Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла шӑхӑрни кӑвак шӑшисене килӗшмерӗ.
Инкек музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Вӑл канса ларса пӗр пек сывлама тытӑнсан, шӑхӑрни чарӑнчӗ.
Инкекрен инкеке // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Икӗ тупӑ пӗр харӑс пени ҫав тери хытӑ кӗрлесе кайнипе ҫӗр чӗтренсе илчӗ, вӗсене хирӗҫ илтӗннӗ сасӑ пекех сывлӑшра снарядсем шӑхӑрни, унтан шартлатса сирпӗнни илтӗнсе кайрӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кӑшкӑратӑп та, мана хирӗҫ ҫил-тӑман шӑхӑрни ҫеҫ илтӗнет.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Йӑваш ҫил сарӑхса тӗссӗрленнӗ курӑка ним сасӑсӑр хускатса чӳхентерет, Таврара кайӑк сасси те, тыркас шӑхӑрни те илтӗнмест.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сасартӑк эпӗ кӑштах пыра ҫӗрулми лартаттӑм; тул енчен шӑхӑрни илтӗнчӗ.И вдруг я чуть не подавился картошкой: за окном раздался свист.
V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Слава сулахай хӑлхине ҫумӑр еннелле туса итлеме ҫеҫ тӑнӑччӗ, сасартӑк шӑхӑрни те мар, кӗрленӗ пек илтӗнчӗ, унтан тӗттӗм чӳречесем ялтлатса ҫуталчӗҫ те, тепӗр самантранах шартлатса ҫурӑлнипе ҫӗр кисренсе илчӗ.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Сасартӑк юнашарах хӑрушшӑн шӑхӑрни илтӗнсе кайрӗ.
Ҫӗр ҫатни, вӗре ҫӗлен тата ытти те // Евгений Андреев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 20 стр.
Халӑх тем пек кӗрлеме тытӑнчӗ, ҫавӑнтах ача шӑхӑрни те хӑлхана ҫурас пек илтӗнсе кайрӗ.Раздался оглушительный рев, пронизанный насквозь свистками и пронзительным детским криком.
VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Ирпе ӑна кайӑксем кӗшӗлтетни, пӗр-пӗрне чӗнсе шӑхӑрни вӑратнӑ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӗсем пӑлхануллӑ вичкӗн сасӑпа шӑхӑрни ҫеҫенхирте хуҫаланакан асамлӑ шӑплӑхпа темле ытла та килӗшӳллӗ янӑрать.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем вичкӗннӗн шӑхӑрни казаксен кӑмӑлне ҫӗклентерчӗ, пуля вӗҫнӗ сасӑсем хаваслӑн та ҫинҫен янӑраса тӑчӗҫ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тулта ҫил-тӑман улать, ҫил шӑхӑрни илтӗнет, кас-кас тӗтӗм шӑтӑкӗнчен юр вӗҫсе кӗрсе, урайне аничченех ирӗле-ирӗле каять.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ку сукмак пӗр ҫӗрте тӑман, шунӑ та шунӑ, йӗри-тавра темиҫе километра лавҫӑсен ури айӗнче юр кӑчӑртатни, е тӗрлӗ сасӑсем «цоб!» тесе кӑшкӑрашни, е ҫул пӑрӑннӑ ҫӗрте ҫуна тупанӗсем йынӑшса илни, е пушӑ шӑхӑрни, е ним сӑлтавсӑрах пысӑк сассипе Прохор юрласа яни, е Иринӑн савӑнӑҫлӑ кулли янраса каять, — ку кулӑ сӑлтавӗ Ирина ҫуни ҫинче ларса пыракан Виктор пулнӑ иккен…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Е тачанка кӗмсӗртетсе иртсе каять, ун хыҫҫӑн вара уйӑхпа ҫуталнӑ сывлӑшра кустӑрмасем шӑлтӑртатни тахҫанччен илтӗнсе тӑрать, анчах хӑш енчен ырӑ утсем станицӑна пырса кӗнине ниепле те уйӑрса илме ҫук; е мӑшӑр вӑкӑр килет — сӳсмен чӗриклетсе илет, вӑкӑрӗсене хӳтерсе шӑхӑрни илтӗнсе каять, вара куҫпа курмасӑрах чӗрӗ картина тухса тӑрать: вӑкӑр кӳлнӗ лавсем ерипен малалла шӑваҫҫӗ, лавҫисем васкамасӑр чӑпӑрккисемпе сулкаласа илеҫҫӗ, — хӑшӗсем урапа хӗрринчен урисене усса ларса пыраҫҫӗ, хӑшӗсем урапа ҫине сӗвеннӗ, аллисене табак енчӗкӗ тытнӑ та чикарккӑ чӗркесе, шӑрши пӗтӗм хире саланмалӑх, халех туртса ярам-ши е пӑртак тӑхтам, тенӗ пек шухӑша кайса пыраҫҫӗ, е юрӑ пӗлӗтелле вӗҫсе хӑпарать — хӗрарӑм сассисем ҫав тери янравлӑ, пур сасса та хупласа хураҫҫӗ; ҫук, ку уйран ӗҫлесе таврӑнакан колхозницӑсен юрри мар-тӑр, куна, ыйӑха путиччен, пӗтӗм станица хӑй юррине юрлать пулӗ, тейӗн; е купӑс сасси илтӗнсе каять, вара кам та пулин, урисене хӗрхенмесӗр, тӗлӗнмелле авкаланса ташлать тейӗн, ун айӗнче ҫӗр чӗтренсе тӑрать, юпа пек тусан хӑпарать…
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хыҫалта, вӑрман хыҫӗнче, ҫав тери хыттӑн чӑшӑлтатса кӗмсӗртетни, шӑй-шай шӑхӑрни илтӗнсе кайрӗ, ҫӗр тӗлӗнчен, пӗр-пӗр хушӑк пекки тупса, хӗрсе ҫитнӗ пӑссем ирӗкелле тапса тухрӗҫ тейӗн, ахаль ҫеҫ мар, таврари йывӑҫсене тӑпӑлтара-тӑпӑлтара тапса тухрӗҫ темелле.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тепӗр самантран вара пӗтӗм тӳпе йынӑшса кӗрлеме тапратрӗ, оборона тӗлӗнче осколок шӑхӑрни, снаряд улани илтӗнме тытӑнчӗ, ҫӗрӗ те, темиҫе ҫӗр вут ҫути пӗрӗхтерсе, пит хытӑ кайнӑ ҫӗртенех тем ҫумне пырса ҫапӑннӑ-пек туйӑнса кайрӗ; йывӑҫсем ҫинчен лӑсӑпа туратсем тӑкӑнчӗҫ, полк рубежне пӗтӗмӗшпех сирпӗнсе тӑракан юрпа тӗтӗм хупласа илчӗ, пур еннелле те ту кӗмсӗртетсе ишӗлсе аннӑ чухнехи пек сасӑсем кӗрлесе кайрӗҫ.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӗвелтухӑҫ енче, пӗчӗк ращасемпе хупланнӑ аякри сӑртсем хыҫӗнче, тупӑ пенӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ те темиҫе секундранах снаряд шӑхӑрни илтӗнчӗ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хирӗҫ шӑхӑрни илтӗнчӗ, вара вӑл юлташӗсем патне пырса тӑчӗ.
VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Башибузук куҫ чалӑртса арман еннелле пӑхрӗ, шӑхӑрни ҫавӑнтан илтӗнсеччӗ-ҫке, вара тинех алӑпа сулкалакан Огнянова асӑрхаса, каялла васкавлӑн чупса анчӗ.
XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.