Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанмастӑп (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хам курнине хам та лайӑххӑн шанмастӑп, те тӗлӗкех пулчӗ вӑл, — халь куҫ умӗнче пулса иртнӗ пек».

Что, если мне приснится то же самое? я даже не уверена, точно ли то сон был, — так это происходило живо.

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Анчах пирӗн писарьсем ҫырнӑ хутсем лайӑх поэмӑсем пек пуласса шанмастӑп.

— Но не уверен, что бумаги, которые напишут наши писари, будут как хорошие поэмы.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл вилнӗ тенӗ сӑмаха шанмастӑп эпӗ.

Нет, слухам о его смерти я не верю…

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вара эс ҫавӑнтан кайран та Турци пӗтессе шанмастӑп тесен, сана урӑх нимӗн те каламӑп — нушалан ху шухӑшупах!..

И если ты скажешь, что и теперь не веришь в падение Турции, оставлю тебя в покое — мучайся на здоровье!..

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫавӑн пек пулмасӑр; эпӗ те, ун пекех, пӗтӗмпе хам аллӑмпа хыпашласа пӑхмасӑр шанмастӑп.

— Конечно; я, как и он, хочу все пощупать собственными руками.

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫийӗнчен тата, вӑл укҫа парасса та шанмастӑп эпӗ; кӑлӑхах ирттеретпӗр хаклӑ вӑхӑта.

К тому же я убежден, что он денег не даст; мы зря потратим драгоценное время.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ шӑпана шанмастӑп тесе кала ҫакӑн хыҫҫӑн! — терӗ Кандов.

Вот и не верь в судьбу! — сказал Кандов.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сире эп хам та шанмастӑп.

И я вам не верю…

ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпӗ те шанмастӑп, — ун хутне кӗчӗ Смион хаджи, — хаҫатҫӑсем вӗсем тикансем пекех халӑха лартаҫҫӗ.

— И я не верю, — поддержал его Хаджи Смион, — газетчики врут, как цыгане.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сирӗн ӑрӑмҫӑрсене шанмастӑп эпӗ, — тава кӗчӗ Марко, Мичо бай ҫав Мартын Задекӑна пӗр иккӗленмесӗр шаннине аса илтересле.

— Не верю я вашим пророкам, — спорил Марко, подразумевая Мартына Задеку, в которого благоговейно веровал Мичо.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ сире шанмастӑп».

Я вам не доверяю».

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпир пӗр-пӗр кӳршӗпе ҫапӑҫма тытӑнсан татахчӗ хуть, — ун чухне вӑл пуҫне тӑратма пултарӗччӗ, анчах халӗ эпӗ вӑл апла хӑтланнине шанмастӑп.

Другое дело, если бы мы сейчас с кем-нибудь из соседей завоевали, — тогда он мог бы обактивиться, а сейчас не верю я в его активность».

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑй каять манӑн, пуҫ ҫаврӑнать, эпӗ хама хам та шанмастӑп

Я слабею, у меня голова кружится, я не ручаюсь за себя…

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Пыратӑп Француз бульварӗ тӑрӑх, хам куҫӑма хам шанмастӑп.

Иду по Французскому бульвару и глазам своим не верю.

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпӗ Швабрин ҫинче чарӑнса тӑтӑм, ҫавна шанмастӑп.

Подозрения мои остановились на Швабрине.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

6. Санпа пӗрле хамӑр тӑшмансене мӑйракапа сӗксе ӳкерӗпӗр, хамӑра тапӑнакансене Санӑн ятушӑн урапа таптӑпӑр: 7. эпӗ хамӑн уххӑма шанмастӑп, хӗҫӗм те ҫӑлас ҫук мана; 8. хамӑр тӑшмансенчен пире Эсӗ ҫӑлӑн, пире курайманнисене намӑса хӑварӑн.

6. С Тобою избодаем рогами врагов наших; во имя Твое попрем ногами восстающих на нас: 7. ибо не на лук мой уповаю, и не меч мой спасет меня; 8. но Ты спасешь нас от врагов наших, и посрамишь ненавидящих нас.

Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех