршиллӗ сывлӑш хумӗ ҫӑмӑл автомашинӑна.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗр кана мекеҫленсен, пӳскесем пек сиккелесен Тольӑна ҫавӑрса ҫапать, аллисене сарса пусарса вырттарать.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хутса ярам тулӗк, — кӑмака кукринче асламӑшӗ пӗр кана кӑштӑртатсан пӳртӗн мал енне кӗрен тӗс ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ку ҫӗр улми ӑҫтан тупӑнчӗ? — ача ним тӑвай-маннипе кӑкӑрне ҫапать, пӗр вырӑнта тапӑртатать, унтан, тин ӑнкарса, витререн шыв ӑсса ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сӑмсана пур енчен те тутлӑ шӑршӑ ҫапать.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл ӳт-пӗвӗпе кулач пек кӑпӑшкаскер, унпа юнашар тӑрсан, унран ӑшӑ ҫапать.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Таса сывӑ вӗсем, ӳт пӗвӗсенчен ӑшӑ ҫапать, илем сӑрхӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Унран юн вылянӑ вӑхӑтри хӗрарӑмӑн чӗрӗлӗхӗ ҫапать, ытамра ку татах та вӑйлӑрах палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Леснике хӑйне те тахӑшӗ сулахай хул урлӑ темпе туртса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сӗм вӑрманта, хурӑнлӑхра, Кӑмпа карти ҫапать ташша.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хуҫи мотоциклне хыпашлать, лӑпкать, ҫапать те тапать — этем мӗн хӑтланнине ӑнланма пултарайман тимӗр чун хӑнк та тумасть, тапранмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сисӗнмесӗрех тавралӑха каҫ ӗнтрӗкӗ ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Уҫӑ вӑрмантан тухнӑ ҫынна асфальтпа бензин шӑрши, нефтлӑ-мӗнлӗ перчеткепе ҫатлаттарнӑн, тӳрех пырса ҫапать сӑмсана.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сӑмсана ытла та усал шӑршӑ пырса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Утсан-утсан, транзистор сасартӑк асар-писер янӑрашма пуҫлани пырса ҫапать хӑлхана.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сарӑ хӑйӑр, кӑмака анинчи шӗл-кӑварла, тӗл-тӗл ҫунса выртнӑн туйӑнать: пӗшкӗннӗ-пӗшкӗнмен пите хӗрӳлӗх кӳ-ӳн ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тин кӑна ҫурса купаланӑ ӑвӑс пуленкисенчен ырӑ шӑршӑ ҫапать.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӗчӗк этемӗн пӗчӗк чунӗнче темле аслати тӗнчене кисретмелле, интернат ҫурчӗ куҫ умӗнчех тайӑла-тайӑла каймалла шартлаттарса ҫапать, пӗчӗк этемӗн пӗчӗк чунӗнчех темле ҫиҫӗм шелсӗр ҫиҫсе ӑшчике ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех