Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ос 6

Пай: Библи –> Осия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 14:54

Пуплевӗш: 11; Сӑмах: 164

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Хуйхӑ ҫитсен вӗсем ирхине ирех Мана шырама пуҫлӗҫ: «каяр, Ҫӳлхуҫа патнех таврӑнар! Вӑл сусӑрланӑ — Вӑлах сиплӗ пире, Вӑл амантнӑ — Вӑлах суранӑмӑрсене ҫыхса ярӗ. 2. Пире икӗ кунран чӗртӗ те виҫҫӗмӗш кунхине ура ҫине тӑратӗ, вара Унӑн сӑнӗ умӗнче пурӑнӑпӑр. 3. Пӗлӗпӗр ҫапла, Ҫӳлхуҫамӑра пӗлсе ҫитме тӑрӑшӑпӑр; Вӑл курӑнни — ирхи шуҫӑм пекех. Вӑл пирӗн патӑмӑра ҫумӑр пек килӗ, ҫӗре кайранхи ҫумӑр пек шӑварӗ» тейӗҫ.

4. Мӗн тӑвам сана, Ефрем? Мӗн тӑвам сана, Иуда? сирӗн сӑваплӑхӑр — ирхи тӗтре пек, хӑвӑрт типекен сывлӑм пек. 5. Ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене пророксем урлӑ чутларӑм, Хамӑн сӑмахӑмпа питлерӗм, сутӑм вара Манӑн — ҫӗкленекен ҫутӑ пекех. 6. Мана парне кирлӗ мар, эсир ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнинчен ытларах Турра пӗлни кирлӗ. 7. Вӗсем вара, Адам пек, халалӑма пӑсрӗҫ, унта Мана улталарӗҫ. 8. Галаад — йӗркесӗр ҫынсенӗн хули, вӑл юнпа вараланнӑ. 9. Вӑрӑ-хурах ҫынна сыхласа тӑнӑ пек, священниксен эшкерӗ Сихем ҫулӗ ҫинче ҫын вӗлерет, ирсӗр ӗҫ тӑвать. 10. Израиль килӗнче Эпӗ тискер ӗҫ куратӑп; унта Ефрем асса пурӑнать, Израиль ирсӗрленнӗ. 11. Эпӗ Хамӑн халӑхӑма тыткӑнран тавӑрсан, Иуда, саншӑн та вырас вӑхӑт ҫитӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех