Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанчӑкне (тĕпĕ: шанчӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— «Мӗн ку, секрет-и?» шанчӑкне ҫухатма хӑраса ыйтрӗ Светлана.

— «Это что же, секрет?» — с надеждой спросила она.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хӑйне вӑл лашасемпе хӗрарӑмсене пӗлекенҫӗ, питӗ лайӑх ташӑҫӑ, ҫитменнине тата калама ҫук хӳхӗм те аристократлӑхӑн чи ҫӳллӗ тӳпине хӑпарса ҫитнӗн, анчах та, ҫирӗм тӑваттӑра кӑна иккенне пӑхмасӑр, ӗнтӗ пурӑнса курма та шанчӑкне ҫухатма ӗлкӗрнӗ ҫын евӗр шутлать, хӑйне ҫав тери пысӑка хурать.

Он был о себе высокого мнения, считая себя знатоком лошадей и женщин, прекрасным танцором и притом изящным, великосветским, но, несмотря на свои двадцать четыре года, уже пожившим и разочарованным человеком.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Шанчӑкне ҫухатнӑ Колчо аптранипе йынӑшса ячӗ.

Колчо застонал, охваченный безнадежным отчаянием.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пурнӑҫ ҫулӗ ҫине хӑй тӗллӗн тӑрсанах унӑн тӗн шанчӑкне ишсе антарчӗ.

Первая же встреча с жизнью расшатала его заветные убеждения.

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах пусмӑрта пурӑнакан пӗр халӑх та хӑҫан та пулин ҫӗнӗ пурнӑҫ курас шанчӑкне ҫухатмасть.

Но ни один порабощенный народ, как ни безнадежно его положение, не кончает с собой.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл хӑйӗн ҫирӗп шанчӑкне, ҫутӑ ӗмӗтне нихҫан та пӑрахман: крепоҫри чул арча пек пӗччен пӳлӗмре те, хурӑнлӑ ҫулпа ссылкӑна ӑсатнӑ чух та, Ҫӗпӗрти сивӗ те тӗттӗм каҫсенче те тӗрме пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ чиновниксем тӗпчесе ыйтнӑ чух та, — ҫамрӑк чух та, ватӑлсан та хайӗн ӗмӗтне пӑрахман.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

— О ҫук, тӑван ҫӗршывӑн шанчӑкне вӑхӑтсӑр пӗтерес килмест манӑн, — терӗ хура тумланнӑ хӗрарӑм, — йӑпанӑр, ачамсем.

— О нет, я не хочу, чтобы преждевременно погибала надежда отечества, — с такою же торжественностью произнесла дама в трауре, — утешьтесь, дети мои.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпир ӑна нимӗн чухлӗ те айӑплама пултараймастпӑр; Лопухов Верочкӑна хӑтарас пирки шанчӑкне ҫухата пуҫлани те тӗрӗс пулнӑ.

Мы нисколько не вправе осуждать ее; да и Лопухов не был неправ, отчаявшись за избавление Верочки.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах «Полици ведомоҫӗсенче» пӗлтерӳ ҫаплах пичетленет-ха, гувернантка шыракансем те килсех тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа Лопухов шанчӑкне ҫухатмарӗ.

Но объявления продолжали являться в «Полицейских ведомостях», продолжали являться и ищущие гувернантки, и Лопухов не терял надежды.

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Давыдов, кулкаласа, шанчӑкне ҫухатнӑ ҫын пек, аллине лӑштах сулчӗ.

Давыдов, посмеиваясь, безнадежно махнул рукой.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Ураран кӑна ӳкес марччӗ, ӳксенех тискерленсе кайӗҫ те — пӗлме ҫук — хӗнесе вӗлерсех пӑрахӗҫ. Вара ытла та ухмахла вилӗм пулать-ҫке, факт!» — шухӑшласа илчӗ вӑл, шанчӑкне кӗтсе куҫӗсемпе хир тӳпи еннелле пӑха-пӑха.

«Только бы не свалиться, а то озвереют и — чего доброго — заклюют до смерти. Вот глупая смерть-то будет, факт!» — думал он, с надеждой устремляя глаза на бугор.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнма ҫуратнӑ ҫынсем тинӗс ҫинче вилме патне ҫитни паллӑ, вӗсенчен пӗри, ҫӑлӑнас шанчӑкне ҫухатни, хӑй мӗн пӗлнине ывӑлне каласа хӑвармалла.

— Ему известно, что вот люди, созданные для земли, погибают в море и что один из них, не надеясь на спасение, должен передать сыну то, что он знает.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Ниҫтан пулӑшу кӗтмесӗр, ӗҫпе те выҫӑпа халтан кайса, кунсерен шанчӑкне ҫухатса пурӑнакан ҫынсем ҫав уйӑх ҫине, шӗвӗр ту тӑррисене, хура ҫӑвар пек ту хушӑкӗсене тата тӑшмансен шӑв-шавлӑ лагере енне хӑра-хӑра пӑхнӑ — пурте вӗсем вилӗме аса илтернӗ, вӑл ҫынсемшӗн ӗнтӗ пӗр ҫӑлтӑр та йӑпатмалла йӑлтӑртатман.

Не ожидая помощи, изнуренные трудами и голодом, с каждым днем теряя надежды, люди в страхе смотрели на эту луну, острые зубья гор, черные пасти ущелий и на шумный лагерь врагов — всё напоминало им о смерти, и ни одна звезда не блестела утешительно для них.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Хуҫа ассӑн сывласа илчӗ те, «шанчӑкне ҫухатнӑ» тенӗ пек, аллине сулчӗ.

Хозяин вздохнул и безнадежно махнул рукой.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Пӗлетӗр-и, — терӗ вӑл, шанчӑкне палӑртакан сасӑпа, — сире пӗлнӗренпе пӗр уйӑх хушшинче эпӗ нумай шухӑшларӑм, тӳсрӗм, пысӑк кӗнекене, ахаль кӑштах-кӑштах хам ӑшра вуланӑ пек…

Знаете ли, — сказала она с уверенностью в голосе, — в месяц, с тех пор, как знаю вас, я много передумала и испытала, как будто прочла большую книгу, так, про себя, понемногу…

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫапла Обломов пӑшӑрханать те, лӑпланать те; ҫав лӑплантаракан тен, мӗнле те пулин текен сӑмахсенче вӑл хӑйӗн шанчӑкне, йӑпанӑвне тупать пулас, ҫавӑнпа вӑл ҫак юлашки икӗ инкекрен ҫав сӑмахсемпе хӑтӑлма тӑрӑшрӗ.

Так он попеременно волновался и успокоивался, и, наконец, в этих примирительных и успокоительных словах авось, может быть и как-нибудь Обломов нашел и на этот раз, как находил всегда, целый ковчег надежд и утешений, как в ковчеге завета отцов наших, и в настоящую минуту он успел оградить себя ими от двух несчастий.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Тен, вӑл залра? — шанчӑкне ҫухатас килмерӗ арҫын ачан.

— Может она в зале? — с надеждой спросил мальчик.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Епле каласа парас иккен тӗл пулнӑ чухнехи пирвайхи минутсене, ун пит-куҫӗнчен пӑхса хам ӑсран кайса тӑнине, чуптунӑ хыҫҫӑн каллех пит-куҫне пӑхса тӑнине, ыйтма тытӑнсах хама-хам пӳлнине епле каласа парас-ши, эпӗ мӗн ҫинчен ыйтни тахҫан, пин ҫул каялла пулса иртнӗ-ҫке, вӑл Ленинградра пурӑннӑ чух мӗнле асапланса выҫӑхни питӗ хӑрушӑ пулнӑ пулсан та, мана курасса шанчӑкне ҫухатнӑ пулсан та, ҫавсем пурте иртнӗ ӗнтӗ, ҫухалнӑ, акӑ халь вӑл ман умра, эпӗ ӑна каллех ыталаса илме пултаратӑп — тупата, кӑна ӗненме те кансӗр!

Как рассказать о первых минутах нашей встречи, о беспамятстве, с которым я вглядывался в её лицо, целовал и снова вглядывался, начинал спрашивать и перебивал себя, потому что всё, о чём я спрашивал, было давно, тысячу лет назад… И как бы ни было страшно то, что она мучилась и умирала от голода в Ленинграде и перестала надеяться, что увидит меня, но всё это прошло, миновало, и вот она стоит передо мной, и я могу обнять её… Господи, этому невозможно поверить!..

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑй кӗтнӗ шанчӑкне пӳлнӗшӗн, эп вилменшӗн вӑл мана хамах хӗрхенме ыйтнӑ пек калаҫни мана уйрӑмӑнах тӗлӗнтерчӗ.

Это было очень странно — то, что он как бы искал у меня же сочувствия в том, что, вопреки его надеждам, я оказался жив.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Симӑн шанчӑкне пур тӗлӗшпе те тивӗҫлӗ пулма тӑрӑшатӑп.

Добьюсь доверия Симы во всем.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех