Шырав
Шырав ĕçĕ:
Упа ҫывӑрасса ҫывӑрать те хӑлхипе итлесех тӑрать, — мухтанса хушса хучӗ Мердевенджиев.Медведь спит, а ухо держит востро, — добавил Мердевенджиев гордо.
XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— «Ҫывӑрасса килтех ҫывӑратӑр пуль?
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Капӑрлӑха юратнӑ пулин те, вӑл питӗ начар тумланса ҫӳренӗ, ытти енӗпе вара хӑйне питӗ хытӑ тытнӑ; сӑмахран, ҫывӑрасса вӑл матрац сарса ҫывӑрман, ашӑк ҫинче ҫывӑрнӑ, ӑна та-ха ҫаплипех, пӗртте хуҫлатмасӑр сарнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем ҫапла калаҫса илчӗҫ, — ку вӑл каччӑпа ҫураҫнӑ хӗр хушшинчи пӗрремӗш калаҫушӑн тӗлӗнмелле калаҫу ӗнтӗ, — пӗр-пӗрин аллисене тытса чӑмӑртарӗҫ, вара Лопухов хӑй ҫулӗпе килне кайрӗ, ун хыҫҫӑн Верочка алӑка хӑй питӗрсе юлчӗ, мӗншӗн тесен, Матрена, Павел Константиныч нумайччен хӑрлаттарса ҫывӑрасса шанса, полпивнойра ларнӑ.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Давыдов ансӑр койка ҫинче ҫаврӑнкалать, ӗхлете-ӗхлете илет, икӗ хутчен туртма тӑрса ларчӗ, ҫывӑрасса вара шурӑмпуҫ ҫути килеспе тин ҫывӑрса кайрӗ.Давыдов ворочался на узкой койке, кряхтел, два раза вставал курить, но уснул уже на рассвете.
XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Айккинчен кӗҫӗтни, — терӗ Пелагея Ивановна ун сӑмахне пӳлсе, — хыпар илтессине пӗлтерет; куҫхарши кӗҫӗтни — макӑрасса; ҫамка — пуҫ таясса; сылтӑм енчен кӗҫӗтни — арҫын килессе, сулахай енчен — хӗрарӑма курасса; хӑлха кӗҫӗтни — ҫумӑр пуласса, тута — чуптӑвасса, усси — кучченеҫ ҫиессе, чавса — ҫӗнӗ вырӑнта ҫывӑрасса, ура лаппи кӗҫӗтни ҫула тухасса пӗлтерет…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ ытти ҫын тени вӑл — ҫӗтӗк-ҫатӑк, хытӑ кӑмӑллӑ, тӗттӗм ҫын, вӑл япӑх, чухӑн, чартак ҫинче пурӑнать; ҫывӑрасса та ӑҫта та пулин тулта кӗҫҫе ҫинче ҫывӑрать; мӗн пултӑр-ха ӑна?
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ку каҫ ҫывӑрасса та канлӗ ҫывӑрайман, ӑна ҫӗрӗпе выляса янӑ укҫисене мӗнле каялла выляса илес шухӑш асаплантарнӑ.Он даже неважно спал, терзаемый желанием поскорее отыграться.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫывӑрасса эпир тулта та ҫывӑрӑпӑр, чӑрмантармӑпӑр.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫывӑрасса вӑл асӑрхануллӑн, канӑҫсӑр ыйӑхпа ҫывӑрса кайрӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950