Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшланине (тĕпĕ: шухӑшла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуйха ӳкнӗ хуҫа хӑй ҫине алӑ ҫӗклеме шухӑшланине хӑна тавҫӑрса илет те: — Хисеплӗ тусӑм, сан арӑму ҫапӑҫать кӑна-и е тата пени те илет-и санран? — тесе ыйтать.

Догадался гость, что хозяин хочет руки на себя наложить с горя, и спросил: — А что, дорогой друг, жена твоя только дерется и все, или еще и пени с тебя берет?

Харкашакан арӑм ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вӑл ҫийӗнчех кайӑк мӗн тума шухӑшланине тавҫӑрса илчӗ.

Он сразу обо всем догадался и сказал птичке:

Ырӑ канаша итлеменнисем ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ак ӗнте вӗсем канашлама тытӑннӑ, тӑваттӑшӗ те хӑйсем шухӑшланине пурнӑҫлама килӗшеҫҫӗ.

И вот стали они советоваться, и все четверо решили выполнить то, что задумали.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Акӑ, сӑмахран, ҫын мӗн ҫинчен шухӑшланине пӑхса пӗлме пултаратӑп.

— Вот, например, мысли могу читать.

V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Мила Звонкова пирки те хамӑр мӗн шухӑшланине йӑлтах каламалла мар ӗнтӗ.

Не следовало говорить все, что мы думали о Милочке Звонковой.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Хӑйӗн ҫинчен поселокра мӗнле шухӑшланине пӗлет-ши Антонов инженер?

Интересно, знает ли главный инженер Антонов, как думают о нем в поселке?

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Аҫуна эсӗ пӗрре те туррине каламан: сӑмахсӑр, тӑрӑхласа пӑхни тӑватӑ пӳлӗмлӗ хваттер ҫинчен, аҫу ҫинчен ху мӗнле шухӑшланине ҫителӗклӗ кӑтартса парать тенӗ эсӗ.

Ты ни разу не сразился с отцом, тебе всегда казалось: достаточно одних иронических взглядов, чтоб выразить свое отношение и к метлахской плитке, и к этой четвертой комнате.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Эпӗ Виктор пирки шухӑшланине хирӗҫ хӗрсе кайсах калаҫнӑ май, ҫав ача уншӑн иртнӗ кун ҫеҫ пулнине манчӗ пулас Нина.

В пылу опровержения моего мнения о Викторе Нина, наверное, забыла, что для нее он все-таки в прошлом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

«Ман пирки ан йӗрӗр, ан кулянӑр, эпӗ вӑрман тискерӗн, тинӗс эсрелӗн керменӗнче пурӑнатӑп; эпӗ ӑна курмастӑп та илтместӗп те, вӑл мана шурӑ мрамор стена ҫине вутлӑ сӑмахсем ҫырса ҫеҫ кӑтартать; эпӗ мӗн шухӑшланине пӗтӗмпех пӗлсе тӑрать, ҫав самантрах, пурне те туса парать, хӑйне вара вӑл ман хуҫа вырӑнне шутламасть, мана хуҫа пики вырӑнне хурать».

«Не плачьте обо мне, не горюйте, я живу во дворце у зверя лесного, чуда морского, как королевишна; самого его не вижу и не слышу, а пишет он ко мне на стене беломраморной словесами огненными; и знает он все, что у меня на мысли, и в ту же минуту все исполняет, и не хочет он называться господином моим, а меня называет госпожой своей».

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Ун пуҫӗнче суя шухӑш пулман, ҫавӑнпа та вӑл мӗн шухӑшланине пӗтӗмпех каласа панӑ.

Фальши у него на уме не было, а потому он рассказал, что у него было на мыслях.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Пӗлсессӗнччӗ эс, эпӗ сирӗн ҫинчен, йытӑ аҫисем ҫинчен, мӗскер шухӑшланине, сирӗн ҫине мӗнле ҫилӗ тытнине!

Знал бы ты, что я про вас, кобелей, думаю, какую злобу я имею против вас!

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсем — йӗрӗ те чее, чее те ӑслӑ пулнӑ — ҫакна Фома курнӑ; вӗсемпе ӗҫ татнӑ чух яланах асӑрханса тӑмалла пулнӑ; Фома ӗнтӗ ҫакна та пӗлнӗ: пит кирлӗ вӑхӑтсенче никам та вӗсенчен хӑй мӗн шухӑшланине каламан.

Они были ловки, хитры и умны — Фома это видел; в делах с ними всегда нужно было держаться осторожно; он знал уже, что в важных случаях никто из них не говорит того, что думает.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Атте ҫырӑвне вуланӑ хыҫҫӑн хам мӗн-мӗн шухӑшланине каласа пама та пултараймастӑп.

Трудно передать, что я перечувствовал и передумал, прочитав письмо отца.

17. Ирӗке кӑларнӑ тӑван вырӑнсенчен килекен хыпарсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анчах та ҫакан пек шухӑшланине фактсем татӑклӑнах сирсе яраҫҫӗ.

Но факты решительно опровергают такое предположение.

1. Ҫулпуҫ сӑмахӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Халӗ ӗнтӗ, — терӗм эпӗ, — манӑн йытта хӑй мӗн тума шухӑшланине тума ирӗк парӑр.

— А теперь, — сказал я, — разрешите моей собаке сделать то, что ей самой хочется.

Каштанка, Бишка, Запятайка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

— Пӗччен вӗҫетӗр-и? — ыйтрӗ вӑл, эпӗ мӗн шухӑшланине пӗлесшӗн тӑрӑшнӑ пек, куҫран пӑхса илсе.

— Полетите самостоятельно? — спрашивает он и пристально смотрит мне в глаза, словно хочет узнать, что сейчас у меня на уме.

14. Пӗр-пӗччен вӗҫетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хамӑр шухӑшланине тӑватпӑрах.

Быть того не может!

Листовкӑсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Олег мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлместӗп.

Не знаю, о чём думал Олег.

Тупа // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Веррес сана ҫакӑн пек паха та хӑрушӑ ӗҫе шанса панӑ пулсан, эсӗ вӑл пире хирӗҫ мӗн тума шухӑшланине те пӗлетӗн.

Если Веррес мог поручить тебе такое деликатное и опасное дело, это означает, что он тебя счел способным довести его до конца.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Шухӑшланине чӑна кӑларни — пысӑкран та пысӑк телей.

Это огромное счастье угадать.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех