Шырав
Шырав ĕçĕ:
21. Ҫавӑн пекех вӑл кӗлӗ чатӑрне те, кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан пур савӑта та юнпа сирпӗтнӗ.21. Также окропил кровью и скинию и все сосуды Богослужебные.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тӑванӑмсем, юлашкинчен ҫапла калам: Ҫӳлхуҫапа, Унӑн хӑватлӑ вӑйӗпе тӗреклӗленӗр; 11. Туррӑн вӑрҫӑ кӑралне пӗтӗмпе тӑхӑнӑр — вара шуйттанӑн чеелӗхне хирӗҫ тӑма пултарайӑр: 12. пирӗн ӳтпе те юнпа — ҫынсемпе — кӗрешмелле мар, пуҫлӑхсемпе, хӑватсемпе, ҫак тӗнче сӗмлӗхне тытса тӑракансемпе, тӳпери усал сывлӑшсемпе кӗрешмелле.
Эф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл — шывпа, юнпа, Сывлӑшпа килнӗ Иисус Христос; Вӑл шывпа ҫеҫ килмен, шывпа тата юнпа килнӗ; Ун ҫинчен Сывлӑш кӳнтелет: Сывлӑш — чӑнлӑх вӑл.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Мана чӗнес пулсассӑн та Эпӗ сире илтмӗп, мӗншӗн тесессӗн эсир аллӑрсене юнпа вараларӑр, тата, ҫын вӗлерес тесен, сирӗн урӑрсем хӑвӑрт утаҫҫӗ.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Турӑ пулӑшнипе вӗсем хулана ярса илнӗ, шутсӑр нумай ҫынна вӗлернӗ, ҫывӑхри икӗ стади сарлакӑш кӳлӗ юнпа тулса ларнӑн курӑннӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Галаад — йӗркесӗр ҫынсенӗн хули, вӑл юнпа вараланнӑ.
Ос 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑнпа та кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсир юнпа ҫиетӗр, пуҫӑра ҫӗклесе йӗрӗхӗрсем ҫине пӑхатӑр тата юн тӑкатӑр; хӑвӑр вара ҫӗр хуҫи пуласшӑн-и?
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ху тӑкнӑ юнпа эсӗ хӑвна айӑпа хутӑн, ху туса тултарнӑ йӗрӗхӳсемпе эсӗ хӑвна ирсӗрлетрӗн, ҫапла хӑвӑн юлашки кунна ҫывӑхартрӑн, хӑвӑн юлашки ҫулна ҫитрӗн.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗтӗмпе ҫакӑ унӑн суя пророкӗсем тунӑ ҫылӑхсемшӗн, унта тӳрӗ ҫынсенӗн юнне юхтарнӑ священникӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн килсе тухрӗ; 14. вӗсем, суккӑр пек, урам тӑрӑх сулланса ҫӳрерӗҫ, юнпа вараланчӗҫ, вӗсенӗн тумтирӗ ҫумне пырса сӗртӗнме те май ҫукчӗ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа ӗҫне тимсӗр тӑвакана ылхан ҫитӗ, Унӑн хӗҫне юнпа пӗвенесрен чаракана ылхан ҫитӗ!10. Проклят, кто дело Господне делает небрежно, и проклят, кто удерживает меч Его от крови!
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах сире хӑвӑр Туррӑртан йӗркесӗр ӗҫӗрсем уйӑрттарса янӑ, ҫылӑхӑрсене пула, сире илтес мар тесе, Вӑл Хӑйӗн сӑнне сирӗнтен пытарнӑ, 3. мӗншӗн тесессӗн сирӗн аллӑр юнпа, сирӗн пӳрнӗрсем йӗркесӗр ӗҫсемпе ирсӗрленнӗ; сирӗн тута-ҫӑварӑр суя суять, сирӗн чӗлхӗр тӗрӗсмарлӑх калать.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсемпе пӗрле хир вӑкӑрӗсем, вӑкӑрсемпе пӗрле пӑрусем те тӗшӗрӗлсе анӗҫ — вӗсенӗн ҫӗрӗ юнпа шӑварӑнӗ, тӑприйӗ ҫупа исленӗ, 8. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫанӑн тавӑру кунӗ, Сионшӑн тавӑрмалли ҫулталӑкӗ ҫитнӗ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа хӗҫӗ юнпа тӑранӗ, ҫупа самӑрланӗ, путексен, качака такисен юнӗпе, сурӑх пӳрисенчен илнӗ ҫупа самӑрланӗ: Восорта — Ҫӳлхуҫа парнийӗ, Эдом ҫӗрӗнче пусса памалли нумай-ха.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Димон шывӗсем юнпа тулнӑ, Эпӗ вара Димон ҫине ҫӗнӗ инкек — Моавран тарса ӳкнисем тӗлне, ҫак ҫӗршывра чӗрӗ юлнисем тӗлне арӑслан — ярӑп.
Ис 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫар ҫыннийӗн вӑрҫӑра вараланнӑ аттине, юнпа пӗвеннӗ тумтирне ҫунтарма пӑрахӗҫ, вут-ҫулӑм апачӗ тӑвӗҫ.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗнтӗ вӗсен тӑшманӗсене мӗн тӗлӗшрен айӑпланӑ, 6. йывӑрлӑхра вӗсене шӑпах ҫав тӗлӗшрен ырӑлӑх кӳнӗ: 7. тӑшманӗсен шӑршӑллӑ юнпа пӑтраннӑ ялан юхакан юханшывӗ вырӑнне, 8. тӑшманӗсем ҫуралакан ачасене вӗлерме хушнине питлесе, Эсӗ вӗсене кӗтмен ҫӗртен тулӑх шыв панӑ, 9. ҫавӑн чухне хӑйсене те шывсӑр антӑхтарса, Эсӗ вӗсен тӑшманӗсене мӗнле хаса панине кӑтартнӑ.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӑл ту чакӑлӗсен тӑрринче пурӑнать, сӑрт хырҫисемпе никам пырса кӗрейми вырӑнсенче ҫӗр каҫать; 29. унта вӑл хӑй валли тупӑш сыхласа ларать: куҫӗ унӑн инҫетрине курать; 30. чӗпписене вӑл юнпа тӑрантарать, ӑҫта виле — унта вӑл.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ пурне те пӗлсе-курса тӑратӑн, эпӗ йӗркесӗр ҫынсен чапне курайманнине, ӳт кастарманнисен вырӑнӗнчен, кирек мӗнле ют халӑх ывӑлӗсен вырӑнӗнчен йӗрӗннине пӗлетӗн; Эсӗ манӑн пурӑнӑҫ мӗншӗн ҫакӑн пек пулнине пӗлетӗн, эпӗ халӑх умне курӑннӑ чухне пуҫӑма чап палли тӑхӑнатӑп, хам вара йӗрӗнетӗп ҫав чап паллинчен — юнпа вараланнӑ тумтиртен йӗрӗннӗ пек йӗрӗнетӗп, пӗччен чухне, ахаль чухне тӑхӑнмастӑп ӑна.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсен аслӑ ҫыннисене вилӗм аллине панӑ, илӗртсе улталанине курнӑ выртан вырӑнне юнпа пӗветнӗ, чурисене хуҫисем ҫумӗнче, хуҫисене хӑйсен чаплӑ пуканӗ ҫинчех вӗлерсе тухнӑ, 4. вӗсен арӑмӗсене ҫаратма панӑ, хӗрӗсене тыткӑна панӑ, мӗнпур тупӑша Хӑв юратакан ывӑлусем хушшинче уйӑрнӑ, вӗсем Эсӗ тӑрӑшнӑ пек тӑрӑшнӑ, хӑйсен юнне ирсӗрлетнинчен йӗрӗнсе Сана пулӑшма чӗннӗ.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑкӑрсене пуснӑ, священниксем вӗсен юнне илнӗ те парне вырӑнне сирпӗтсе тухнӑ; унтан сурӑхсене пуснӑ та парне вырӑнне юнпа сирпӗтнӗ; путексене пуснӑ та парне вырӑнне юнпа сирпӗтнӗ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.