Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыткӑнса (тĕпĕ: ыткӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бунчук, учӗ ҫинчен сиксе, ручной пулемета йӑтрӗ те Голубовпа тата ытти казаксемпе пӗрле Ҫар канашӗн ҫуртне ыткӑнса кӗчӗ.

Бунчук спрыгнул с коня, схватил ручной пулемет, вместе с Голубовым и с толпой остальных казаков вбежал в здание Круга.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, малти пӳлӗм урлӑ кабинет патне ыткӑнса, чи малтан алӑка уҫса ярать.

Он первый с громом откинул дверь, через переднюю пробежав в кабинет.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчукпа юнашар выртакан Крутогоров, Анна тата Геворкянц ҫывӑхӗнчен виҫҫӗн ыткӑнса иртрӗҫ.

Мимо Бунчука и жавшихся к нему Крутогорова, Анны и Геворкянца прошли трое — почти рядом.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ман хыҫҫӑн!.. — мала ыткӑнса тухса кӑшкӑрчӗ ревком членӗ, Бунчук паллаканскер.

За мной!.. — крикнул, выбегая вперед, знакомый Бунчуку член ревкома.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ним хӑрамасӑр ыткӑнса килекен алексеевецсене ҫӗр ҫумне лӑпчӑнтарчӗ, унтан, куҫӗпе хӳтӗрех вырӑн шыраса, каялла шуса кайрӗ.

Заставил лечь перебегавших бесстрашно алексеевцев и отполз, разыскивая глазами прикрытие.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук тепӗр пӳлӗмелле ыткӑнса кӗчӗ, унта та никама та курмасӑр, алӑк умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Бунчук прошел во вторую комнату и, не найдя и там никого, стал на пороге.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нарвӑран Псков тата Луга хулисен еннелле ҫеҫ, аслӑ тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлакан кӑвак ҫеремӗ тӑрӑх, каҫ умӗнхи тӑхлан тӗсӗпе хытса ларнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк пӗлӗтсем ҫулсӑр-мӗнсӗр ыткӑнса шӑваҫҫӗ; куҫа курӑнман чике урлӑ каҫсанах вара ҫав тӗссӗр кӑвак ӗнтӗрӗке ҫӗрлехи тӗттӗм чаршав хупласа хурать.

А от Нарвы на Псков, на Лугу небесной целиной, бездорожьем все еще шли загрунтованные свинцовыми белилами вечера рваные облака; переходя невидимую границу, теснила сумерки ночь.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тӑвансем! — ыткӑнса пычӗ Лагутин аяккарах пӑрӑнса тӑнӑ казаксем патне.

— Братцы! — крикнул Лагутин, подбежав к стоявшим в стороне казакам.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем унта, Дарйӑпа иккӗшӗ, мӗн ҫинчен сӑмахлани паллӑ мар, анчах тепӗр темиҫе минутранах тутӑрне хулпуҫҫийӗ ҫине сӳсе антарнӑ инкӗшӗ, тӑрмаланса пӗтнӗ ҫӳҫне салатса, куҫҫулӗ юхтарса, лаҫран ыткӑнса тухнине Дуняшка аванах курса юлчӗ.

О чем они вдвоем с Дарьей говорили — неизвестно, но Дуняшка видела, как спустя несколько минут Дарья выскочила из стряпки со сбитым на плечи платком, растрепанная и в слезах.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑшман ункинчен ҫӑлӑнса тухас тесе, атакӑна вун икӗ сотня умлӑн-хыҫлӑн ыткӑнса кӗрет.

Двенадцать сотен, одна за другой, устремились в атаку с целью прорвать сомкнувшееся вражеское кольцо.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хир-хир урлӑ ыткӑнса пыратӑп.

Еду, еду по чистому полю.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Савӑнӑҫлӑ та, хурлӑхлӑ та ӑна: уяв кунӗ вӑл ҫур тӗнче пӗрле ҫӳренӗ тӑван дивизире пулас ҫук ӗнтӗ, мир тӑвас умӗн, тусем урлӑ хӑватлӑ ыткӑнса, Прагӑна ҫапӑҫса кӗнӗ машинӑсен парадне курас ҫук вӑл…

Ему было и радостно, и вместе с тем грустно от сознания, что он не будет в день праздника в своей дивизии, с которой прошел полсвета, что не увидит парад танков, тех самых боевых машин, которые в канун мира гигантским броском пересекли горы и с боем вступили в Прагу…

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Коридорсемпе хӗреслешкесем тӑрӑх ыткӑнса ҫӳрет вӑл, усал ҫанталӑкри ҫил-тӑвӑл тейӗн.

Носится, мечется он по коридорам и переходам, словно ветер-буран в непогоду.

«Кунта вӗсем, кунта» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Наталья Дуняшкӑран Григорие вӗлерни ҫинчен илтсенех килкартине ыткӑнса тухрӗ.

Наталья, услышав от Дуняшки о смерти Григория, выбежала на баз.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пӗр ултавсӑр ҫапӑҫура, тӑшман ҫине ыткӑнса ӳксе, хӗҫпе пӗрре туртса каснипе ҫынна икӗ пая ҫурмалла пултӑр, — вӑт ку ҫапӑҫу.

— В честном бою врубиться в противника и шашкой разделить человека надвое — вот это я понимаю.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӑрт ҫинчен виҫҫӗмӗш взвод казакӗсемпе пӗрле сотник Семенов ыткӑнса ҫитрӗ.

От холма подскакал с казаками третьего взвода сотник Семенов.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑрантас ун ҫывӑхӗнчен тусан мӑкӑрлантарса иртрӗ те, хӗрарӑм, аллисене кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, хыҫалтан ыткӑнса чупма пуҫларӗ.

Тарантас пропылил мимо, и женщина, сжимая на груди руки, кинулась следом.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫунса тухас пек хӗрлӗ пит-куҫлӑ Дуняшка картишӗнчен кухньӑна ыткӑнса кӗчӗ те, ҫапӑнса ӳкес пек чупса пырса, Наталйӑна чӗркуҫҫийӗнчен ыталаса тытрӗ.

Дуняшка, вся в зареве румянца, вскочила с надворья в кухню и с разбегу обхватила Натальины колени.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ястреб ятлӑ сӑрӑ тӗслӗ ватӑ йытӑ, пӗтӗм вӑйран пынӑ ҫӗрте кашкӑр урлӑ ыткӑнса кайса, ҫӗре персе анчӗ, малти урисене хуҫлатса, ватӑ ама йытӑ, чарӑнас тесе, купарчипе муклашкаллӑ тӑпрана шӑйӑрттарса илчӗ; чарӑнаймасӑр, кашкӑр ҫине ҫитсе ҫапӑнчӗ.

Седой кобель Ястреб с разлета перемахнул через него и упал, поджимая передние ноги; старая сука, пытаясь остановиться, чертила задом бугристую пахоту, не удержавшись, напоролась на волка.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашкӑр тип ҫырма виҫӗ ҫӗрелле юпленсе кайса, виҫӗ уйрӑм хушмач пек сарӑлса выртакан вырӑнтан уҫӑ хире сиксе тухрӗ те пӗр ҫӗр чалӑша яхӑн мала ӳкрӗ, унтан тахҫанах тискерленсе ларнӑ хыт курӑкпа типӗ турат курӑкӗ хушшипе чупса, шӑлтах лӗмсӗрккеленсе ҫитсе, анаталла, типӗ айлӑмалла ыткӑнса анчӗ.

Там, где сердцевина кололась на три отножины и буерак покато стекал тремя черно-сизыми рукавами, волк вышел на чистое и, выгадав с сотню саженей, шибко шел под гору в суходол, сплошь залохматевший одичалой давнишней зарослью бурьяна и сухого татарника.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех