Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Ҫакӑ вӑл пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пророк урлӑ калани пурӑнӑҫа килтӗр тесе пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ: 23. «акӑ Хӗр йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ» тенӗ.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӑтӑр ҫул иртсессӗн, тип варлӑ арӑм ывӑл ҫуратнӑ: ку вӑл Соломон хула туса лартса парне кӳнине пӗлтерет.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ҫав вӑтӑр ҫул хушшинче эпӗ Ҫӳлти Турра кашни сехетре, кашни кун пӗр чарӑнми кӗлтуса тӑнӑ, 45. Турӑ мана, санӑн чуруна, илтрӗ, вӑтӑр ҫул иртсен, манӑн йӑвашлӑхӑма курчӗ, манӑн хуйхӑма тӑнларӗ те мана ывӑл пачӗ, эпӗ уншӑн питех те савӑнтӑм, упӑшкам та, кӳршӗсем те савӑнчӗҫ, эпир вара Ҫӳлти Турра хытӑ мухтарӑмӑр.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унӑн пилӗк ывӑл пулнӑ: Иоанн, Гаддис тесе чӗннӗскер, 3. Симон, Фасси тесе ят панӑскер, 4. Иуда, Маккавей тесе чӗннӗскер, 5. Елеазар, Аваран тесе чӗннӗскер, Ионафан, Апфус тесе чӗннӗскер.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Патша, ҫак ҫӗршӗн ют йӗркесене пӑхӑнса пурӑнма хушса, Иерусалима тата Иудея хулисене хыпарҫӑсем урлӑ хут янӑ: 45. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме те, ытти тӗрлӗ парне кӳме те, эрех, ҫу юхтарса парне кӳме те чарнӑ, шӑматкунсемпе уявсене мӑшкӑл тума, 46. Турӑ Ҫуртне, сӑваплӑ ҫынсене ирсӗрлеме хушнӑ, 47. чӳк вырӑнӗсем, йӗрӗх ҫурчӗсемпе йӗрӗх лартмалли вырӑнсем тума, сысна ашӗпе, таса мар выльӑх ашӗпе чӳк туса тӑма, 48-49. саккуна манччӑр, Турӑ хунӑ мӗнпур йӗркене пӑрахчӑр тесе, ывӑл ачасене ӳт кастармасӑр ӳстерме, вӗсенӗн чунне тӗрлӗрен тасамарлӑхпа, йӗрӗнчӗкпе ирсӗрлеме хушнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ача ҫуратаканӑн асапӗ ҫитӗ ӑна: вӑл — айван ывӑл, унсӑрӑн ҫапла, нумай вӑхӑт хушши, вартан тухакан ача пек тӑхтаса тӑмӗччӗ.
Ос 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Каҫарӑнманни ятлӑ хӗрне кӑкӑр пӑрахтарсан, Гомерь каллех йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ.8. И, откормив грудью Непомилованную, она зачала, и родила сына.
Ос 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара вӑл кайнӑ та Дивлаим хӗрне Гомере качча илнӗ; Гомерь йывӑр ҫын пулнӑ та ӑна ывӑл ача ҫуратса панӑ.3. И пошел он и взял Гомерь, дочь Дивлаима; и она зачала и родила ему сына.
Ос 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те камӑн та пулин ывӑл ҫуралсассӑн, ҫавӑ ашшӗ тӑвакан пӗтӗм ҫылӑха курса та ун пек тумасассӑн: 15. тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлемест пулсан, 16. ҫынна хӗсӗрлемест пулсан, салук илмест, вӑйпа туртса илмест пулсан, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан, 17. аллине мӗскӗне кӳрентересрен чарать пулсан, услам илмест, ытлашши илмест пулсан, Манӑн йӗркемсене туса тӑрать пулсан, Манӑн ӳкӗтӗмсем тӑрӑх пурӑнать пулсан, ҫав ҫын ашшӗ ирсӗрлӗхӗшӗн вилмест; вӑл чӗрӗ юлать.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах унӑн вӑрӑ-хурах ывӑл, юн тӑкаканскер, ҫуралнӑ пулсан, ҫавӑ мӗн те пулин, 11. ашшӗ пачах та туманнине, тӑвать пулсан: тусем ҫинче чӳк парни ҫиет пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлет пулсан, 12. мӗскӗне, ыйткаласа ҫӳрекене хӗсӗрлет пулсан, вӑйпа туртса илет пулсан, салука каялла памасть пулсан, йӗрӗхсене пуҫҫапать пулсан, йӗрӗнчӗк ӗҫсем тӑвать пулсан, 13. усламла укҫа парать пулсан, ытлашши илет пулсан, вӑл чӗрӗ пулӗ-ши? Ҫук, вӑл чӗрӗ пулмасть.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Аттеме хыпар илсе килнӗ, ӑна: «санӑн ывӑл ҫуралчӗ» тесе тем пекех савӑнтарнӑ ҫын ылханлӑ пултӑр.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. арӑм ан ил, ҫак вырӑнта санӑн ывӑл та, хӗр те ан пултӑр.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫуратса асап курман — ҫуратма вара ҫуратнӑ; ыратма тытӑничченех ывӑл ҫуратса панӑ.7. Еще не мучилась родами, а родила; прежде нежели наступили боли ее, разрешилась сыном.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Сидон, эсӗ намӑса юлтӑн; тинӗс, тинӗс тӗрекӗ акӑ мӗн калать: «эпӗ ача ҫуратнӑ чухнехи асапа пӗлместӗп, ҫуратман, ывӑл ӳстермен, хӗрсем ҫитӗнтермен».
Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Мӗншӗн тесессӗн пирӗншӗн Ача ҫуралнӑ — пире Ывӑл панӑ; Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче — патшалӑх; Ӑна ҫапла ят хурӗҫ: Тӗлӗнтерекен, Канашҫӑ, Хӑватлӑ Турӑ, Ӗмӗрлӗх Ашшӗ, Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхӗ.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ арӑмӑмпа хутшӑнтӑм, ӗнтӗ вӑл йывӑрланчӗ, ывӑл ҫуратса пачӗ.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сире Турӑ Хӑй хӑват палли кӑтартӗ: акӑ Хӗр, йывӑр ҫын пулса, Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳретмен лаша чӑхӑмлать, ирӗке янӑ ывӑл пуҫтах пулать.8. Необъезженный конь бывает упрям, а сын, оставленный на свою волю, делается дерзким.
Сир 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ырра вӗрентсе ӳстермен ывӑл ашшӗне намӑс кӳрет, ырра вӗрентсе ӳстермен хӗр ашшӗ-амӑшне сумран кӑларать.3. Стыд отцу рождение невоспитанного сына, дочь же невоспитанная рождается на унижение.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пухура кӑмӑллӑ пулма тӑрӑш, хӑвӑнтан асли умӗнче пуҫна тай; 8. мӗскӗне хӑлхуна тайса итле, ӑна кӑмӑллӑн та йӑвашшӑн хуравла; 9. хурлӑх куракана хурлӑх кӑтартаканӗн аллинчен хӑтар, сут тунӑ чухне чӗрӳ халсӑр ан пултӑр; 10. тӑлӑх ачасемшӗн ашшӗ вырӑнне, вӗсен амӑшӗшӗн сыхлавҫӑ ар вырӑнне пул: 11. вара эсӗ Ҫӳлти Турӑшӑн ывӑл пек пулӑн, Вӑл сана тӑван аннӳрен те ытларах юратӗ.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.