Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлать (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл урай шӑлать, хӑш чухне сӗрсех каять (мунчалине пӑрса типӗтме унӑн вӑйӗ ҫитмест те, кӗтессене, хӑма хушӑкӗсене кӳлленчӗксем юлаҫҫех ҫав).

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Хуралҫӑ кӑштах лӑпланать, кӗсйинчен кӑларнӑ ал тутрипе питне шӑлать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Иливан ирхи сулхӑнпа картиш шӑлать, пуҫра пӗр шухӑш — Сарье.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ох, шӑрӑх та паян, — тарланӑ пит-куҫне шӑлать врач.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

— Урай шӑлать, ҫӑвать.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Питне-куҫне тутӑрпа шӑлать.

Утер лицо платком.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах чеелӗхӗ виҫ ҫухрӑмран паллӑ: чӗлхипе шӑлать, кӑвӑл та кӑвӑл тӑвать, куҫӗ пылак.

Не говорит, а голубем воркует; и глазки такие сладкие-сладкие.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тутӑрпа шӑлать васкавлӑн Хӗр тарланӑ кантӑка.

Куҫарса пулӑш

Тимӗрҫӗ хӗрӗ // Анатолий Анат. «Ялав», 1948, 11№ — 13 с.

Тутар ҫамкине шӑлать, пӗрре кимӗ еннелле, тепре ҫыран хӗрринче тӑракан ҫынсем ҫине пӑхса илет.

Татарин вытер взмокший лоб, вдруг растерянно глядя то на лодку, то на стоящих у костра людей.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мариҫ амӑше хӑй чикки ҫине хӑйӑ чӗртсе хӗстерет те куҫне ҫанни вӗҫӗпе шӑлать.

Мать Марись, укрепив лучину в светец, смахнула рукавом слезу.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук кӗсйинчен шурӑ тутӑр кӑларса сӑмсине шӑлать.

Ивук, достав из кармана брюк белый платок, громко сморкается.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(Калаҫмасть вӑл, тилӗ пек шӑлать.)

Не говорит, а лисой стелется.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл урапа пуҫне хутланса выртать те хуп татки пек хыткан аллипе куҫне шӑлать.

Он скорчился в передке телеги, словно высохший лубок, и, утер беспрестанно бегущие из глаз слезы:

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шахрун кӗрст! йӑванса каять те ҫав самантрах ура ҫине сиксе тӑрать, юнланса пӗтнӗ питне аллипе шӑлать.

Шахрун падает, но тут же снова инстинктивно вскакивает, смахивая ладонью бегущую по лицу кровь.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Александр Петрович хӑй те ассӑн сывласа илет те ҫамкине ал тӳрчӗпе шӑлать.

Отец Александр дышит тяжело и поминутно смахивает со лба пот ладонью.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑшша пиҫнӗ, халтан кайса ҫитнӗ Някуҫ старик чӗтрекен аллипе тарла питне шӑлать.

Нягусь же, взмокший, выбившийся из сил, утирая нот дрожащей рукой, увещевает.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӗрӗссипе каласан, тӑрӑхлать пулас вӑл е чееленсе ларать-и — ытла ҫемҫен шӑлать.

Или он подтрунивает, или хитрит — уж больно мягко стелет.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиер кӗпи арки вӗҫӗпе куҫне шӑлать те Ухтиван ҫине савӑнса пӑхать.

Мульдиер восхищенно смотрит на Ухтивана.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗкеҫ ӑна ҫенӗкри каска пуканӗ ҫине йӑтса лартать те сӑмсине ҫара аллипе сӑтӑрса илсе хӑйӗн чӗрҫиттийӗ ҫумне шӑлать.

Но Чегесь довольно резко усадила его на чурбак, утерла ладонью нос и строго наказала:

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пите шӑлать пек кӑнтӑр ҫилӗ Ҫемҫе тӗк тутӑр вӗҫӗпе.

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех