Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яра сăмах пирĕн базăра пур.
яра (тĕпĕ: яра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах юрӑхлӑ саманта пула эпӗ ӑна костыльпе яра патӑм.

Минута была удобная, и я бросил костыль.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушшӑмӑрсем виҫӗ утӑмран ытла марччӗ, костылӗмсемпе ӑна тӳрех пуҫӗнчен яра панӑ пулсан минрететтӗмччӗ ӑна эпӗ.

Между нами было не больше трёх шагов, и, если удачно бросить костыль, возможно, я мог бы оглушить его.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тыткӑҫа урапа пусрӑм та ҫав ҫунат ҫине хам машинӑна яра патӑм.

Я нажал ручку, дал ногой и бросил на эту плоскость машину.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир Ҫӗрӗшнӗ Яра каятпӑр.

Мы едем в Гнилой Яр.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Магазин чӳречисем умӗнчи йывӑҫ питлӗхсем кивелме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, ҫуркаланнӑ; садсемпе парксенчи траншейсемпе шӑтӑк-хушӑксем ӳссе ларнӑ; хваттерсенче иртенпех тӗттӗм, мӗншӗн тесен яра кун хушшинче темиҫе тревога пулса иртет, пӗрмаях чӳречесене уҫса хупма та ӗлкӗрес ҫук.

Деревянные щиты перед окнами магазинов уже постарели, потрескались, облупились; в садах и парках давно заросли травой щели и траншеи; в квартирах с утра был полумрак, потому что тревога объявлялась по многу раз в день и не имело смысла всё время открывать и закрывать ставни.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Апла пулсан, ыран сулӑ тӑватпӑр, ҫыран хӗррине яра паратпӑр.

— Ну, тогда построим завтра плот и переплывем на берег.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хам кӑна тетӗп — мӗншӗн тесен Саня пурпӗрех яра куна кунӗпех Арктически институтра ҫухалатчӗ.

У меня — потому что Саня всё равно с утра до вечера пропадал в Арктическом институте.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Яра кун ҫаплах иртрӗ вара.

Так продолжалось весь день.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Яра кунӑм та ҫаплах иртрӗ.

Так было весь день.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Яра кунах эпӗ ҫакӑн пирки шухӑшларӑм.

Весь день я с тоской думал об этом.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Даша инке яра кунах корзинкӑна кукӑльсем тултарнине курман пулсан, эпӗ ҫак корзинка пирки ӑҫтан тупӑнчӗ-ши, тесе тӗлӗнме те пултарнӑ.

Я бы мог сказать об этой корзине, что она неизвестно откуда взялась, если бы тетя Даша целый день на моих глазах не набивала ее пирогами.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех