Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшланине (тĕпĕ: шухӑшла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фабиан господин ҫавӑн пек йӑнӑш шухӑшланине вӑл ҫӑмӑллӑнах ҫапса хуҫатчӗ пулӗ те, анчах, чӗринче директор сӑмахӗсене хӑй те ӗненнӗ пирки, вӑл каласа пӗтерессе кӗтме шухӑшларӗ.

Он мог бы великолепно опровергнуть все его ошибочные представления, но, невольно захваченный внутренней убежденностью Фабиана, он все выжидал.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗлмест-им Зина упӑшки ҫак самантра мӗн шухӑшланине?

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫывӑракан хӗрача ҫине тинкерсе пӑхнӑ чухне вӑл мӗн шухӑшланине никам та пӗлеймӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Микула мӗн шухӑшланине пӗлсен, кин… эсӗ ухмаха ересрен хӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗ мӗн шухӑшланине сисмесӗр ахӑлтатрӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан мӗн шухӑшланине туйрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗпе иккӗшин хушшинчи калаҫу пирки сарай айӗнчен тухнӑ ҫын мӗн шухӑшланине пӗлесшӗн, Михха ун ҫинелле тӗпчевлӗн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унран хӑй мӗн шухӑшланине, мӗн тунине нихҫан та пытармастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпӗ ҫын мӗн шухӑшланине куҫран пӑхса пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах мана кӑмӑлласах кайманнине туятӑп, — хӑй мӗн шухӑшланине пытармарӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Исаков кун пирки Зоя мӗн шухӑшланине пӗлесшӗн пулчӗ.

Исаков поинтересовался, что думает об этом Зоя.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Исаков хӑй мӗнле шухӑшланине пӗр пытармасӑр каласа пачӗ.

Исаков откровенно высказал свое сокровенное мнение.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Хӑй ҫинчен ырӑ мар шухӑшланине киремет сисмерӗ-ши тесе Янтул ун-кун пӑхрӗ те хыҫалта урам пуҫламӑшӗнче кантур хуралҫи килнине асӑрхарӗ.

Яндул невольно огляделся: не услышал ли худое его слово киреметь? — и увидел в начале дальней улицы идущего в его сторону конторского сторожа!

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Юри пӑлахая персе выртать пулсан турра улталама юраманни ҫинчен, турӑ мӗн те пулин тунине ҫеҫ мар, ҫын шухӑшланине те курса-пӗлсе тӑни ҫинчен каласа парать.

Притворится кто немощным — он тут же читает про то, как греховно бога обманывать, ибо бог все видит, ему ведомы не только дела, но и мысли человека насквозь.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ишутӑн ҫитрӗ майлӑ вӑхӑт Хӑй шухӑшланине тума.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Илтнӗ-ҫке, — тавӑрчӗ Кабир, Гариф кун пирки мӗн шухӑшланине пӗлесшӗн пулса.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей килте те пӗр вырӑнта лараймарӗ, чӳрече патӗнчен чӳрече патне пычӗ, пӗрре кутник сакки ҫине месерле выртса, тепре ӑш вӗҫнӗ ҫын пек сӗтел умне пырса ларса, Ятман сӑмахӗсене шайлаштарчӗ, вӗсен чӑн-чӑн пӗлтерӗшне шырарӗ, парторга тавӑрса калама, хӑй тӗрӗс шухӑшланине кӑтартса пама чӗлхе вӗҫне хӑватлӑрах сӑмахсем пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сассинченех паллӑ, вӑл мӗн шухӑшланине калать.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шкулсене модернизацилесе пынӑ майӑн, спортра та мӗнпур сферӑра ӗҫсене анлӑлатса пыма шухӑшланине те пӗлтернӗ регион Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑвашмультфильм» чӑвашла анимацильлӗ фильмӗсем кӑларма тытӑнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/09/chav ... mesem-kala

Профессор чӗререн ырларӗ Эльгеева, хӑй йӑнӑш шухӑшланине йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех