Шырав
Шырав ĕçĕ:
Обломов шучӗпе, ыттисен пурнӑҫ канӑҫсӑр иртнине кӑтартма тивнӗ: кашнин хӑйне кура шӑпа!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга хӑйне кӑтартман кашни кӗнекешӗн, журналти статьяшӑн кӳлешет; Штольц, хӑй шучӗпе, пӗр-пӗр япалана Ольгӑшӑн ӑнланма йывӑр, кичем, ытла ӑслӑ тесе, ӑна кӑтартмасан, Ольга чӑнласах ҫиленет; кӑна вӑл педантизм, ирсӗрлӗх, тӗттӗмлӗх, тет, Штольца вара «кивӗ нимӗҫ парикӗ» тесе вӑрҫать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кун пирки те вӑл, хӑй шучӗпе, ирӗклӗ те тӳрӗ ҫулпа пырать; анчах ҫав «тӳрӗ ҫулпа» утма вӗреннӗшӗн вӑл мӗн чул сӑнарӗ, тӳсрӗ, тӑрӑшрӗ!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кӑна йӑлтах кил хуҫи шучӗпе тумалла-ҫке!
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Пӗр эрне хушшинче, тейӗ, повереннӑй валли тӗплӗ инструкци ҫырса хатӗрлемелле те ӑна яла кӑларса ямалла, Обломовкӑна залог шучӗпе хумалла, ҫӗр туянмалла, ҫурт-йӗр тумалли план ярса памалла, хваттере урӑх ҫынна памалла, паспорт илсе ҫур ҫула ют патшалӑха каймалла, ытлашши ҫӑва пӑрахмалла, самӑрлӑха чакармалла, тахҫан ӗлӗк юлташпа пӗрле ӗмӗтленнӗ сывлӑшпа сывламалла, халатсӑр, Захарсӑр, Тарантьевсӑр пурӑнмалла, хӑвӑнах чӑлха тӑхӑнмалла, атта хӑвӑн хывмалла, ҫӗрле ҫеҫ ҫывӑрмалла, пурте кайнӑ ҫӗрелле, чугун ҫулӗпе, пӑрахутпа каймалла, унтан…
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫын вилни, вӗсен шучӗпе, малтанхи вилене хапхаран йӑтса кӑларнӑ чухне урисемпе мар, пуҫне малалла туса кӑларнинчен килнӗ; пушар — чӳрече умӗнче виҫӗ каҫ йытӑ уланӑран пулнӑ; вӗсем вилене хапхаран йӑтса тухнӑ чухне унӑн урисене малалла тума тӑрӑшнӑ, ҫиессе вара унччен мӗн ҫининех ҫинӗ, унчченхи пекех, ним сармасӑр, курӑк ҫине выртса ҫывӑрнӑ; улакан йытта хӗненӗ е картишӗнчен хӑваласа кӑларнӑ, хӑйӑ ҫинчи сӳнсе ҫитмен кӑварне те унчченхи пекех ҫӗрӗк урай хӑмисем хушшине пӑрахнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ирӗксӗрех Милитриса Кирбитьевна ҫинчен ӗмӗтленсе шухӑшлать; унӑн кӑмӑлӗ пӗрмаях леш еннелле, ҫынсем яланах выляса-кулма ҫеҫ пӗлнӗ ҫӗрелле, ӗҫпе хурлӑх ҫук тӗнченелле туртӑнать; унӑн кӑмӑлӗнче вара кӑмака ҫинче выртас, янтипе, хӑй ӗҫлесе туянман кӗпе-йӗмпе ҫӳрес тата ырӑ кӑмӑллӑ асамҫа карчӑк шучӗпе тӑранса пурӑнас ӗмӗт яланлӑхах тӑрса юлать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич шучӗпе, начальник хӑйне пӑхӑнса тӑраканшӑн питӗ тӑрӑшакан ҫын: вӑл унран каҫхине мӗнле ҫывӑрни, унӑн куҫӗсем мӗншӗн хӗрелни, пуҫӗ ыратнипе ыратманни ҫинчен ыйтса пӗлет иккен.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑшпӗрне вӑл арӑмӗнчен парне шучӗпе илнӗ, ыттисене ачасене вӗрентнӗшӗн тата имени тытса тӑнӑшӑн илнӗ; лайӑх шалу илсе тӑнӑ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл чунӗпе те, теорийӗпе те взятка илесшӗн ҫуннӑ, ӗҫ туса пама ыйтакансем те, ӗҫсем те пулманран, хӑйпе пӗрле ӗҫлекенсенчен, тусӗсенчен чееленсе взятка илме пултарнӑ, мӗншӗн тата мӗнле майпа илнине турӑ ҫеҫ пӗлет; чееленсе е сӗмсӗррӗн ҫынна ҫыпҫӑнса, вӑл кирек ӑҫта та, кирек кам шучӗпе те хӑналанма пултарнӑ, тивӗҫсӗрех хӑйне хисеплеме хистенӗ, чӗрре кӗнӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Улпут ҫапла хушнӑшӑн, ӳпкеленӗшӗн Захар пӗрре те кӑмӑлсӑрланмарӗ те, тӗлӗнмерӗ те, хӑй шучӗпе, вӑл ҫакна йӑлтах вырӑнлӑ тесе шутларӗ пулас.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӑрӑ сюртукпа жилета юратать вӑл: ҫак ҫурма-хурмӑллӑ ҫи-пуҫ ӑна хӑй тахҫан, вилнӗ улпучӗсене чиркӗве е хӑнана ӑсатнӑ чух тӑхӑнкаланӑ ливрейӑна аса илтерет; ун шучӗпе, ҫав ливрея Обломовсен килӗнчи чаплӑ япаласенчен пӗртен-пӗри шутланать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун шучӗпе карапсене шывра путмалла мар тумалли принципа пӑхӑннӑ пулсан ҫак пӑрахут шыва анса каймалла марччӗ.
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Крылов шучӗпе, «ку теорие питӗ тӗплӗн тишкермелле», мӗншӗн тесен вӑл «хӑйӗн тӗрӗслӗхӗпе хальхи теорисенчен нимӗн чухлӗ те кайра тӑмасть, ӗҫ меслечӗпе вара маларах та тӑрать».
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӗсен шучӗпе, Раҫҫей — тӗрлӗ йышши мыскараҫӑсен ҫӗршывӗ вӗт.
Ҫирӗм саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Комисси членӗсенчен хӑшӗсем ют ҫӗршывсенче пичетленекен литературӑна тӗпе хурса цистернӑсем лартмалла тесе йышӑну тутарасшӑн, теприсен шучӗпе (вӗсем те ют ҫӗршыв литературинех вуланӑ) цистернӑсем кирлӗ мар.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Карапсен шучӗпе те, хӗҫ-пӑшал пахалӑхӗпе те, хӗсметри ҫынсен пӗлӳ шайӗпе те тӑшман вырӑс эскадринчен чылай вӑйлӑрах пулнӑ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Иккӗмӗшӗсен шучӗпе, статьяна ырӑ тӗллевпех ҫырса хатӗрленӗ.Вторые доказывали, что статья написана из хороших побуждений.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ун шучӗпе вӗсем флота пысӑк усӑ кӳме пултараҫҫӗ, анчах вӗсене темшӗн йышӑнасшӑн мар.Они могут принести большую пользу, но их почему-то не вводят во флот.
Ҫирӗммӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Совет Союзӗн Арктикӑри пӑрҫӗмрен флочӗ карапсен шучӗпе те, вӗсен хӑвачӗпе те тӗнчере пӗрремӗш вырӑнта тӑнӑ.
Вунсаккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.