Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шкула (тĕпĕ: шкул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ шкула та кайман, шыва та кӗнӗ пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ эпӗ.

Я, признаться, думала, что ты сбежишь с уроков купаться.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫемьере чи кӗҫӗнни - Арсений - Виҫпӳрт Шӑмӑршӑри пуҫламӑш шкула 4-мӗш класа ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24

Виҫпӳрт Шӑмӑршӑран ҫӳретчӗ Ирина Мискина Пуянкассинчи вӑтам шкула.

Куҫарса пулӑш

Кил вучахӗшӗн — ҫутӑ хӗлхем // Г.ИВАНОВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.05.24

— Халӗ ҫеҫ пӗчӗкҫӗччӗ, урамра чупса ҫӳретчӗ, ялти шкула вӗренме чупатчӗ.

— Только что были маленькие, на улице, в деревенскую школу бегал учиться.

Вӗсем пӗлеҫҫӗ // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 175–176 с.

Аслӑ хӗрӗ ӳссе ҫитсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ ӗнтӗ, кӗҫӗнни вара кӑҫал шкула кайма хатӗрленет.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи Хӗрлӗ площадьри парада хутшӑннӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

Эрне варринче хам турккӑлла вӗренме шкула ҫӳреттӗм.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Шӑнкӑртамри вӑтам шкула ҫӳренӗ.

Ходила в Шыгырданскую среднюю школу.

Телейӗ — юратнӑ ӗҫре // Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА. «Авангард», 2019.05.06

Енчен те 80-мӗш, 90-мӗш ҫулсенче аслӑ шкула вӗренме кӗрес тесен пӗр вырӑна темиҫе ҫамрӑк кӗрешнӗ пулсан паянхи кун вара хӑш-пӗр факультетсене университетсем пулас студентсене шыраҫҫӗ, йыхлавлаҫҫӗ.

Если в 80-х, 90-х годах, желая поступить в высшее учебное заведение за одно место боролись несколько молодых, сегодня же на некоторые факультеты университеты ищут, зазывают будущих студентов,

Ҫынсем ухмахлана пуҫланӑ-ши? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4757.html

Чӑн та, повеҫ хальхи шкула мар, политехнизацие пурнӑҫа кӗртичченхи тапхӑра сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

6 ҫултах шкула кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Анчах ҫакна лайӑх ас тӑватӑп: вӑтам шкула кӳршӗ ялтан ҫӳренӗ пулин те Генӑпа унӑн тусӗ Игорь Лепин шкула чи малтан ҫитетчӗҫ, урока нихӑҫан та кая юлман.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Яваплӑн пӗлтеретӗп: «ӐСЛӐЛӐХА – ШКУЛА» проект малалла та пурнӑҫланӗ кӑна мар, палӑрмаллах анлӑланӗ те.

Ответственно заявляю, что проект «Наука в школу» будет не только продолжен, но и значительно расширен.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

2017 ҫулта эпӗ Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствин тата Чӑваш патшалӑх университечӗн «Ӑслӑлӑха – шкула» проекта пурнӑҫлас енӗпе тунӑ пӗрлехи пуҫарӑвне ырларӑм.

В 2017 году я поддержал совместную инициативу Минобразования Чувашии и Чувашского государственного университета по реализации проекта «Наука в школу».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Кӗҫӗн ҫултисен ыйтӑвне татса памашкӑн ача садне, шкула ҫитетӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Каллех пӗр вузри ӗҫ-пуҫ аса килет: чӑннипех те талантлӑ, Турӑ чуптунӑ профессорсемпе доцентсем, вуза чыс кӳрекен ятсем Ястребов «паша» хуҫаланакан «мунча умӗнчи» пӑнтӑх-путлӑхӑн наркӑмӑшлӑ сывлӑшӗпе минреме пуҫласан, тӗрлӗ аслӑ шкула хӑвӑрт тарса пӗтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ачасене ӳстермелле, тӑхӑнтартмалла, шкула ямалла, ҫав вӑхӑтрах ӗҫе те ҫӳремелле, кил-ҫуртра та тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Шкула пырса кӗретӗн — пӗтӗм лайӑх учитель, пурте ҫирӗп профессионалсем, туслӑ коллектив.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Шкула кӗмӗл медальпе пӗтернӗрен вырӑс уйрӑмне ҫӑмӑллӑнах кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Калушӗсемпе пылчӑка пута-пута ҫул урлӑ шкула кӗчӗ.

Меся непролазную грязь галошами, она перешла дорогу и зашла в школу.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Пӗр чарӑнми сивӗ ҫумӑр лӳшкенӗ вӑхӑтрах халат вӗҫҫӗн шкула тухса утрӗ.

В один дождливый и непогожий день она в прямо в домашнем халате пошла в школу.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех