Шырав
Шырав ĕçĕ:
Капитан хӑй шӳтленине, хӗр ачана слон кӑтартма шухӑшланине йӑвашшӑн калама хатӗрленнӗччӗ ҫеҫ — ҫыран хӗрринчи шыва сасартӑк тӳлек ҫил хускатса ячӗ те — яхта юхан шыв варринелле сӑмсипе ҫаврӑнса ларчӗ, унтан ҫырантан хӑвӑрттӑн уйрӑлса чӑн-чӑн карап пек пӗр тикӗссӗн шыва май ишсе кайрӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ассоль алӑк уратинчен каҫнӑ чух ӳкме пӑрахсан Лонгрен хӗр ачашӑн мӗн кирлине ӳлӗм пӗтӗмпех хӑй тума шухӑшланине татӑклӑн пӗлтерчӗ, унтан вӗсене хӗрхенсе нумай тӑрӑшнӑшӑн тӑлӑх арӑма тав турӗ те — пӗтӗм шухӑш-ӗмӗтне, шанчӑкӗпе юратӑвне тата аса илӗвӗсене пӗчӗк чун ҫине куҫарчӗ, хусах арҫыннӑн пӗччен пурнӑҫӗпе пурӑнма пуҫларӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Лена хӑй пирки аван мар шухӑшланине тӳрех ӑнланчӗ пулас лешӗ: ҫине тӑрсах тӳрре тухма пуҫларӗ.
Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Хӑй шухӑшланине вара тӑватех.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Вак буржуазин иккӗленчӗклӗ идеологийӗ ҫинчен ученӑйла шухӑшланине пӑхмасӑр, вӗсемпе — Плехановпа, Мартовпа — ҫывӑхланасси палӑрнӑ пек туйӑннӑ вӑхӑтсем те пулчӗҫ.
17 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Шухӑшпа шурӑ пӳрт тӑвакан ҫынсен пурнӑҫа кӗрес ҫук планӗсене тӑрӑхланӑ хушӑрах Свифт этем пурнӑҫне епле майласа ярасси ҫинчен государство йӗркисем епле пулмалли тӗлӗшпе хӑй мӗн шухӑшланине те кӑтартса парать.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Ман ҫинчен ҫапла ырӑ шухӑшланине тӗрлӗ майпа ҫирӗплетме тӑрӑшрӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Юлашкинчен хирург хӑй мӗн шухӑшланине пӗлтерчӗ:
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Пирӗннисем мӗн тума шухӑшланине ӑнланса илсе, старик ҫапла хушса хунӑ:
Шерепе // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ӑна нимӗнле хӑрушлӑх та, нимӗнле асап та хӑратайман, вӑл хӑй тӗрӗс шухӑшланине чӗри хӑвачӗпе пӗлсе тӑнӑ.Ни угрозами, ни пытками церковники не смогли сломить его: он упорно доказывал свою правоту.
Джордано Бруно // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Эпӗ сирӗн патӑра эсир ман ӗҫ пирки мӗн шухӑшланине пӗлме килтӗм… ӗҫ питӗ ҫыхланса, арпашса кайрӗ!Я пришёл к вам узнать ваше мнение по моему делу… очень запутанное дело!
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Эпӗ тӗрӗс мар шухӑшланине, йӑнӑшнине мана вӑл нумайччен лайӑх сӑмахсемпе каласа ӗнентерчӗ.Он долго убеждал меня хорошими словами в том, что я не прав, ошибаюсь.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Паян ҫул ҫинче мӗн шухӑшланине, туйнине пӗтӗмпех каласа парасшӑн.Сказать все, что подумалось, что почувствовалось по дороге сегодня.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унтан та начарри: мӗн шухӑшланине хӑвна итлеттерекен тӑвать.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эсир ӑнланма кирлӗччӗ эпӗ мӗн ҫинчен шухӑшланине?
XXX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хура рабочи, Козуба ҫурӑмӗ ҫине уртӑнса, хыҫалтан тем пек хытӑ сывланӑ, ҫапла сывланинчен Козуба, хӑй пекех, хура рабочи кам ҫинчен шухӑшланине, камшӑн хӑранине туйса илчӗ.
XXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тӗрӗс те: вара вӗсем мӗн шухӑшланине ним вӗренмен охранник пӑрахӑҫлама пултарсан, мӗн шуйттанӗшӗн вӗсене укҫа тӳлеччӗр-ха?
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Партизансем мӗн ҫинчен шухӑшланине Гвоздев часах ӑнланчӗ.
XXIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ан тив, фюрер хӑйсем ҫинчен шухӑшланине пӗлччӗр вӗсем.
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кӗтсех тӑр! — терӗ Толька, Ленька мӗн ҫинчен шухӑшланине ӑнланмасӑр.Держи карман шире! — возразил Толька, не понимая еще, о чем думает Ленька.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.