Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлать (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Молли сиксе тӑчӗ, куҫӗсене хыпалансах шӑлать.

Молли вскочила, поспешно вытирая глаза.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Мери тепре ӗсӗклесе пӑшӑлтатрӗ те тӑчӗ, куҫӗсене пӗчӗк сӑмса тутрин чӑмаккипе шӑлать.

 — Мери всхлипнула еще раз и встала, вытирая глаза крошечным комочком платка.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 356–361 с.

Ирхи ултӑ сехетре камера алӑкӗ уҫӑлать, надзиратель сӑнанӑ май арестант койки ҫумӗнчи сӗтел ҫине дежурнӑй сӗт, ҫӑкӑр, калакла ҫӑмарта е сӗтпе пӗҫернӗ рис пӑтти лартать, унтан бетон урайне хыпаланса щеткӑпа шӑлать те — ҫӳп-ҫапа ешчӗке хурса урӑх камерӑна куҫать; алӑка каллех питӗреҫҫӗ.

В шесть часов утра дверь камеры открывалась, дежурный арестант под наблюдением надзирателя ставил на стол у койки молоко, хлеб, яйцо всмятку или молочную рисовую кашу, затем, быстро подметя бетонный пол щеткой, сгребал сор в ящик и удалялся к другой камере, а дверь запиралась.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Арласа пӗтереймен ҫӑма аллипе шӑлать, ачаш сӑмахсем калама пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Йӗрет те йӗрет, тет, ҫӳҫӗпе куҫне шӑлать, тет.

Плачет она, братцы мои, глаза волосами утирает.

Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.

Юнашарах унӑн арӑмӗ тӑрать, аллинче ун — пӗчӗк ача, хӑй вӑл тутӑр вӗҫӗпе куҫҫулне шӑлать.

Около него стояла жена с младшим ребенком на руках и фартуком утирала слезы.

I // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Ҫакӑншӑн пурнӑҫ сирӗнпе хаяррӑн саплашӗ, ӗненӗр: тӑвӑл ахӑрса тухӗ, вара вӑл сире ҫак ҫӗр ҫинчен, ҫиллӗ ҫумӑр йывӑҫ ҫинчи тусана мӗнле шӑлать, мӗнле ҫуса тасатать, ҫавӑн пек тасатӗ.

За это жизнь сурово взыщет с вас, поверьте: разразится буря, и она сметет и смоет вас с земли, как дождь и ветер пыль с дерева!

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан «парикмахер» тӗрлӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ кантӑка шӑлать.

Потом «парикмахер» начинает водить тряпкой по нарисованному окну, будто протирает стёкла.

Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Хӑй дежурнӑй мар, доскана шӑлать, йӗрке тума тӑрӑшать…

Не дежурная, а доску вытирает, за порядком следит…

Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Аллине сарлака хӗрлӗ хӑю ҫыхрӗ те класнӑй доскана шӑлать.

С красной повязкой на рукаве она вытирает классную доску.

Маруся пӗрремӗш хут дежурнӑй пулни // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Асли, салху сӑнлӑ арҫын ача, пӗр аллипе куҫҫулӗсене шӑлать, теприпе амӑшне тытнӑ.

Старший, лет тринадцати, хмурый мальчик одной рукой вытирал слезы, а другой поддерживал мать.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӑл хӑйӗн чӑмӑрӗсемпе куҫӗсене шӑлать, питех те шеллӗн ӗсӗклесе ларать.

Он тёр кулаками глаза и хныкал так жалобно.

Буратино кӳлӗре пурӑнакансемпе паллашать, кунта вал тӑватӑ ылтӑн укҫа ҫухални ҫинчен пӗлет тата Тортилла тимӗр шапаран ылтӑн ҫӑраҫҫи илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ҫав кунтанпа эпӗ кашни ир тенӗ пек дворнике кураттӑм; урампа утса пыратӑп, вӑл урам шӑлать, е, мана кӗтсе ларнӑ пек, крыльца умӗнче ларать.

С того дня я почти каждое утро видел дворника; иду по улице, а он метет мостовую или сидит на крыльце, как бы поджидая меня.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Старик Гоголев, килӗшӳсӗр сӑмсине тапраткаласа, куҫҫульне куҫӗсем ҫинчен пӳрнисемпе шӑлать те ыйтать:

А старик Гоголев, покачивая уродливым носом, отирает слезы с глаз пальцами и спрашивает:

XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Арҫын ача пек, каҫса кайса кулать, пенснине хывса куҫҫулӗсене шӑлать, кресли ҫинче сиксе илет, хырӑмне икӗ аллипе ҫавӑрса тытать.

Хохочет, как мальчишка, снял пенсне и вытирает слезы, аж подпрыгнул в кресле и за живот, хватается обеими руками.

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Шарӑх, кукамай йывӑррӑн утса пырать, унӑн урисем ӑшӑ хӑнӑр ӑшне пута-пута анаҫҫӗ, вӑл час-часах чарӑнса тӑрта, тарлӑ питне тутӑрпа шӑлать.

Было жарко, бабушка шла тяжело, ноги её тонули в тёплом песке, она часто останавливалась, отирая потное лицо платком.

III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Куратӑр ӗнтӗ, ӑна вӑл ҫирӗп вырнаҫтарнӑ, Ефимка ҫамрӑк йӗкӗт чухне урам шӑлнӑ, мӑйӑхӗсем шӑтма пуҫланӑ чух шӑлнӑ, сарлака сухаллӑ пулсан шӑлнӑ, ҫӳҫӗсем кӑвакарма пуҫласан шӑлнӑ, пачах шап-шур ҫӳҫ-пуҫлӑ пулсассӑн та шӑлнӑ, халӗ, сухалӗ сарӑхса ларсан, урисем авӑнса ларакан, куҫӗсем япӑх куракан пулса ҫитсессӗн те шӑлать.

Устроил он ее прочно, как видите, Ефимка мел юношей, мел с пробивающимся усом, мел с обкладистой бородой, мел с проседью, мел совсем седой и теперь метет с пожелтевшей бородой, с ногами, которые подгибаются, с глазами, которые плохо видят.

I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Куҫҫульне вӑл васкасах кофта ҫаннипе шӑлать, лешӗ пур — ҫавах типсе ҫитмест, ҫут тӗнчене куҫран тартать.

Она торопливо смахивает их рукавом кофты, а они опять застилают, заслоняют белый свет.

Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.

Шавлӑн тӑп-тап пускаланине илтетӗп — алӑк анинче ура шӑлать ҫын, унтан акшар сирпӗннипе вараланса чӑпарланнӑ чӑшӑрти курткине хывать, ӑна йӑпӑрт пӑхса илет те, пӗлсе пӗтер унта, те айӑпа кӗнӗн, те ҫиллессӗн, тен, тата савӑнӑҫлӑн та-и: — Каллех! — тет.

Я слышу громкое топанье — это он вытирает у порога ноги, затем снимает шуршащую, забрызганную известью куртку, мельком оглядывает ее, и не поймешь, то ли виновато, то ли сердито, а может быть, даже весело говорит: — Опять!

2 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Асфальтланӑ ҫул сиввӗн чӗпӗтет, ҫӗр ҫийӗн типӗ юр шӑлать.

Асфальт был жгуч от мороза, по земле с шелестом тянулась сухая позёмка.

Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех