Шырав
Шырав ĕçĕ:
Милӗкӗ черчен, чулӗ мерчен — чӑмӑр мунчана! — пилӗк таран ҫарамас асатте икӗ аллинче икӗ ҫыхӑ курӑка лӑстӑр-лӑстӑр силлесе тӑра парать.
Асамлӑ кӗсье // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 68–72 с.
Григорий, ирӗксӗр кулӑпа ейӗлсе, аллине ун ӑшӑ ҫапакан чӑмӑр чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ.Григорий невольно улыбнулся и положил руку на ее теплое круглое колено.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аллисемпе арҫын пек сарлакан хӑлаҫланса ишекен Дарья ҫине киленсе пӑхса, Дуняшка шыва пилӗк таран кӗрсе тӑчӗ, питне ҫурӗ те кӑкӑрне тата хӗвел ҫинче пӗҫерекен пулнӑ тулли ӳтлӗ чӑмӑр хулӗсене йӗпетрӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Арча ҫинче ҫак япаласем: Григорий курман темле системӑллӑ ручной пулемет, бинокль йӗнни, патрон цинкӗсем, хурарах чӑмӑр авӑрлӑ, яка та тӗксӗм кӑвак кӗпҫеллӗ вӗр-ҫӗнӗ карабин.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Богатырев, шакла кастарнӑ, тӗксӗм те арпус пек чӑмӑр пуҫне сӑтӑркаласа, аялтан тӑхӑннӑ таса мар кӗпе вӗҫҫӗнех сӗтел хушшине пырса ларчӗ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий унӑн чӑмӑр пӗвӗ-сийӗпе ҫӳллӗ кӑкӑрӗсем ҫине сӑнасарах пӑхса илчӗ те салхуллӑн та кӳренерех шухӑшларӗ:Григорий поглядывал на ее округленный стан, на крутые скаты грудей, с грустью и досадой думал:
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кусем Хопер округӗнчи хӗрлӗ казаксем маррине Григорий пӑхсах уйӑрса илчӗ: учӗсем Дон урхамахӗсем мар, — лутака та чӑмӑр кӳлепеллӗ, ҫитменнине хӳрисене касса кӗскетнӗ; казаксем вара нихҫан та ут хӳрине касса лаша нӗрне пӑсмаҫҫӗ.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗрлисем ҫӗнӗ вӑйсем туртса килчӗҫ, тӑшмана чышса яма чӑмӑр хатӗрлерӗҫ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн йӑлтӑркка хӑмӑр тӗслӗ, хура ӗҫре пирчесе хытнӑ чӑмӑр пӳрнисем, пӗр хутланмасӑр, кӑшласа пӗтернӗ ҫинҫе ручкӑна тытнӑ.Толстые, мозолистые, воронено-черные пальцы, не сгибаясь, держали ученическую обгрызанную ручку.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн пӗтӗм шӑм-шакӗ, кӑкӑрӗпе аллисенче пӑралук пек туртӑнса тӑракан чӑмӑр шӑнӑрӗсем ҫак ҫынра улӑпла вӑй тапса тӑнине палӑртаҫҫӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Е эсӗ чӑн та ҫапла чӑмӑр пулса кайрӑн-и?..
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Часах вӑл кӗҫӗн лейтенантсем патне ҫитрӗ, улттӑмӗш хӑма ҫинче чӑмӑр питлӗ, вӗрсе хӑпартнӑ пек кӳпшек питҫӑмартиллӗ, кулса тӑракан куҫлӑ, пысӑк хӑлхаллӑ паллакан ҫын сӑнне курчӗ.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ку ун чи юратнӑ кӗпи пулнӑ, ӑна вӑрҫӑчченех шурӑ пиртен горецсен бешмечӗ евӗрлӗ ҫӗленӗ: урлӑ-пирлӗ машина ҫӗвви чуптарнӑ ҫӳллӗ ҫухаллӑ, ҫанӑ вӗҫӗсем сарлака, пӑрҫа пысӑкӑш чӑмӑр тӳмисене пӗр ӗрет янах айӗнчен пуҫласа пиҫиххи таранах лартса тухнӑ, — пӗр сӑмахпа каласан, ку казак кӗпи ӗнтӗ, бриджипе тӑхӑнма килӗшекен кӗпе Сергей урӑх тупас та ҫук.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чапрас Лукешкӑн лӑкӑш-лакӑш пӳртӗнче, пайтахчен алланса суйланнӑ хыҫҫӑн, вун-вуник казакран пӗр чӑмӑр пулса тӑчӗ.В завалюхе Лукешки-косой после долгого отсева и отбора образовалось ядро человек в десять казаков.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тутисемпе чаплаттарса, ҫывӑхранах Сергей Платонович лӑкӑштатса иртсе кайрӗ, хӑйӗн жилетки айӗн хырӑмӗ чӑмӑр ҫӑмарта пек мӗкӗлтетсе пырать.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Мускаври технически училище студенчӗ — Боярышкин; хӑйне хӑй ҫав тери юратнипе тата туберкулёзпа халран кайса ҫитнӗ хыткан учитель Баланда; унпала пурӑнакан учительница, Марфа Герасимовна, чӑмӑр та ватӑлма пӗлми хӗр, яланах аялти юбкине нӗрсӗррӗн кӑларса ярса ҫӳрекенскер; почтмейстер, йӳнӗ духи шӑршипе сӗркӗч шӑрши кӗрекен кулӑшларах хусах ҫын, пӑнтӑхса кайнӑскер.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл, юханшыври яка чул пек чӑмӑр пуҫне ҫавӑркаласа, тута хӗрри айӗнчен чалӑш-тӗлӗш хура шӑлӗсене кӑтартса кулкаласа, никамран малтан урапа ҫине йӑва ҫавӑрнӑ пек кӗрсе ларчӗ.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Горницӑра, кашни кӗтессинех ҫаврака чӑмӑр лартса сӑрласа тунӑ йывӑҫ кроватьсӗр пуҫне, алӑк патӗнче тимӗрпе тыттарнӑ пысӑк арча ларать.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Володьӑран инҫех те мар, чӑмӑр пит-куҫлӑ, сарлака та каҫӑр сӑмсаллӑ ача сӗтел умне кукленсе, янахне сӗтел ҫине хурса хыҫалти стабилизатор оперенине мӗнле ҫыхӑнтарнине тӗрӗслет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володьӑна, ытлашши ҫитӗннӗ шкул ачи майла, чӑмӑр пуҫлӑ, сӑмси сӗвӗнсе пӗтнӗ, тӗсрен кайнӑ ҫӳҫлӗ инструктор Николай Семенович ҫырчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.