Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнетпӗр (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлетӗн-и, Сима, мӗншӗн ӑна ҫапла чӗнетпӗр?

— Знаешь, Сима, откуда его так зовут?

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Батюшка Петр Андреевич! кӗрӗрех, хапӑл туса чӗнетпӗр.

Батюшка Петр Андреич! войдите, милости просим.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ахваниҫ, ҫук ӗнтӗ, санах чӗнетпӗр.

Афанасий, не волнуйся, тебя же позовём.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫамрӑксене вӗрентме таврари ӑстасене чӗнетпӗр.

С мастер-классами приглашаем мастериц со всей округи.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

«Осипов, ӑҫта эс?» — чӗнетпӗр эпир.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

В.А.Дедушкин таврапӗлӳҫӗпе хулари чӑваш центрӗ йӗркеленӗ уяв юрри-ташшисене итлесе курма сире те чӗнетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Акатуй — ӗҫпе кану уявӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Кашнинпех уйрӑм ӗҫлетпӗр, тӗрлӗ мелпе хавхалантаратпӑр: Тав хучӗ, открытка паратпӑр, шӑнкӑравласа хамӑр пата чӗнетпӗр.

С каждым работаем отдельно, поощряем по разному: вручаем Благодарственные письма, открытки, приглашаем к себе по телефонному звонку.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Паллах, вӗсене донаци хыҫҫӑн тепӗр 6 уйӑхран станцие килме чӗнетпӗр.

Естественно, после донации просим их придти на станцию через 6 месяцев.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Районта пурӑнакансене пурне те майӑн 9-мӗшӗнче «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшӑнма чӗнетпӗр!

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

12. Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмӑрсем, ӳте пӑхӑнса пурӑнмашкӑн эпир ӳте парӑмлӑ мар: 13. эсир ӳте пӑхӑнса пурӑнатӑр пулсассӑн, вилӗмрен хӑтӑлаймӑр; ӳт ӗҫӗсене Сывлӑшпа пӗтеретӗр пулсассӑн, чӗрӗ пулатӑр: 14. Турӑ Сывлӑшӗ кӑтартнипе ҫӳрекенсем пурте — Турӑ ывӑлӗсем, 15. мӗншӗн тесессӗн эсир чуралӑх сывлӑшне йышӑнмарӑр, вӑл сире каллех хӑратса тӑнӑ пулӗччӗ, эсир ывӑллӑха кӗртекен Сывлӑш илтӗр, ҫав Сывлӑш урлӑ эпир Турра: «эй Авва, Аттемӗр!» тесе чӗнетпӗр.

12. Итак, братия, мы не должники плоти, чтобы жить по плоти; 13. ибо если живете по плоти, то умрете, а если духом умерщвляете дела плотские, то живы будете. 14. Ибо все, водимые Духом Божиим, суть сыны Божии. 15. Потому что вы не приняли духа рабства, чтобы опять жить в страхе, но приняли Духа усыновления, Которым взываем: «Авва, Отче!»

Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Галаадӑн аслӑ ҫыннисем Иеффая каланӑ: эпир сана хамӑрпа пӗрле пыма, Аммон ывӑлӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма чӗнетпӗр, эпир сана пӗтӗм Галаад халӑхӗн пуҫлӑхӗ пулма ыйтатпӑр, тенӗ.

8. Старейшины Галаадские сказали Иеффаю: для того мы теперь пришли к тебе, чтобы ты пошел с нами и сразился с Аммонитянами и был у нас начальником всех жителей Галаадских.

Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Врач амбулаторине ҫеҫ мар, ялсенчи фельдшер пункчӗсене те специалистсене чӗнетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех