Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах Штольц та пӗрмай култармасть: тепӗр ҫур сехетрен Ольга вӑл каланине интересленсех итлет, тата ытларах интересленсе Обломов ҫине пӑхать, Обломов вара ҫапла пӑхнипе ҫӗр тӗпне путса анас патнех ҫитет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Апла пулсан та Штольц ытти хӗрарӑмсемпе калаҫнинчен ытларах унпа кӑмӑллӑн та тӑтӑшрах калаҫать, мӗншӗн тесен Ольга, ним шухӑшламасӑр пулсан та, пурнӑҫӑн чӑн-чӑн ҫулӗпе утать, хӑйӗн телейлӗ характерне, ним ултавсӑр ӳссе ҫитӗннине пула, шухӑшран, туйӑмран, хай тӗллӗн килсе тухакан кӑмӑлӗнчен пӑрӑнмасть, куҫне, тутине, аллине кӑштах хускатнинчен те Штольц ун шухӑшне туйса илет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Астӑватӑн-и, кӗнекесем вуласа тухнӑ хыҫҫӑн эсӗ, хӑвӑн ҫӗршывна лайӑхрах пӗлсе ытларах юратас шутпа, ют ҫӗршывсене кайса ҫӳресшӗнччӗ?Помнишь, ты хотел после книг объехать чужие края, чтоб лучше знать и любить свой?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн вӗсенчен ытларах айӑплӑ-ха эпӗ хамӑн килӗмре выртса, пуҫа тройкӑсемпе тата валетсемпе ыраттармастӑп пулсан?Чем я виноватее их, лежа у себя дома и не заражая головы тройками и валетами?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем, ҫав ҫынсемпе обществӑн членӗсем, пурте вилесем, манран та ытларах ҫывӑракансем!Все это мертвецы, спящие люди, хуже меня, эти члены света и общества!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата ача чухнехи вӑхӑтпа шкул — ҫак икӗ вӑйлӑ пружина, унтан Обломовсен ҫемйинче вырӑссем нимӗҫ ачине чӗререн савса ачашлани, кайран вӑл Обломовран вӑй-халӗпе те, йӑла тӗлӗшпе те вӑйлӑ пулни вӗсене пӗр-пӗринпе ҫывхартнӑ; кунсӑр пуҫне, пуринчен ытларах, Обломовӑн чӗри таса, ҫутӑ та ырӑ пулнӑ, мӗн лайӑх, мӗн тин ҫеҫ уҫӑлса хӑйне палӑртать, чее мар, яланах ӗненекен ахаль чӗрене хирӗҫ чӗнет, вӑл ҫаксене пурне те юратнӑ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсӗ пайтах вӗреннӗ: сан умӑнта пур алӑксем те уҫӑ; ӗҫлеме, суту-илӳ тума, ҫырма пултаратӑн, тен, — пӗлместӗп, эсӗ мӗн суйласа илетӗн, мӗне ытларах кӑмӑлу туртать…
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫитменнине Верхлевӑри ҫурт та ҫулталӑк хушшинче ытларах пушӑ, питӗрӗнсе ларать, анчах ашкӑнчӑк ача час-часах унта кӗркелет те вӑрӑм пӳлӗмсемпе галерейӑсене, стена ҫинчи тӗксӗм портретсене курать, вӗсем тӳрккес мар, пысӑк та куштӑрканӑ алӑсемлӗ мар, — ывӑннӑ пек ачашшӑн пӑхакан кӑвак куҫсене, пудрӑпа сапнӑ ҫӳҫсене, ачаша тухнӑ шурӑ питсене, тулли кӑкӑрсене, чӗтресе тӑракан ҫӳхе манжетлӑ, шпагӑн эфесӗсем ҫине мӑнаҫлӑн хунӑ кӑвак юн тымарлӑ ачаш алӑсене курать; ырӑ йӑхран тухнӑ ҫынсен ним усӑсӑр киленсе пурӑннӑ несӗлне, ука та кӗмӗл, бархат та чӗнтӗрле тум тумланнӑскерсене курать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эсӗ манӑн кӗпене ҫурма-и! — кӑшкӑрса ячӗ Захар, кӗпине тата ытларах туртса кӑларса.Ты платье мое драть! — закричал Захар, вытаскивая еще больше рубашки наружу.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич тӗлӗкӗнче акӑ мӗнле тунтикунсем ытларах курать: вӑл кун ҫӳрен кӗсрене кӳлме хушакан Ваҫкӑн сасси илтӗнмест, амӑшӗ те Илюшӑна чей ӗҫме йӑл кулса тата ӑшӑ хыпарпа кӗтсе илет:
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах карчӑксем ялта кам мӗнле пурӑннине, кам мӗн тунине пӗтӗмпех суйласа тухаҫҫӗ; вӗсем ҫемьери йӑласемпе йӗркесене, вӑрттӑн пулса иртекен ӗҫсепе ҫеҫ мар, кашнин ӑшӗнчи шухӑшӗсемпе ӗмӗчӗсене те тишкереҫҫӗ, чунӗсене кӗреҫҫӗ, ятлаҫҫӗ, тивӗҫсӗррисене хурлаҫҫӗ, пуринчен ытларах шанчӑксӑр упӑшкасене лекет, унтан тӗрлӗрен пулса иртнӗ ӗҫсене: менельниксене, тӗне кӗртнисене, ача ҫуратнисене, кам мӗнле хӑна тунине, кама чӗннине, кама чӗнменнине шутласа тухаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Турра ытларах кӗлтумалла та нимӗн ҫинчен те шухӑшламалла мар! — хыттӑн асӑрхаттарать хуҫа арӑмӗ.— Надо Богу больше молиться да не думать ни о чем! — строго заметила хозяйка.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӑкакламалла пулсан, ытларах йынӑшса макӑрса тата вӑрҫса тӑкаклаҫҫӗ.Значительная же трата сопровождалась стонами, воплями и бранью.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл питӗ лайӑх ӑнланать: ҫиме лартнӑ апата е ӗҫме панӑ эрехе пӗр хутчен ҫеҫ сӗнни, тутанса пӑхма хушнинчен ытларах, ан ҫи, ан ӗҫ, тенине пӗлтерет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольцӑн Андрей ятлӑ ывӑлӗ пур, вӑл Обломовпа пӗр ҫулсенчех, тата Штольца тепӗр ача панӑ, ҫак ача унччен ниҫта та вӗренмен тесен те юрать, ытларах шӑтан-юхан чирпе тертленнӗ, куҫне е хӑлхине ҫыхса ҫӳресех ачалӑхне ирттернӗ; вӑл яланах эпӗ хам асанне патӗнче мар, ют кил-ҫуртра, вӑрӑ-хурахсем патӗнче пурӑнатап, мана ачашлакан никам та ҫук, никам та мана хам юратакан кукӑле пӗҫерсе памасть, тесе хурланса вӑрттӑн макӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗтӗм тавралӑха хупласа тӑракан чаплӑ шӑплӑхӑн минучӗсем ҫитрӗҫ: пултаруллӑ ӑс вӑйлӑнрах ӗҫленӗ чухне, чӗрере вӑйлӑ кӑмӑл туртӑмӗсем хӑвӑртрах хыпса илнӗ чухне е тунсӑх ытларах пуснӑ чухне, хаяр чунта усал ӗҫсем тума хистекен шухӑшсем вӑйлӑнрах аталаннӑ чухне…
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тем пысӑкӑш кукӑль пӗҫереҫҫӗ, ӑна господасем хӑйсем тепӗр кунне те ҫиеҫҫӗ; виҫҫӗмӗш кунне кукӑле хӗрсен пӳлӗмне леҫеҫҫӗ; кукӑль эрнекунччен пырать, вара хытса кайнӑскер, типӗ, ӑшӗсӗр-мӗнсӗр юлнӑскер, уйрӑммӑн кӑмалласа панӑ парне вырӑнне Антипа лекет; вӑл вара сӑх-сӑхса илсе, чулланса кайнӑ ҫак тутлӑ япалана ҫатӑртаттарса ҫисе ярать, археолог пин ҫул каяллахи мӗнле те пулин савӑт ванчӑкӗнчен япӑх эрехе киленсе ӗҫнӗ пек, вӑл та, кукӑльне ҫининчен ытларах, ку господасен кукӑлӗ пулнине пӗлсе тӑнипе киленет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хваттертен куҫасси ӑна кӑшт ытларах пӑшӑрхантарчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ҫакӑн пек чӗнмесӗр пӑхнӑран, Захар хӑйне хӑй аван мар пек туйрӗ, вӑл Обломов пӑхнине курмӑш пулчӗ, ҫитменнине тата ытти чухнехинчен те ытларах хӑяккӑн тӑчӗ, Илья Ильич ҫине хӑрах куҫпа та пӑхмарӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗслӗхрен, вӑл Обломов кучерне повартан, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан Варварӑна лешсенчен иккӗшӗнчен те ытларах юратать, Илья Ильича вӗсенчен пуринчен сахалтарах юратать; апла пулин те, уншӑн Обломов килӗнчи повар тӗнчери поварсенчен пуринчен те чи лайӑххи, Илья Ильич — мӗн-пур помещиксенчен чи ырри.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956