Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗркуҫҫине (тĕпĕ: чӗркуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пробатов васкамасӑр, шухӑша кайса калаҫрӗ, пӗрре чӗркуҫҫине шӑлкаласа илчӗ, тепре, аллине тӑрук пуҫӗ патнелле ҫӗклесе, алюмини тӗслӗ, кӑвакарнӑ ҫӳҫне вӑльт-вальт сӑтӑркаларӗ.

Он говорил неторопливо, с мягкой раздумчивостью, то поглаживая колено, то вдруг вскидывая руку к голове и легким движением проводя по седым, тусклого алюминиевого блеска полосам.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени пӳрте кӗме шутламанччӗ, анчах, ашшӗн юлашки сӑмахӗсене илтсен, вӑл ҫирӗпех ҫапман хӑма шыраса тупрӗ те, ӑна хӑйпӑтса илсе (хӑйпӑтнӑ чухне чӗркуҫҫине ыраттарчӗ, аллине чӑрмалантарнипе юн тухрӗ), чӳрече витӗр кухньӑна кӗчӗ.

Она не собиралась осматривать дом, но, услышав последние слова отца, отыскала непрочно прибитую доску, оторвала ее и, больно ударив колено, исцарапав до крови руку, забралась через окно в кухню.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӗрарӑм ирӗксӗррӗн кулса илчӗ, — нӑкӑ-нӑкӑ кӗлеткипе пӗкӗрӗлсе, ҫара чӗркуҫҫине юбка аркипе туртса витрӗ.

Баба нехотя улыбнулась, перегнувшись полным станом, натянула на оголившиеся колени подол юбки.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл атаманецӑн чӗркуҫҫине ыталаса тытрӗ.

Он обнял колени атаманца.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗри чӗлӗм мӑкӑрлантарса пычӗ, тепри чӗркуҫҫине винтовка затворӗпе ҫапӑнтарса утрӗ, виҫҫӗмӗшӗ тимлесех пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ пальто арки ҫине пӑхса пычӗ.

Один курил, другой на ходу стукал по колену затвором винтовки, третий сосредоточенно разглядывал измазанные полы своего пальто.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тимофей Ильич пӳрнисемпе ывӑлӗн чӗркуҫҫине чӑмӑртаса кулса ячӗ те ӳсӗрме пуҫларӗ.

Тимофей Ильич, сжимая пальцами колено сына, рассмеялся и закашлял.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗчӗкҫӗ те типшӗм ал тупанӗпе янахне тӗкӗлесе чавсаланнӑ май Корнилов, монголсенни пек йӑлтӑркка ҫутӑ куҫӗсене хӗстерсе, тепӗр аллипе Лукомскин чӗркуҫҫине сӗртӗнсе илчӗ.

Облокотившись, придерживая маленькой, сухой ладонью подбородок, Корнилов сощурил монгольские с ярким блеском глаза, ответил, касаясь рукой колена Лукомского:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

(Аманнисенчен пӗри, такмакласа калаҫма юратакан путеш салтак, кайран юлташӗсене, ятлӑ хӑнасем килсе ҫитнӗ самантра, нихҫанхинчен уяр та тӳлек ҫанталӑк тӑнӑ пулин те, госпиталь тӑрринчи хӗрлӗ хӗреслӗ ялав шуххӑн вӗлкӗшме пуҫларӗ тата госпитальпе тӗлме-тӗл ларакан парикмахерски вывески ҫинчи ҫӳҫӗсене шукӑлӗн кӑтралатнӑ арҫын, чӗркуҫҫине хуҫлатса пуҫ таянҫи пулса, реверанс туса илчӗ, тесе ӗнентерме тӑрӑшрӗ).

(Один из раненых, весельчак и балагур, уверял после товарищей, что к моменту приезда именитых посетителей госпитальный флаг с красным крестом вдруг буйно затрепыхался, несмотря на то что погода стояла на редкость ясная и безветренная, а на противоположной стороне, на вывеске парикмахерского заведения элегантный завитой мужчина сделал нечто похожее на коленопреклонное движение или реверанс.)

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ун патӗнче, ӳкнӗ чух ыраттарнӑ чӗркуҫҫине шӑлкаласа, Венгри гусарӗ тӑрать, хӑй ҫара пуҫӑнах.

Около нее без кепи стоял венгерский гусар, потирал ушибленное при падении колено.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр Тихон Кудеяров ҫеҫ, ыйхине пула хӗп-хӗрле хӗрелнӗскер, анаслакаласа сак ҫинчен анчӗ те нимӗҫ умне кукленсе ларса, унӑн чӗтрекен чӗркуҫҫине пӳрнисемпе перӗнчӗ, унтан ҫапла ыйтрӗ:

И только Тихон Кудеяров, очень румяный со сна, позевывая, слез с нар, сел на корточки перед пленным и спросил, дотрагиваясь пальцем до его подрагивающей коленки:

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унпа туслӑ калаҫнӑ чух ларма юратнӑ пек, комиссарпа юнашар ларчӗ те, унӑн чӗркуҫҫине пӳрнисемпе перӗнсе, текех чӑтса тӑраймасӑр: — Ну, мӗнле хыпарсем? Кала! — тесе ыйтрӗ.

Он сел рядом с комиссаром, как любил сидеть в дружеской беседе, и больше не в состоянии терпеть, опираясь пальцами на его колени, спросил: — Ну, какие новости? Рассказывай!

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Андрей, кӗтмен ҫӗртен аллаппипе чӗркуҫҫине ҫапса илчӗ те, хыттӑн мар, анчах пӑхӑнтармалла каласа хучӗ:

Неожиданно Андрей хлопнул ладонью по колену, сказал негромко, но властно:

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Кондратьев хӑйӗн аллипе Сергейӗн чӗркуҫҫине лӑпкаса илчӗ те ашшӗ пек кӑмӑллӑн йӑл кулчӗ.

— Кондратьев хлопнул рукой по колену Сергея и ласково, по-отцовски улыбнулся.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унӑн лаши электричество лампи ҫути ҫинче симӗсрех курӑнакан куҫӗсене кичемлӗн вылятать, пуҫне ҫавӑркалать, ассӑн сывласа хӑйӗн тутисемпе е кӗрӗк аркине, е хуҫа чӗркуҫҫине яра-яра илет; ҫапла вӑл: ан тарӑхтар, чӗлпӗре салтса аллуна йӗнер патне тӑсрӑн пулсан, лар тесе каласшӑн пулнӑ пекех туйӑнать.

Его конь скучающе косил зеленоватые яблоки глаз, блестевших на свете электрической лампы, и поворачивал голову, и вздыхал, и ловил упругими губами то полу шубы, то колено хозяина, как бы говоря: «Не дразни. Если отвязал повод и протянул руку к седлу, то садись…»

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хворостянкин картузне хывса, унпа чӗркуҫҫине ҫапса илчӗ, унтан уссине якаткаласа, ҫӗкленсе илчӗ те каллех ларчӗ.

Хворостянкин снял картуз, ударил им о колено, затем пригладил усы, привстал и снова сел.

XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫакӑн чухне вӑл пуринчен ытла электрооборудовани нарячӗсене епле майпа илнипе интересленчӗ; кун хыҫҫӑн ҫул ҫинчен илнӗ картузӗпе чӗркуҫҫине ҫапкаласа, сӑмах майӗн тенӗ пек, грузсем мӗнле хӑвӑртлӑхпа килесси, вӗсене васкатма «опытлӑ тӗкекен» кирлипе кирлӗ марри ҫинчен ыйтрӗ.

Более всего интересуясь тем, как были получены наряды на электрооборудование; после этого, подобрав картуз и ударив им о колено, спросил, какой скоростью идут грузы и не потребуется ли «опытный толкач».

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унтан вара вӑл ура кӗлине, пӳрнисене, чӗркуҫҫине хыпаласа пӑхрӗ — ыратмасть.

Тогда он стал ощупывать пятку, пальцы, голень, — крови не было.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Володя тахҫанах темиҫе хут та чӑмӑрӗпе ун урине ҫапрӗ; малтан чӗркуҫҫине, унтан ҫӳлерех те.

А Володя уже давно несколько раз кулаком ударил его сперва по колену, потом выше.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Эпӗ каланӑ! — виртлешрӗ те ӑна арӑмӗ, хӑй пекех, пӗчӗк кӗре ал лаппипе чӗркуҫҫине ҫатлаттарса ҫапрӗ.

— Я сказал! — передразнила его жена и тоже, как и он, ударила маленькой смуглой ладонью по колену.

IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хытӑ пӑлхансан е мӗншӗн те пулин вӑтансан, вӑл яланах ҫапла ташлакалать: е пӗр чӗркуҫҫине, е теприне малалла кӑлара-кӑлара хурать, хулпуҫҫийӗсене ҫавӑрттаркалать, мӑйне тӑса-тӑса тӳрлеткелет, уснӑ аллисен пӳрнисене турткалашуллӑн хускаткалать.

Он всегда так танцевал, когда сильно волновался или смущался чем-нибудь: выдвигал то одно, то другое колено вперед, поводил плечами, вытягивал и прямил шею и нервно шевелил пальцами опущенных рук.

III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех