Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шкула (тĕпĕ: шкул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухне вӑл шӑпах шкул пӗтерсе аслӑ шкула вӗренме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Кӑҫал вара 35-мӗш шкула паттӑр подпольщик ятне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ара, текех ирсерен сумка ҫакса шкула утмалла мар.

Ведь уже не нужно ходить по утрам в школу повесив сумку.

Ачасене - тимлӗх // Эльвира ИВАНОВА. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Вунҫиччӗри хӗре, тӑван ялти шкула лайӑх пӗтернӗскере, унтах историпе нимӗҫ чӗлхине вӗрентме хӑварнӑ.

Семнадцатилетнюю девушку, на отлично закончившую школу в родной деревне, оставили преподавать историю и немецкий язык.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ӗнер ҫеҫ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен хӗрӗсене‚ ывӑлӗсене алӑран ҫавӑтса шкула пӗрремӗш хут хумхануллӑн илсе пынӑччӗ…

Как будто бы вчера родители с волнением привели первый раз в школу своих дочерей, сыновей...

«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Валериан килти ӗҫсене пурнӑҫлама ачаранах хӑнӑхнӑ, шкула кайичченех ҫӗрулми шуратма вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Кӗтерин вара ӑна тӑхӑнса шкула ачасене вӗрентме ҫӳрет.

А Катерина, одевая их, ходит в школу обучать детей.

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Вӑл та Муркаш шкулне, Шупашкарти пӗр аслӑ шкула лайӑх пӗтерчӗ.

И она успешно окончила Моргаушскую школу, одно из Чебоксарских высших учебных заведений.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Аслӑ шкула хӗрлӗ дипломпа пӗтертӗм.

С красным дипломом окончила высшее учебное заведение.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ара, вӗрентекенсен мӗн пенсие кайичченех шкула утмалла-ҫке…

Ведь учителям до самой пенсии нужно ходить в школу...

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тепӗртакран яш тӑван тӑрӑха таврӑнса Штанашри вӑтам шкула истори учительне вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

1940 ҫулхи авӑн уйӑхӗчченех ҫав шкула ертсе пынӑ, Хисеп хутне илме темиҫе хутчен те тивӗҫлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Эсӗ хулари шкула вӗренме ҫӳренӗрен вырӑсла калаҫса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Тӳпере вертолет вӗҫнине курсан пилот вырӑнне ларас килетчӗ. Хутран самолет туса выляма юрататтӑм. Шкула тӗрлӗ ҫар училищинчен час-часах килсе ҫӳретчӗҫ. Сызраньти офицерсемпе йӗркеленӗ тӗлпулу хыҫҫӑн летчик пулас ӗмӗт ҫирӗпленчӗ», — пӗлтерчӗ авиаци аслӑ училищин 2-мӗш курс студенчӗ.

"Когда видел летающий вертолёт хотелось сесть вместо пилота. Любил играть самолетиками из бумаги. В школу часто приходили из разных военных училищ. После встречи с офицерами из Сызрани, разгорелась мечта стать лётчиком", - сказал студент 2-ого курса высшего авиационного училища.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Икӗ шкула тума тата тӑваттӑшне реконструкцилеме тытӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫӗнӗ Вӗренер, Эҫпепе, Кивӗ Шулхан ачисем те вӑтам шкула пирӗн патӗнче вӗренсе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Маларах палӑртнӑ кун кӑҫал шкул пӗтерекенсем районти пур ялтан центрти пӗр-пӗр шкула е культура ҫуртне пухӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Хӑвӑр суйласа илнӗ аслӑ шкула чунпа парӑннӑ пулас эсир.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫӗнтерӳ Ялавӗн копийӗ кунти шкула ҫитнӗ, ӑна ҫамрӑк армеецсем историпе тӑван тавралӑх халӑх музейне упранма хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Вӑл савӑнсах шкула таврӑннӑ, ачасене вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫӗнтерӳ кунӗ - чи пысӑк уяв» // Алена Аршинова. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех