Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑвашсем (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах чӑвашла пӗлмен чӑвашсем те малашлӑхра, хальхи пек 400 пин мар, пӗр 500-600 пин ҫынна ҫитме пултараҫҫӗ.

В это же время и число чувашей не знающих чувашский может достичь в будущем, не как сейчас 400 тысяч, где-то 500-600 тысяч человек.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Миҫен эпир - хутла вӗреннӗ чӑвашсем?

Сколько нас - обученных грамоте чувашей?

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Ӑса вӗреннӗ пирӗн чӑвашсем тахҫантанпах ӗнтӗ тӗнчене тухасшӑн касӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Унӑн пултарулӑхне чӑвашсем кӑна мар, ытти халӑх ҫыннисем те пысӑка хурса хакланӑ, хаклаҫҫӗ, хаклӗҫ те.

Куҫарса пулӑш

Поэзи, ҫамрӑклӑх, малашлӑх... // Ольга Иванова. «Тантӑш», 2014,09,10

Ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи халӑх шӑпи пирки пуҫӗсене ватакансем чӑвашӑн пурнӑҫӗ Раҫҫей империйӗнчи, тата каярах вӑл арканнӑ ишӗлчӗкӗсенчен йӗркеленнӗ политика системисенче хамӑрӑн вырӑн мӗнлерех пулассине тупса палӑртса хӑварасси пирки шутланӑ, калаҫнӑ пулсан ҫирӗммӗш ӗмӗр вӗҫлемӗшӗнчи паттӑрсем чӑвашсем малтан Совет Союзӗнче, каярахпа Раҫҫей Федерациӗнче ытти халӑхсемпе пӗр тан пулса хӑйсене хӑйсем тулли праваллӑ патшалӑх субъекчӗ пек туйса, ӑна ҫавӑн пек палӑртса „Мускава» уйрӑм полномочисем анчах уйӑрса памалли пирки шутланӑ та, ӗҫленӗ те.

Куҫарса пулӑш

Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html

Пирӗн чӑвашсем те ӳксе юлман.

Куҫарса пулӑш

Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18

Калӑпӑр, чӑвашсем нумаййӑн Мускава ҫул тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Шкулта вӗреннӗ чухне пире вырӑссем ҫӗр ӗҫченӗ пулнӑ тесе вӗрентетчӗҫ, чӑвашсем имӗш ҫӗр ӗҫне вӗсенчен вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Нивушлӗ эпир, чӑвашсем, тымарсӑр йывӑҫ пек ҫил ӑҫталла вӗрет, ҫавӑнталла вӗҫетпӗр?

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Имӗш чӑвашсем ытла та хавшак, хӑйсен тӑрӑхне усӑ парас вырӑнне ют ҫӗрсенче ӗҫлесе унти экономикӑна ҫӗклеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Анчах юлашки вӑхӑтра эпир, чӑвашсем, мӑн асаттесен-асаннесен пилӗсене пӑсма пуҫларӑмӑр-ши?

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Ҫав хушӑра эпир, чӑвашсем, самаях вӑйлантӑмӑр пулас: пирӗн халӗ темиҫе театр, темиҫе аслӑ вӗренӳ заведенийӗ, самаях интереслӗ кӗнекесемпе савӑнтаракан кӗнеке издательстви пур, тата ытти пуянлӑхсем те пур (патшалӑх паллисемпе ҫыхӑннисем).

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Эпир, чӑвашсем, ҫав халӑх культурине упраса хӑварман-ши?

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Чӑнах та чӑвашсем ҫинчен халӑх аристокрачӗсем теме май пур пуль: чӑваш хӑйне сӗтел хушшинче тирпейлӗ тытать; ӗҫре питӗ чыслӑ; ӗҫе юратса, тӗплӗн пурнӑҫлать; тус-тӑванпа килӗштерме тӑрӑшать; ҫут тӗнче ҫине ырӑ сунса пӑхать; ытти халӑх ҫыннисене те ырӑ сунать; кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен ҫӳллӗ шайра пулнине юратать; ҫипуҫ тирпейлӗхне пысӑка хурать; ҫын ӗҫре маттур-тӑк, йӗркеллӗ, чыслӑ пурӑнать-тӑк «ку — лайӑх ҫын» тесе палӑртать; ҫын ӳркевлӗ-тӗк, пысӑкрах ҫулпа утать-тӑк, «ку — начар ҫын» тесе палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Чӑвашсем ӗҫлекен ӗҫлекен столовӑйӗнче ӗҫлетӗн — пӗтӗм ҫӗрте тасалӑх хуҫаланать, ҫамрӑк хӗр-поварсем чӑлт шурӑ илемлӗ ҫипуҫсемпе, хӑйсем те артисткӑсем пек капӑр тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Темле хулана куҫаҫҫӗ пулсан та чӑвашсем ҫав-ҫавах хӑйсен тымарӗ патнех туртӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Сӑмахӗ кунта кӗрлевсем пирки ҫеҫ мар, хальхи чӑвашсем пирки.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Манӑн аттепе анне — чӑвашсем.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

— Эпӗ ҫуралса ӳснӗ Нурӑс салинче вырӑссем те, чӑвашсем те пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Чӑвашсем пике илемне сӑнланӑ май тута пирки калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех