Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлать (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Клеенкӑран тунӑ хура чӗрҫитти тата алса тӑхӑннӑ старик анчахрах пулса иртнӗ бомбежка хыҫҫӑн йывӑҫ турачӗсемпе ҫулҫӑсем тӑкӑнса тулнӑ тӗп аллейӑна шӑлать.

Старик в черном клеенчатом фартуке и таких же нарукавниках озабоченно подметал главную аллею, заваленную ветками и листьями после недавней бомбежки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Эсир, тен, «ҫӗнӗ шӑпӑр таса шӑлать», тесе шутлатӑр пулӗ?

— Вы, может быть, думаете: «Новая метла чисто метет»?

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Сӑмсине ҫаннипе шӑлать пулсан, ӑнланчӗ пулать ӗнтӗ вӑл, — янтӑратса кулса ячӗ Олеся.

Если он нос рукавом вытирает, значит, он понял, — звонко захохотала Олеся.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Теприн ҫинче — ҫӳҫне каялла туранӑ ҫамрӑк хӗр; ҫӳҫӗ ҫине вӑл тенкел хыҫӗ пекех пысӑк ҫавра тура лартнӑ, аллинче унӑн пӗчӗк вилӗ кайӑк месерле выртать, хӗр макӑрать, куҫне тутӑрпа шӑлать, ӳкерчӗкӗ айне ҫапла ҫырнӑ: «Эсӗ савӑнӑҫлӑн чӗвӗлтетнине эпӗ тек нихҫан та илтеймӗп!»

На другой — молодая девушка с волосами, зачесанными на макушку, и с гребнем в прическе, большим, как спинка стула, плакала в платок, держа на ладони мертвую птичку лапками вверх, а под картинкой было написано: «Ах, я никогда больше не услышу твоего веселого щебетания!»

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӗсем хастар та сулмаклӑн янӑраҫҫӗ, пӗр япалана ҫеҫ ӑнланмастӑп эпӗ, мӗншӗн-ха анне йӗпеннӗ тутӑрӗпе пӗрмай куҫне шӑлать, мӗншӗн магазина тӑвар, супӑнь, шӑрпӑк патне чупмалла?

Звучали торжественно, бодро, и я не понимал, почему мать прикладывает к глазам мокрый платок, почему надо бежать в магазин за солью, мылом и спичками.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Акӑ вӑл Кирюкпа Ҫинксен ҫурчӗсем тӗлӗнче чарӑнчӗ те аташса кайнӑ пек енчен енне пӑхкаласа тӑрать, юхакан куҫҫулне ал тутрипе шӑлать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Аре… — урӑх ним калайми сухалне шӑлать асатте.

— Однако… — дедушка погладил бороду, словно соображая, что сказать.

Ҫукнӑҫ // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 51–56 с.

Асанне пычӗ те ачашшӑн ҫӳҫрен шӑлать.

Подошла бабушка и ласково провела по волосам.

Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.

Вахмистр касса кӗскетнӗ мӑйӑхне шинель ҫаннипе шӑлать, куҫне ним тума аптӑранӑн чарӑлтарса, вилнӗ пек хытса тӑрать.

Вахмистр рукавом шинели вытер подстриженные усы, обмер, растерянно вытаращил глаза.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Паллах, ҫӗнӗ шӑпӑр тасарах шӑлать, — Хохлаков кулса ячӗ.

Известно, что новая метла метет чище, — Хохлаков усмехнулся.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл ҫӑварӗнчи чикарккине, халиччен курман пек, ӑнтӑхса ӗмет, ҫине-ҫинех сӑмсине шӑнкартса, пӳрнисене шинелӗн сулахай арки ҫумпе шӑлать.

Он жадно курил, часто сморкался, вытирая пальцы о наружную сторону левой полы шинели.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хлопуша ҫаннипе куҫҫульне шӑлать.

Хлопуша вытер слезу рукавом.

Хир, аслӑ хир // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Пулемёчӗ епле шӑлать.

— Пулемет-то частит.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич аллаппипе шӑлаварне шӑлать, ҫул ҫинче ларнӑ тусана тасатать.

Мирон Григорьевич тер ладонью шаровары, счищая пыль.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ильинична ҫилпе пӑчӑртанса тухнӑ куҫҫуль тумламне кофтин чӗнтӗрлӗ ҫанни вӗҫӗпе шӑлать, Григорий ҫурӑмӗ ҫинчи сенкер сатин кӗпе ҫил вӗрнипеле епле вӗлтӗртетсе хӑмпӑлчӑланни ҫине куҫне мӑч-мӑч тутарса пӑхать.

Ильинична кружевным рукавом кофты вытирала выжатую ветром слезинку, мигая, глядела, как на спине Григория трепещет, надуваясь от ветра горбом, сатиновая синяя рубаха.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирхине ирех темле хӑна килчӗ, кӗрнеклӗскер, хӗрлӗ сӑхманпа, Данило ҫинчен ыйтса пӗлет; каласа панине илтет те вӑл ҫаннипе куҫҫулӗсене шӑлать, хулпуҫҫийӗсене хутлаткаласа илет.

С ранним утром приехал какой-то гость, статный собою, в красном жупане, и осведомляется о пане Даниле; слышит все, утирает рукавом заплаканные очи и пожимает плечами.

XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл хӑйӗн сӑмсине халачӗ аркипе шӑлать тесе те никам та калас ҫук ӑна, ытти дьяксен пулкалать вӑл ун пек шӑласси; хӗвӗнчен тирпейлӗн хуҫлатса чикнӗ шурӑ тутӑр кӑларатчӗ те вӑл, калам-ха, тутӑрне йӗри-таврах хӗрлӗ ҫиппе тӗрлесе эрешленӗччӗ, мӗн тума кирлине тунӑ хыҫҫӑнах, яланхи пекех, вуникӗ хутланчӑк туса хутлататчӗ те каллех хӗвне чиксе хуратчӗ.

Никто не скажет также, чтобы он когда-либо утирал нос полою своего балахона, как то делают иные люди его звания; но вынимал из пазухи опрятно сложенный белый платок, вышитый по всем краям красными нитками, и, исправивши что следует, складывал его снова, по обыкновению, в двенадцатую долю и прятал в пазуху.

Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл шывланнӑ куҫӗсене тутӑрпа шӑлать, ҫынсем ҫине амӑшӗ хӑйӗн ҫитӗнсе ҫитнӗ ачисемпе уйӑрӑлнӑ чухнехи пек хӗрӳллӗн те ачашшӑн пӑхать.

Она вытирала влажные глаза платком, и смотрела на людей оживленно и нежно, как будто мать расставалась со своими взрослыми детьми.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Никифор Васильевич вӗриленсе, хуралса кайнӑ ҫамки ҫинчи тара кӗске кӗрӗк ҫаннипе шӑлать, намӑсланса чӗнмесӗр пырать.

Никифор Васильевич вытирал рукавом полушубка пот на горячем, потемневшем лбу и пристыжено молчал.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Логовсем Лозневоя кӗтнӗ ӗнтӗ, хӑйсем пӑлханнине палӑртасшӑн мар пулса, вӗсем пурте вӗт-шакӑр ӗҫпе аппаланаҫҫӗ: Анфиса Марковна тирӗк-чашӑк ҫӑвать, Марийки нумаях та пулмасть шӑлса кайнӑ урайне тепӗр хут шӑлать, Фая темле ҫип сӳтет…

В доме Логовых уже поджидали Лозневого, и, как бывает в таких случаях, пытаясь скрыть волнение, все занимались мелкими, ненужными делами: Анфиса Марковна гремела посудой, Марийка подметала пол, хотя его подмели недавно, Фая распутывала какие-то нитки…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех