Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1 Пат 18

Пай: Библи –> Патшасен 1-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.31 21:31

Пуплевӗш: 35; Сӑмах: 584

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Давид Саулпа калаҫса пӗтерсессӗн, Ионафанӑн чунӗ Давид чунӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ, Ионафан ӑна хӑйӗн чунне юратнӑ пекех юратса пӑрахнӑ. 2. Ҫав кун Саул Давида хӑй патне илсе кайнӑ, ӑна ашшӗ килне таврӑнма ирӗк паман. 3. Ионафан Давидпа килӗшӳ тунӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна хӑйӗн чунне юратнӑ пекех юратса пӑрахнӑ. 4. Ионафан хӑйӗн ҫиелти тумтирне Давида хывса панӑ, ӑна хӑйӗн ытти тумтирне те, хӗҫне те, уххине те, пиҫиххине те панӑ.

5. Саул ӑна кирек ӑҫта ярсассӑн та, Давид пур ҫӗрте те ӗҫе ӑслӑ-тӑнлӑ тунӑ, Саул вара ӑна ҫар ҫыннисен пуҫлӑхӗ туса хунӑ; ҫакна пӗтӗм халӑх та, Саул тарҫисем те ырланӑ. 6. Израиль ҫарӗ Давид филистима ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн каялла таврӑннӑ чухне Израильри пур хуларан та хӗрарӑмсем Саул патшана хирӗҫ савӑнӑҫлӑн юрласа та ташласа, тӳнкӗр те кимвал ҫапса тухнӑ. 7. Ӗнтӗ кӗвӗ калакан хӗрарӑмсем ҫапла кӑшкӑра-кӑшкӑра илнӗ: Саул — пиншер ҫынна, Давид вуншар-вуншар пин ҫынна ҫӗнтерчӗ! 8. Саул кулянсах ӳкнӗ, ҫак сӑмах уншӑн кӑмӑллӑ пулман, вӑл ӗнтӗ: Давида вуншар пин, мана вара пиншер анчах пачӗҫ; ӑна патшалӑх кӑна ҫитмест, тенӗ. 9. Ҫав кун хыҫҫӑн Саул Давид ҫине шанмасӑр пӑхма пуҫланӑ. 10. Тепӗр кунне ҫакӑн пек пулса тухнӑ: Турӑ ирӗкӗпе Саула усал сывлӑш тапӑннӑ та, вӑл килӗнче тилӗрсе-урса ҫӳренӗ, Давид вара, ытти кунсенчи пекех, кӗсле каланӑ; Саул аллинче сӑнӑ пулнӑ. 11. Саул, Давида стена ҫумне пӑталаса лартас тесе, сӑнӑпа пенӗ; анчах Давид икӗ хутчен пӑрӑнса ӗлкӗрнӗ. 12. Саул вара Давидран хӑрама пуҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн унпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, Саулран Ҫӳлхуҫа пӑрӑннӑ. 13. Саул ӑна хӑйӗнчен аяккарах пӑрнӑ, ӑна пинпӳ туса хунӑ, Давид вара халӑхпа тухса-кӗрсе ҫӳреме пуҫланӑ. 14. Давид пур ӗҫе те ӑслӑ-тӑнлӑ туса пынӑ, унпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ. 15. Саул вӑл питех те ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине курса унран хӑранӑ. 16. Давида пӗтӗм Израильпе Иуда юратнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл вӗсем хушшине тухса ҫӳренӗ. 17. Саул Давида каланӑ: акӑ манӑн аслӑ хӗрӗм Мерова; эпӗ ӑна сана качча парӑп, эсӗ вара ман патӑмра паттӑрри пул та Ҫӳлхуҫа вӑрҫисене ертсе пыр, тенӗ. Саул ҫапла шухӑшланӑ: ун ҫинче манӑн аллӑм ан пултӑр, филистимсен алли пултӑр, тенӗ. 18. Анчах та Давид Саула ҫапла каланӑ: патша кӗрӳшӗ пулмашкӑн кам эпӗ, манӑн пурӑнӑҫӑмпа ман аттемӗн йӑхӗ мӗнех вӑл Израильре? тенӗ. 19. Мерована, Саул хӗрне, Давида качча пама вӑхӑт ҫитсессӗн вара ӑна Мехола ҫыннине Адриэла качча панӑ. 20. Анчах Давида Саулӑн тепӗр хӗрӗ, Мелхола, юратса пӑрахнӑ; ҫакӑн ҫинчен Саула пӗлтерсессӗн, ку хыпар уншӑн кӑмӑллӑ пулнӑ. 21. Саул ҫапла шухӑшланӑ: ӑна Давида качча парсассӑн, вӑл Давидшӑн серепе пулӗ, вара Давид ҫинче филистимсен алли пулӗ, тенӗ. Ӗнтӗ Саул Давида каланӑ: эсӗ манпала тепӗр хӗрӗм урлӑ тӑванланӑн, тенӗ. 22. Саул хӑйӗн тарҫисене ҫапла хушнӑ: Давида вӑрттӑн калӑр: акӑ сана патша кӑмӑллать, сана унӑн пӗтӗм тарҫи те юратать; эппин, патша кӗрӳшӗ пул тесе систерӗр, тенӗ. 23. Саул тарҫисем ҫак сӑмаха Давид хӑлхине ҫитернӗ. Давид каланӑ: патша кӗрӳшӗ пуласси сирӗншӗн ҫӑмӑл пек туйӑнать-им? эпӗ — чухӑн, ахаль ҫын ҫеҫ, тенӗ. 24. Тарҫисем Саула каласа панӑ: Давид акӑ мӗн калать, тенӗ. 25. Саул каланӑ: Давида акӑ ҫапла пӗлтерӗр: патшана хулӑм кирлӗ мар, вӑл тӑшманӗсене тавӑрасшӑн, ҫавӑнпа филистимсен ҫӗр ҫыннин хӗрринчи ӳтне кастарнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ыйтмасть, тейӗр, тенӗ. Саул ӗнтӗ Давида филистимсен аллипе пӗтерме шутланӑ. 26. Патша тарҫисем ҫакна Давида каласа панӑ та, вӑл патша кӗрӳшӗ пулас шухӑша килӗштернӗ. 27. Палӑртнӑ кунсем ҫитичченех Давид хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле кайнӑ та филистимсен икҫӗр ҫыннине вӗлерсе вӗсен хӗрринчи ӳтне касса илсе килнӗ, патша кӗрӳшӗ пулас тесе, ҫавна пурне те патша патне илсе пынӑ. Вара Саул ӑна хӑйӗн хӗрне Мелхолӑна качча панӑ. 28. Саул ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Давидпа пӗрле пулнине [тата ӑна пӗтӗм Израиль юратнине], Давида Саул хӗрӗ Мелхола та юратнине курса-пӗлсе тӑнӑ. 29. Саул Давидран тата хытӑрах хӑрама пуҫланӑ, вӑл пӗтӗм пурӑнӑҫӗ тӑршшӗпех унӑн тӑшманӗ пулса тӑнӑ. 30. Филисти ҫулпуҫӗсем вӑрҫа тухсан, вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенченех Давид хӑйне Саулӑн мӗнпур тарҫинчен ӑслӑ-тӑнлӑрах кӑтартнӑ, унӑн ячӗ вара ҫав тери чапа тухнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех