Шырав
Шырав ĕçĕ:
Манӑн пит-куҫӑм сасартӑк улшӑнса кайрӗ, куҫран та — сӑмсаран та юхма пуҫларӗ.потому что у меня вдруг перекосилось лицо и отовсюду потекло — из глаз и из носу.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ир умӗн хайхи вилӗм ҫывхарнине сисе пуҫларӗ, ниҫта кайса кӗрейми тапкаланма тытӑнчӗ, ҫыхса янине салтса пӑрахрӗ те, каллех унӑн юн юхма пуҫларӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тусем ҫине каҫ санӗ ҫапнӑччӗ, ту хушшинче тӗтре юхма пуҫларӗ.Ночь уж ложилась на горы, и туман начинал бродить по ущельям.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Лаши ывӑна пуҫланӑ, хӑй ҫинчен те тар шыв пекех юхнӑ, час-часах вӑл пилӗк таран юр ӑшне кӗре-кӗре ӳксе пынӑ пулсан та, тарӗ юхма чарӑнман.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Унтан сасартӑк ҫав аш купи сирена пек мӗкӗрсе янӑ; пур коридорсенче те акӑш-макӑш чупкалама тытӑннӑ, никам та нимӗн те ӑнланма пултарайман, чӳречесене пурпӗр уҫман, анчах ӑнсӑртран Сметонс тӗлне пулнӑ икӗ заключеннӑйӑн сӑмсинчен юн юхма тытӑннӑ.
Сметонс // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫак питех те тарӑн шухӑшлӑ мар калаҫу вӗсен савнӑ хӗрӗсемпе хӑйсем хушшинчи ӗҫсене уҫсах памарӗ, ҫапах та кун хыҫҫӑн вӗсене иккӗшне те ҫӑмӑлтарах пулчӗ, нумай хушӑ ыраттарса пурӑннӑ шыҫӑ шӑтса юхма тытӑннӑ пекех туйӑнчӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юн юхма тытӑнчӗ.
XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Степан Иванович сывлӑша шавлӑн туртса ҫӑтать те, унӑн чӑннипех сӗлехи юхма пуҫланӑ пек туйӑнать, анчах Комиссар лӑпланмасть:
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл Биденко патнелле ыткӑнчӗ, ӑна аллисемпе пилӗкӗнчен ыталаса илчӗ, пичӗпе унӑн тӗтӗм шӑрши кӗрекен хытӑ шинелӗ ҫумне йӑпшӑнчӗ те — куҫӗсенчен куҫҫулӗсем юхма тапратрӗҫ.
26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Бекки хӑйӗн куҫҫульне юхма, хӑйне хытӑ макӑрма ирӗк панӑ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том пуҫласа ячӗ — малтан хӑракаласарах, унтан ерипенех хӗрсе кайрӗ, унӑн сӑмаххи лайӑхрах юхма пуҫларӗ; часах суд залӗнче унӑн сасси ҫеҫ илтӗнсе тӑракан пулчӗ, ыттисем шӑпланчӗҫ.
23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫакна эп, сӑмахран, вӑл нумай пулмасть Юхма Мишшине пысӑк калӑпӑшлӑ кӗнекине кӑларма пулӑшнинче куратӑп.
Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html
Чӑваш йӗлтӗрҫисене ҫул ҫинче вырӑс ялӗн ҫыннисем кашни ял патӗнче вӗри чейпе, юхма икерчӗпе кӗтсе илнӗ.
Ӗҫне кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12
В.Потапова библиотекарь Юхма Мишши пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, «Аннене» сӑвва вуланӑ.
Агитбригадӑсем ҫула тухнӑ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.08.02
Шыв юхма канав тунӑ хыҫҫӑн усӑ курмасӑр выртнӑ лаптӑксене те пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.
Ҫапма пӗлмесен... // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21
«Радиоитлекен 36 ҫул хушши унӑн сассине куллен илтсе тӑнӑран ӑна тӑван пек туйнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва вунӑ ҫул каяллах тухнӑ пулин те, канӑҫсӑр журналист илӗм-тилӗм, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман пуринчен малтан ӗҫе ҫитетчӗ. Кунӗн-ҫӗрӗн хыпар кӑларӑмӗсем хатӗрлесе эфира кӑларнисӗр пуҫне «Здоровье», «Юхма енӗм — Патӑрьел», «Права потребителя», «Хамӑр ял» радиоярӑмсем ертсе пыратчӗ. Кашни самантра шӳтлемелли тупатчӗ, шӳчӗсене ҫийӗнчех сӑвӑлла кӗвӗлесе калама ӑстаччӗ…» — аса илет журналист пурнӑҫне Марина Карягина.
Иван Перов ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12957.html
А.Талвир, В.Давыдов-Анатри, Юхма Мишши, Л.Таллеров, В.Ухли тата ыттисем пысӑк предприятисенче уйрӑм бригадӑсене шефа илнӗччӗ.
Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Юхма Мишши ҫырнӑ «Шурӑ хурӑн» сӑвва Константин Рязанов кӗвӗлесе пачӗ.
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Ӑна хатӗрлеме ансат: лӑсӑллӑ ҫамрӑк йывӑҫӑн хулӑн туратне тӗпӗ тӗлӗнчен асӑрханса кӑшт касмалла та юхма пуҫланӑ сухӑрне савӑта пухмалла.
Чӗр сухӑрӑн сиплӗ хӑвачӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№
8. Ҫавӑ кун тата ҫапла пулӗ: Иерусалимран чӗрӗлӗх шывӗ юхма тытӑнӗ, ҫурри тухӑҫри тинӗселле, тепӗр ҫуррийӗ анӑҫри тинӗселле юхса выртӗ: ҫулла та, хӗлле те ҫапла пулӗ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.