Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑвашсем (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пухӑннисене пурне те чӑн чӑвашсем тесе каларӗ, Наумова, унӑн ушкӑнне тата «Сувар» хаҫат редакцине уяв туса панӑшӑн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн асаттесен вӑй-хӑвачӗ — «Хусан чӑвашӗсенче» // Олег АЛЕКСАНДРОВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Пӗр-пӗр Кивӗ Пашьелӗнчен килсе куҫса ларнӑ-ши кунта чӑвашсем — калама йывӑр.

Переселились ли сюда чуваши из какой-нибудь Старой Пашьели — трудно сказать.

Яшпашьелсем // Константин МАЛЫШЕВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

Ютран куҫса килнӗ чӑвашсем кӑна тӗнчере тӑван чӗлхе те пурри ҫинчен аса илтереҫҫӗ яшпашьелсене — теччӗсем, элкелсем, ыттисем.

Только переехавшие чуваши напоминают о существовании родного языка в мире Иж-борискинцам — тетюшенцы, элкельцы, другие.

Яшпашьелсем // Константин МАЛЫШЕВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

Чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан районсенчен 300 яхӑн делегат пуҫтарӑнни чӑвашсен туслӑ пӗрлӗхне тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пулар! // Константин Яковлев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836)

Ҫакӑ эпир, чӑвашсем, пӗрле чухне тем те тума пултарассине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пулар! // Константин Яковлев. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836)

Нумаях пулмасть тӑван чӗлхесен эрнинче чӑвашсем те Фейсбукра ӑна тӑтӑш аса илни таҫти шӑплӑха юлмарӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Чӑвашсем учителе юмахри паттӑрпа танлаштарни те ытлашшиех мар пуль.

Это наверное не высокопарно, когда чуваши сравнивают учителя с сказочным героем.

Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27

Исеккел ялӗнчи чӑвашсем маларах хальхи Аслӑ Пӑла Тимеш ялне куҫса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Элкел ялӗнче пурӑнакансем нумайӑшӗ хӑйсен мӑн аслашшӗсем чӑвашсем пулнине пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Ваттисем каланӑ тӑрӑх - ӗлӗк-авал Элкел, Исеккел, Мӑрсиел ялӗсенче чӑвашсем те пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Чӑвашсем ку яла паянхи кун та Мӑрса ялӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14

Ку ӑна чӑвашсем те юратса вулани ҫинчен лайӑх каласа парать, темелле.

Это хорошо говорит о том, что и чуваши его читали с любовью.

«Робинзон Крузо» // Василий Хударсем. Чӑваш календарӗ – 1969. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 58 с.

Эпир- чӑвашсем ытти халӑх ҫыннисене хисеплетпӗр пулсан, лешсем те пире хисеплемелле, тесе шутлатӑп эпӗ.

Если мы, чуваши, уважаем другие народности, я считаю, что и они должны уважать нас.

Диагноз лартӑнчӗ, чӗрӗлмелле... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/blogs/comments/4954.html

Ҫапла ӑнланатӑп эпӗ, эпир — чӑвашсем — хамӑрӑн ачасемпе пулсан та чӑвашла калаҫма именнин сӑлтавне.

Куҫарса пулӑш

Диагноз лартӑнчӗ, чӗрӗлмелле... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/blogs/comments/4954.html

— Эпир — чӑвашсем, пирӗн хушша пӗр-пӗр вырӑс е урӑх халӑх ҫынни пырса кӗрсенех, пурте ҫав самантрах вырӑсла калаҫма пуҫламалла.

Куҫарса пулӑш

Диагноз лартӑнчӗ, чӗрӗлмелле... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/blogs/comments/4954.html

Пирӗн тӑван чӗлхене тиркекен чылай чӑвашсем паян хӑйсен ачисене вырӑс чӗлхине ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшнӑ пекех, паянхи нумай вырӑс та ачисене пурнӑҫра акӑлчанла калаҫма вӗрентме тӑрӑшнине куратпӑр.

Мы видим, как нынче многие чуваши, относящиеся снисхождением к своему родному языку, обучают детей только русскому языку, так и многие русские стараются обучать своих детей разговаривать на английском языке.

Малашлӑха пӑхса... // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/content/4947-%D0%9C% ... B0....html

Тепӗр кунне чӑвашсем малалла кайрӗҫ, эпӗ хам тивӗҫсене пурнӑҫласа Хусана таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

Чӑвашсем унта хутшӑнса пурнӑҫри тӗрекне шыраҫҫӗ, туссем, ҫӗнӗ тӗллевсем тупаҫҫӗ, ҫӗнӗ, чӑвашла ятсем илеҫҫӗ, – терӗ мероприятие уҫнӑ май ҫулҫӳревсене йӗркелекенӗ, Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Олег Михайлович Цыпленков.

Куҫарса пулӑш

«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

Тӗлпулӑва хутшӑннисем хушшинче Германие Шупашкартан куҫса кайнисем те, Ерӗнпур облаҫӗнчен тухса кайнӑ чӑвашсем те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Берлинта чӑвашсен иккӗмӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23176.html

«… Тӗрлӗ халӑх йышлӑ кунта: мӑкшӑсем те, ҫармӑссем те тӗл пулчӗҫ, анатри чӑвашсем вӗт шӑрҫапа эрешленӗ уяв тумӗ тӑхӑннӑ, пуҫне тутар тюпеттейӗ майлӑрах кӗмӗл тухья тӑхӑннӑ арӑмӗсемпе, хӗрӗсемпе.

Куҫарса пулӑш

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех