Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ос 1

Пай: Библи –> Осия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 14:52

Пуплевӗш: 11; Сӑмах: 238

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Иудейӑра Озия, Иофам, Ахаз, Езекия патшара ларнӑ вӑхӑтра, Израильре Иеровоам, Иоас ывӑлӗ, патшара ларнӑ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫа Осияна, Беерия ывӑлне, каланӑ сӑмах.

2. Ҫӳлхуҫа Осияна каланӑ сӑмахӑн пуҫламӑшӗ. Ҫӳлхуҫа Осияна ҫапла каланӑ: кай та хӑвна валли аскӑн арӑмпа аскӑнлӑх ачисене ил; ӗнтӗ ку ҫӗр, Ҫӳлхуҫаран сивӗнсе, хытӑ асса пурӑнать, тенӗ. 3. Вара вӑл кайнӑ та Дивлаим хӗрне Гомере качча илнӗ; Гомерь йывӑр ҫын пулнӑ та ӑна ывӑл ача ҫуратса панӑ. 4. Ҫӳлхуҫа Осияна каланӑ: ачуна Изреель ятлӑ хур, мӗншӗн тесен нумай та вӑхӑт иртмӗ, Эпӗ Изреель юнне Ииуй килӗнчен шыраса илӗп, вара Израиль йӑхӗн патшалӑхне пӗтерсе лартӑп, 5. ҫав кунхине ҫапла пулӗ: Эпӗ Изреель айлӑмӗнче Израиль уххине ҫапса салатӑп, тенӗ. 6. Гомерь татах йывӑр ҫын пулнӑ та хӗрача ҫуратса панӑ, вара Турӑ Осияна каланӑ: ӑна Лорухама ятлӑ хур: ӗнтӗ урӑх Эпӗ Израиль килне хӗрхенмӗп, ҫавӑнпа ӑна каҫармӑп. 7. Иуда килне вара хӗрхенӗп те вӗсене хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррин ячӗпе ҫӑлса хӑварӑп: вӗсене ухӑсӑр-мӗнсӗр, хӗҫсӗр-мӗнсӗр, вӑрҫӑсӑр-мӗнсӗр, утсемпе юланутсемсӗр ҫӑлса хӑварӑп, тенӗ. 8. Каҫарӑнманни ятлӑ хӗрне кӑкӑр пӑрахтарсан, Гомерь каллех йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ. 9. Турӑ каланӑ: ӑна Лоамми ятлӑ хур, мӗншӗн тесессӗн эсир Манӑн халӑхӑм мар, Эпӗ те сирӗн [Туррӑр] пулмӑп.

10. Анчах Израиль ывӑлӗсем тинӗс хӑйӑрӗ пекех йышлӑ пулӗҫ, хӑйӑр пӗрчине виҫсе тухма та, шутласа тухма та ҫук; «эсир Манӑн халӑхӑм мар» тесе каланӑ ҫӗрте те вӗсене: «эсир чӗрӗ Туррӑн ывӑлӗсем» тейӗҫ. 11. Вара Иудӑпа Израиль ывӑлӗсем пӗрле пуҫтарӑнӗҫ те хӑйсем валли пӗр пуҫлӑх лартӗҫ, ӗнтӗ куҫарса кайнӑ ҫӗртен каялла тухӗҫ, мӗншӗн тесессӗн Изреель кунӗ аслӑ! тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех