Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Вӑл Адонирама, хырҫӑ пуҫтаракансенӗн пуҫлӑхне, израильсемпе калаҫма янӑ; анчах лешӗсем ӑна чулпа персе чул айне тунӑ, вӑл вилнӗ вара; Ровоам патша хӑй Иерусалима тармашкӑн васкасах ҫар урапи ҫине хӑпарса ларнӑ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫар урапине ултҫӗр сикль кӗмӗлле, лашине ҫӗр аллӑпа Египетра туянса кӳрсе тӑнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Кустӑрмасене ҫар урапин кустӑрмисене тунӑ пекех тунӑ; вӗсен тӗнӗлӗсемпе тукунӗсем, шӑлӗсемпе кӳпчекӗсем пурте шӑратса тунӑскерсем пулнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иоав ҫар тумне тӑхӑннӑ пулнӑ, пилӗкӗнчен хӗҫ ҫакӑнса тӑнӑ.
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сива ҫапла хуравланӑ: ашакӗсем — патша килӗ валли, ларса ҫӳреме; ҫӑкӑрӗпе ҫырла ҫимӗҫӗ — ҫар ҫыннисене ҫитерме; эрехӗ — пушхирте халтан кайнисене ӗҫтерме, тенӗ.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Авессалом хӑйне валли ҫар ураписемпе лашасем тата хӑй умӗнче чупса пыракансене — аллӑ ҫын — тытса тӑра пуҫланӑ.1. После сего Авессалом завел у себя колесницы и лошадей и пятьдесят скороходов.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Урия ун патне килнӗ те, Давид унран Иоав ҫинчен, ҫар ҫыннисем ҫинчен тата вӑрҫӑри лару-тӑру ҫинчен ыйтса пӗлнӗ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Давид Сири ҫыннисен ҫичҫӗр ҫар урапине, хӗрӗх пин юланутҫине тӗп тунӑ; Совак ҫарпуҫа та амантнӑ, вӑл унтах вилсе выртнӑ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Аммонсем ӗнтӗ хӑйсем Давидӑн курайман ҫыннисем пулса тӑнине туйса илнӗ; вара вӗсем кӗрӗшнӗ ҫар пуҫтарнӑ: Беф-Реховра тата Сувара пурӑнакан Сири ҫыннисенчен ҫирӗм пин ҫуран ҫынна, [Амалик] патшинчен Маахаран пин ҫынна, Истов ҫӗрӗнчен вуникӗ пин ҫынна тара илнӗ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давид ӗнтӗ Адраазара та — Рехов ывӑлне, Сува патшине — парӑнтарнӑ, ун чухне лешӗ [Евфрат] шывӗ хӗрринче ҫӗнӗрен пуҫ пулас шутпа вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ; 4. Давид унран пин те ҫичҫӗр юланутҫӑ# тата ҫирӗм пин ҫуран ҫын ярса илнӗ, ҫар урапи кӳлекен лашасен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, вӗсенчен [хӑйне] валли ҫӗр урапа кӳлмелӗх ҫеҫ хӑварнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ саккунӗн арчине лартнӑ ҫар урапине Аминадавӑн тӳпемре вырӑнаҫнӑ ҫуртӗнчен хускатса тухнӑ; [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчи умӗнче Ахио утса пынӑ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӗнӗ ҫар урапине Аминадав ывӑлӗсем — Оза тата Ахио — тытса пынӑ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турӑ саккунӗн арчине ҫӗнӗ ҫар урапи ҫине лартнӑ та ӑна тӳпемре ларакан Аминадав ҫуртӗнчен турттарса тухнӑ.3. И поставили ковчег Божий на новую колесницу и вывезли его из дома Аминадава, что на холме.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид каллех Израилӗн чи лайӑх ҫар ҫыннисене пуҫтарнӑ — вӑтӑр пин ҫын#.1. И собрал снова Давид всех отборных людей из Израиля, тридцать тысяч.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иоав тата унпа пӗрле ҫӳренӗ пӗтӗм ҫар каялла таврӑнсассӑн, Иоава ҫапла каласа панӑ: патша патне Авенир, Нир ывӑлӗ, килнӗччӗ, патша ӑна тытса тӑмарӗ те, вӑл ыррӑн-сыввӑн тухса кайрӗ, тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Авенир тавра Вениамин ҫыннисем пуҫтарӑннӑ та, ҫар ушкӑнӗ пулса, пӗр сӑрт тӑррине хӑпарса тӑнӑ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӑна хыпар пӗлтернӗ яш ача каланӑ: эпӗ ӑнсӑртран Гелвуй тӑвӗ ҫине пырса тухрӑм, акӑ ӗнтӗ Саул хӑйӗн сӑнни ҫине тӑрӑнса ӳкрӗ, ҫар ураписемпе юланутҫӑсем халь-халь хуса ҫитеслеччӗ ӑна.
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра филистимсем Израиле хирӗҫ ҫапӑҫма ҫар пухнӑ.1. В то время Филистимляне собрали войска свои для войны, чтобы воевать с Израилем.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Саул ӑна кирек ӑҫта ярсассӑн та, Давид пур ҫӗрте те ӗҫе ӑслӑ-тӑнлӑ тунӑ, Саул вара ӑна ҫар ҫыннисен пуҫлӑхӗ туса хунӑ; ҫакна пӗтӗм халӑх та, Саул тарҫисем те ырланӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Тумӗ ҫийӗн, пилӗкӗнчен, Давид унӑн хӗҫне ҫакса янӑ та каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳренӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл кун пек ҫар тумне хӑнӑхман пулнӑ; Давид ӗнтӗ Саула ҫапла каланӑ: эпӗ кун пек тумпа ҫӳрейместӗп, эпӗ хӑнӑхман, тенӗ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.