Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӳт сăмах пирĕн базăра пур.
шӳт (тĕпĕ: шӳт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сывӑ-и эсӗ те, шӳт тумастӑн пулсан.

— Здравствуй, если не шутишь.

19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пиллӗкмӗш ҫула кайнӑ эпир пӗр-пӗрне курманни, шӳт мар!

Шутка ли, пятый год пошел, как мы не видались!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Пурнӑҫпа ан шӳт ту — йывӑр тӳсмелле пулӗ!»

— Не шути с ней — расплатишься!»

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑтӑр пилӗк пин тенкӗ кӗмӗл укҫа — шӳт мар!

— Тридцать пять тысяч серебром — не шутка!

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Манӑн куман пиччӗшӗ, Иван Матвееич, шӳт тума юратмасть.

брат кумы, Иван Матвеич, шутить не любит.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсир пӗрмай шӳт тӑватӑр, мана мӗнле? — ассӑн сывласа астутарчӗ Обломов, унпа пӗрле сӑрт ҫинчен анса.

— Вы все шутите, а мне-то каково! — вздохнув, заметил он, спускаясь с нею с горы.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗлӗкхи пекех калаҫма, шӳт тума юрать…» — шухӑшларӗ те Ольга, иртсе пынӑ майӑн йывӑҫ туратне хыттӑн туртса хуҫса илчӗ, тутисемпе ҫыртса пӗр ҫулҫӑ татрӗ, унтан турата та, ҫулҫа та ҫийӗнчех ҫул ҫине пӑрахрӗ.

Можно по-прежнему говорить, шутить…» — думала она и сильно рванула мимоходом ветку с дерева, оторвала губами один листок и потом тотчас же бросила и ветку и листок на дорожку.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Икӗ пин — шӳт мар!

— Две тысячи — не шутка!

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Кунта шӳт мар-ха ҫав, — ассӑн сывласа илчӗ Женя.

— Хороши приколы, — вздохнула Женя.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Е ӑнӑҫсӑр шӳт турӑр?

Или просто прикалывались?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Мӗншӗн шӳт мар пуль?

— Почему?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Ҫапах та тӗрӗс мар шутлатӑн эс: шӳт мар ку.

— Но ты зря думаешь, что это прикол.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Ушки, — терӗ Петька йӑл кулса, ӗҫе шӳт еннелле ярасшӑн тӑрӑшса.

— Ушки, — криво улыбнувшись, пролепетал Петя, надеясь как-нибудь обернуть дело в шутку.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Мӗн шӳт тӑвасси пултӑр!

Куҫарса пулӑш

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ачана вӑл шӳт туса каланӑ пек туйӑнчӗ.

Сказал, как показалось мальчику, несерьезно.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ача ҫавсене пурне те корзинки ӑшне тирпейлесе хучӗ те, салтаксен хысна апачӗ хырӑмшӑн мӗнле сиплӗ пуласси ҫинчен шӳт туса каланӑ сӑмахсене итлесе килелле, аслашшӗне вӑлтасем юсама пулӑшма утрӗ.

Мальчик аккуратно уложил все это в садок и, провожаемый крепкими шутками насчет действия на живот солдатской пищи, отправился домой помогать дедушке чинить перемет.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ахаль мар вӑл ҫав ҫарауран ҫӳрекен ачапа шӳт туса сӑмахлама пикенчӗ.

Неспроста она снизошла до шутливого разговора с маленьким босяком.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ҫак хирӗҫле ҫӑмахсене шӳт туса калаҫнӑ пек ирттерсе ярасшӑн пулчӗ.

Он хотел превратить неприятный разговор в шутку.

XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сывах вӑл, Николай Иваныч, — терӗм эп шӳт тукаласа.

Он жив и здоров, Николай Иваныч, — сказал я шутливо,

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ те савӑнӑҫлӑ, шӳт тӑватӑп эпӗ: сӗтел ҫинчех выртакан хурапа сӑрланӑ тупӑк хӑмине пӗрне илетӗп те Ромашова паратӑп:

Мне тоже весело, я шучу: я беру со стола одну из чёрных крашеных могильных дощечек и протягиваю её Ромашову:

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех