Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Эх, мĕнлескер...

Автор: Марина ТУМАЛАНОВА

Ҫӑлкуҫ: «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Хушнӑ: 2016.03.09 01:16

Пуплевӗш: 27; Сӑмах: 267

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫак кунсенче ҫывӑх ҫыннисем, ӗҫтешӗсем, пӗлӗшӗсем хӗрарӑма ӑшӑ сӑмахпа, асӑнмалӑх парнепе хавхалантараҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпах нихҫанхинчен илӗртӳллӗрех вӑл. «Эх, мӗнле хӗрарӑм», - ахальтен мар чарӑнса тӑрсах куҫ илми сӑнаҫҫӗ ӑна арҫынсем. Йӑл кулӑпа ҫиҫекенскер, чӑнах, тавралӑха илем кӳрет.

Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарта «Эх, мӗнле хӗрарӑм» конкурс йӗркелесси йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал 10-мӗш хут иртрӗ вӑл. Унта ача сачӗн воспитателӗсем, педагогсем, экономист, «Чӑвашэнерго» пай пуҫлӑхӗ хутшӑнчӗҫ.

Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тӗрӗсех каларӗ: пирӗн хӗрарӑмсем чи пултаруллисем, чи ӑслисем, чи хитрисем.

- Эпир аннене, мӑшӑра, хӗре килти хӑтлӑхшӑн тав тӑватпӑр. Хӗрарӑмсем ӗҫре ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ, ачасене тӗрӗс воспитани параҫҫӗ. Эпир сире хаклатпӑр, хисеплетпӗр, юрататпӑр, - терӗ вӑл этемлӗхӗн черчен ҫуррине ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ май.

Республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева конкурса хутшӑнакансене пурне те шухӑшланине пурнӑҫа кӗртмешкӗн ӑнӑҫу сунчӗ. Ҫав вӑхӑтрах хӗрарӑмсен хастарлӑхне, ҫаврӑнӑҫулӑхне, ӑнтӑлӑвне ырларӗ вӑл.

Хӗрарӑмсен союзӗн Шупашкарти уйрӑмӗн ертӳҫи Ирина Клементьева хӑйсен тӗпренчӗкӗсене тата ют ачасене чунран юратакан амӑшӗсемпе мӑнаҫланнине палӑртрӗ. Вӗсем, паллах, хисепе тивӗҫлӗ.

Ачисене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтерекен, мӑшӑрӗпе килӗштерсе пурӑнакан, ӗҫре ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ хӗрарӑм телейлӗ. Юрласа-ташласа пурнӑҫа хытӑ юратнине ӗнентерчӗҫ конкурса хутшӑнакансем. Нумайӑшӗ видиопрезентаци урлӑ хӑйӗнпе паллаштарчӗ.

Шупашкарти 35-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Надежда Мокеева сцена ҫине ӗҫтешӗсемпе пӗрле тухрӗ. Тӑванлӑх юррипе куракансен кӑмӑлне ҫавӑрчӗҫ вӗсем. Унӑн ывӑлӗ - сӑвӑ каласа, хӗрӗ ташласа тыткӑнларӗ. Татьяна Васильева экономиста хавхалантармашкӑн ывӑлӗпе хӗрӗ тата мӑшӑрӗ кӑна мар, ашшӗпе амӑшӗ те, хуняшшӗпе хунямӑшӗ те килнӗ. Ольга Иванова педагог ачисене пулӑшма ыйтса кӗлӗ вуларӗ. «Эсӗ - пирӗн анне, ҫавӑнпа юрататпӑр та сана», - сцена ҫине чупса тухрӗҫ тӗпренчӗкӗсем.

Жюри шухӑшӗпе, конкурсра 23-мӗш вӑтам шкул директорӗн ҫумне Наталия Юдинӑна ҫитекенни пулмарӗ.

Конкурса хутшӑннисене тӗрлӗ номинацире чысларӗҫ. Чипер те пултаруллӑ хӗрарӑмсен ячӗпе юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех