Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑрарӗ (тĕпĕ: янӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑшал сасси янӑрарӗ, пульӑ эполета татса кайрӗ.

Выстрел раздался у меня над самым ухом, пуля сорвала эполет.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Трубан сывлӑша ҫуракан сасси ҫак чултан тунӑ хулӑн стеналлӑ тата чул плитасем сарнӑ урайлӑ сарлака пӳлӗмре хӑлхана хуплас пекех янӑрарӗ.

Раздирающие звуки трубы оглушительно ревели в этих просторных сенях с каменными толстыми стенами и каменными плитами пола.

27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Тамара ҫапла амӑшӗн чунӗ вырӑнне хурса йышӑннӑ кӑсӑяпа калаҫса ларнӑ хушӑра унӑн пуҫӗнче темле кӗвӗ янӑрарӗ.

Так и беседует она каждый день с синицей, уверовав, что именно в неё переселилась душа матери. В один из дней в её голову внезапно пришла какая-то музыка.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Кунта чӑваш ташши, юрри, вӑйӑ-кулӑ хавассӑн янӑрарӗ.

Здесь радостно звенели чувашские танцы, песни, забавы.

Аваллӑха упраса — малашлӑха ӗненсе // Ермакова Надежда. https://chuvash.org/blogs/comments/4784.html

…Урок тухнине систерсе шӑнкӑрав янӑрарӗ.

...Зазвенел звонок, сообщая об окончании урока.

Урхамах туянса парсан-и? // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016,04,07

Аслӑ редакторӗ кӑмӑлне кайнипе-и – ку юрӑ сенкер экран ҫинчен темиҫе хутчен те янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Поэтӑн аслати кӗрленӗ евӗр мӑнаҫлӑ сасси Чӑнлӑ тӑрӑх аякка-аякка ахрӑма ҫаврӑнса янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кӑнтӑрлахи апатченех лагерьте чӑваш юрри-кӗвви янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Юраман вырӑнта ишнӗ – приговор евӗрех янӑрарӗ кайран специалистсен шухӑшӗ.

Купались в запрещенном месте – как приговор прозвучало потом мнение специалиста.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Нумай сӑвӑ-юрӑ янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Сисмерӗмӗр те, черетлӗ вӗренӳ ҫулӗ те вӗҫленчӗ паян – юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ.

И не заметили, сегодня завершился очередной учебный год - прозвенел последний звонок.

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ, «Единая Россия» партин малтанхи сасӑлавӗн кунӗ, Чӑваш Еншӗн чӑнласах та пысӑк уява ҫаврӑнчӗ: шутлав участокӗсенче ирех хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ, концертсем пулчӗҫ, чылай ҫӗрте пӗчӗк ачасем валли вӑйӑ кӗтесӗ йӗркелерӗҫ...

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Митинг хыҫҫӑн паркра юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Чӑваш Ен халӑхӗн наци мӑнаҫлӑхӗ шутланакан вилӗмсӗр поэма тӗнчери халӑхсен 20 чӗлхипе уҫҫӑн та илемлӗн янӑрарӗ.

Поэма, ставшая национальной гордостью народа Чувашии, также звучала на 20 языках народов мира.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

«Маттур! Маттур!» – кӑшкӑрнӑ сасӑ самайччен янӑрарӗ залра.

Куҫарса пулӑш

Выляса канаҫҫӗ тӑрӑнсем! // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Иртнӗ шӑматкун Елчӗкри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетекен спорт керменӗ умӗнче илемлӗ юрӑ-кӗвӗ инҫете янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Чипер те пултаруллӑ хӗрарӑмсен ячӗпе юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ.

В честь красивых и талантливых женщин звучала музыка.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

- Темшӗн эсир туй кӗрлеттерме васкамарӑр - Сочире паллашнӑ хыҫҫӑн Мендельсон вальсӗ тӑватӑ ҫултан кӑна янӑрарӗ.

— Удивительно, но вы со свадьбой не спешили - после знакомство в Сочи вальс Мендельсона прозвучал только через четыре года.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех