Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лешӗ секретарь мӗн ҫинчен шухӑшланине тавҫӑрса илет те ӑна ҫапла калать:
2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Эпӗ ним шарламасӑр тӗлӗнетӗп: ҫын мӗн ҫинчен шухӑшланине ыйтма юрать-и вара?Я молча удивляюсь: разве можно спрашивать, о чём человек думает?
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл пӗр сасӑ кӑлармасӑр, ниҫта сиккеленмесӗр ларать, пӗтӗм кӗлетки хӑйӗн темле хӑрушӑ япала ҫинчен шухӑшланине пӗлтерет.Он сидел мрачный, неподвижный, и вся его фигура выражала какое-то страшное решение.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хӑй шухӑшланине пурнӑҫа кӗртнипе ҫеҫ вӑл ротӑна ҫӑлса хӑварас ҫуккине, нимӗҫсене хытах пыра-пыра ҫапассине ӗненсе тӑчӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл Кларка тимлӗн, хӑй мӗн шухӑшланине палӑртмасӑр итлесе ларчӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Мӗн хыҫҫӑн мӗн пулса пынине астумастӑп, анчах ҫак каҫ хам Дерпт студентне тата Фроста ҫав тери хытӑ юратнине, вӗсене иккӗшне те пылак тутисенчен чуптунине, нимӗҫ юррине пӑхмасӑр калама вӗреннине астӑватӑп; ҫакӑнпа пӗрлех ҫак каҫ эпӗ Дерпт студентне курайми пулнине, ӑна пуканпа ҫапма шутланине, анчах ҫапмасӑр чӑтса ирттернине астӑватӑп; Яр патӗнче апатланнӑ чухнехи пекех ӳт-пӗвӗн пайӗсем хама итлеми пулнисӗр пуҫне, ҫак каҫ пуҫ хытӑ ыратнипе тата ҫаврӑннипе кӗҫ-вӗҫ вилсе каясран хӑранине астӑватӑп; эпир пурте темшӗн урайне ларнине, кӗсменсемпе ишнӗ пек туса алӑсене сулкаланине, «Вниз по матушке по Волге» юрра юрланине, ҫав вӑхӑтра хам кунашкал тума кирлӗ марри ҫинчен шухӑшланине те астӑватӑп; урайне выртса, ураран ура ҫаклатса, цыганла кӗрешнине, такамӑн мӑйне мӑкӑлтанине, эпӗ «вӑл хӑй ӳсӗр мар-тӑк, унашкал пулмастчӗ», тесе шухӑшланине астӑватӑп; каҫхи апат ҫинине, вара тем ӗҫнине, эпӗ тула уҫӑлма тухнине, унта ман пуҫ шӑннине, киле таврӑннӑ чух сӗм тӗттӗм каҫ тӑнине, ҫӑмӑл тӑрантас пускӑчӗ вашмӑк та шуҫтаракан пулса кайнине, Кузьма халсӑрланнӑран тата лӑстӑк татӑкла сулкаланнӑран унран тытса пыма май ҫуккине астӑватӑп; нимрен те ытларах асӑма ҫакӑ юлчӗ: юриех хамшӑн савӑк пулнӑ пек, питӗ нумай ӗҫме юратнӑ пек, ӳсӗрлесси пирки шутламан та пек кӑтартса, хам айванла тунине эпӗ ҫак вечер вӑхӑтӗнче пӗрмаях туйрӑм; ытти ҫынсем ман евӗрлӗ хӑтланса, айванла тунине те пӗрмаях тӗшмӗртрӗм.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӑнах та, эхер леш амазонка эпӗ ун ҫине тарҫӑсем хыҫӗнчен пӑхнӑ чух ӑна яла вӑрласа каясси, унта епле пурӑнасси тата унпа мӗн тӑвасси пирки хам ӑсра мӗн шухӑшланине тӗплӗн пӗлсен, тивӗҫлипех питӗ кӳреннӗ пулӗччӗ ӗнтӗ.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку ҫу вӑхӑтӗнче эпӗ тунсӑхланӑран Любочкӑпа тата Катенькӑпа туслашма, вӗсемпе калаҫма темиҫе хут тытӑнса пӑхрӑм, анчах кашни хутрах вӗсен логика тӑрӑх шухӑшлас пултарулӑх ҫукки ҫине пыра-пыра тӑрӑнтӑм, вӗсем куллен тӗл пулакан чи ансат япаласене те, сӑмахран, укҫа мӗнле япала иккенне, университетра мӗн вӗреннине, вӑрҫӑ мӗнне тата ытти ҫакнашкал ыйтусене те пӗлмеҫҫӗ, ҫав япаласем ҫинчен ӑнлантарнине пач итлесшӗн мар, ҫавӑнпа вӗсемпе туслашма хӑтланни хӑйсем ҫинчен эпӗ лайӑх мар шухӑшланине ытларах ҫирӗплетрӗ ҫеҫ.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Метафизикӑлла шухӑшсем теп вырӑн йышӑнакан хамӑрӑн калаҫусенче эпӗ ак мӗнле минута юрататӑп; шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑвӑртрах та хӑвӑртрах шӑвӑна-шӑвӑна тата пӗтӗмленнӗҫемӗн пӗтӗмленсе пырса, юлашкинчен сӑмахпа каласа памалла мар тӗтреленеҫҫӗ те, мӗн шухӑшланине калатӑп тесе шутласа, пач урӑххи ҫинчен калама пуҫлатӑн.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав вӑхӑтра Володя, пӳлӗм урлӑ иртсе пынӑ май, эпӗ тем ҫинчен шухӑшланине асӑрхаса, йӑл кулса илчӗ, ҫак кулӑ ман шухӑшсем ниме тӑман ӑпӑр-тапӑр ҫеҫ пулнине ӑнланса илме пулӑшрӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫамрӑклах тапхӑрӗнче эпӗ мӗнле япаласем ҫинчен яланах кӑмӑлласа шухӑшланине ӗненмӗҫ те, — вӗсем хам миҫе ҫултипе, пурнӑҫӑм йӗркипе ним чухлӗ те килӗшсе тӑмаҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман ӑс-тӑна нимле паллӑ хӑвармасӑр кӗрсе тухса каякан вӗҫ-хӗррисӗр нумай шухӑшсемпе ӗмӗтсем хушшинче тарӑн йӗр хӑвараканнисем те пулаҫҫӗ; ҫакна пула час-часах, мӗн ҫинчен шухӑшланине астумастӑн пулин те, пуҫра темле ырӑ япала юлнине асӑрхатӑн, шухӑшӑн йӗрне туятӑн, ӑна ҫӗнетме тӑрӑшатӑн.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам мӗн ҫинчен шухӑшланине эпӗ тепӗр сыпӑкра каласа парӑп; пуринчен ытла эпӗ хӗрсен пӳлӗмне сӑнарӑм, унта мана питӗ илӗртӳллӗ туйӑнакан, чуна хумхатакан роман пулса иртет.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каламасӑрах паллӑ, ҫаптарасси пирки хӑй мӗн шухӑшланине кукамай ӑна ӑнлантарнах, ҫавӑнпа вӑл пире ҫаптарма хӑймастчӗ; апла пулин те, вӑл час-часах, уйрӑмах мана, чӗр хулӑсемпе хӑрататчӗ тата fouetter сӑмаха (темле fouatter тенӗ пекрех) ҫав тери йӗрӗнтермелле тата мана ҫаптарасси ӑна питӗ савӑнтарас пек сасӑпа калатчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пире ташлама черет часах ҫитмест-ха, каллех пӗр-пӗрне нимӗн те чӗнейместпӗр: вӑл ман пирки мӗн шухӑшланине пӗлес тесе эпӗ ун ҫине, пулӑшу кӗтсе, пӑшӑрхануллӑн пӑха-пӑха илетӗп.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем мӗн шухӑшланине сӑн-пичӗсем тӑрӑх курма май ҫук, ҫавӑнпа вӑл яланхинчен хыттӑнрах калаҫма тытӑнчӗ.Уже плохо различимые в наступающей темноте, заговорил необычно громким голосом.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӑл мӗн шухӑшланине нихҫан та пӗлейместӗн.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тынэт вара ҫав хушӑрах кил хуҫине, Тасургын старике, ҫӗр пӳртре тӗлӗнмелле япала тупни ҫинчен каласа пачӗ, вӑл кун пирки мӗн шухӑшланине ыйтрӗ.
Иккӗлентерекен япала тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочой ҫак вӑхӑтра ҫав ҫынсем, хӑй американецсем тесе шутланӑ ҫынсем, хӑйӗн пурнӑҫне лайӑхлатасси ҫинчен шухӑшланине пӗлмӗн ҫав.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочой хӑй нумаях пулмасть тинӗс хӗрринче ҫакнашкал инҫетелле пӑхса тӑнине, Мускав ҫинчен шухӑшланине аса илчӗ, ун чухне Кэмби ӑна хыҫалтан йӑпшӑнса пырса ӗнсерен ярса тытнӑччӗ, картах туртса ҫӗрӗ ӳкернӗччӗ.
«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.