Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупкаласа (тĕпĕ: чупкала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн, тӑванӑм, ӗмӗр тӑршшӗпех ӑйӑрсем тавра чупкаласа ҫӳремелле мар ӗнтӗ.

Мне, брат, всею жизню при жеребцах не крутиться.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗтӗм халӑх алӑк патне пырса тӑрӑнать, Эрхип чиркӳ тӑрӑх чупкаласа ҫӳрет, ик аллине шарт ҫапать те: «Акӑ, тинех ҫаклантӑм иккен эпӗ! Халӗ ӗнтӗ пӗтрӗм!» — тесе кускалать.

Народ весь в дверях душится, а Архип бегает по церкви, остановится, плеснет руками и кажет: «Ось колы я попався! От попався, так вже попався!»

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗлӗкхинчен уйрӑмми кунта ҫакӑ ҫеҫ: халь вӑл хӑй пуяссишӗн мар, колхозшӑн тӑрӑшнипе ҫапла хутор тӑрӑх чупкаласа ҫӳрет, унта-кунта кая-кая килет, тӗрлӗрен ӗҫсемпе чӑрманать.

Лишь с тою существенной разницей, что теперь он мотался по хутору, в поездках, в делах уже не ради личного стяжания, а работая на колхоз.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хутор тӑрӑх йытӑсем пыршӑ-пакартасем сӗтӗрсе чупкаласа ҫӳреме тытӑнчӗҫ, нӳхрепсемпе кӗлетсем аш-какайпа тулса ларчӗҫ.

По хутору собаки начали таскать кишки и требушки, мясом наполнились погреба и амбары.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хуторта нумаях пурӑнмарӗ вӑл: сарайӑн ҫӗрме пуҫланӑ юписемпе каштисене тӳрлеткелерӗ, икӗ теҫеттин ҫӗр сухаласа пӑрахрӗ, унтан пӗр кун кунӗпех пӗчӗк ывӑлӗпе выляса ирттерчӗ, ӑна салтак пурнӑҫӗн шӑрши витӗрех ҫапнӑ мӑйӗ ҫине лартса ҫӳрерӗ, пӳлӗм тӑрӑх чупкаласа кӑтартрӗ, кулчӗ-ахӑлтатрӗ.

Прожил он в хуторе недолго: поправил подгнившие сохи и стропила сараев, вспахал две десятины земли, потом как-то целый день пестовал сынишку, сажал его на свою вросшую в плечи, провонявшую солдатчиной шею, бегал по горнице, смеялся.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл унта та, кунта та чупкаласа ҫӳрерӗ, края, Мускава хутсем ҫырса пӑхрӗ.

Он было помыкнулся туда и сюда, бумажки писал в край и в Москву.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Площадьре хаҫат сутса ҫӳрекен ҫын хӑйне лапчӑтса пӑрахма хатӗр трамвай вагонӗсем, пур енчен те киле-киле тухакан вагонсем хушшинче чупкаласа ҫӳренине курсан, «Мов» хӑй кулать.

Но «Mob» сама смеется, когда она видит, как на площади торговец газетами мечется среди вагонов трамвая, с трех сторон набегающих на него, грозя раздавить.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

— Эсир ан таптӑр ҫеҫ, ҫул ҫинчен ан тухӑр! — хӗрарӑмсем тавра чупкаласа ҫӳрерӗ Семушкин.

— Тетеньки, вы только не потопчите чего, не сходите с дорожки! — умолял Семушкин, бегая вокруг женщин.

37-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗтерет, «Коншаковкӑна», пӗтерет! — кӑшкӑрса ячӗ Маша, вӑл участокра чупкаласа ҫӳрет, сасартӑк пӗчӗк чӑмӑрӗпе юнаса.

— Побьет «коншаковку», побьет! — закричала Маша, бегая по участку, и вдруг яростно погрозила грозовой туче маленьким кулаком.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька ҫӗр ҫинчен лаптак чул кумккине йӑтса илчӗ, чупкаласа ҫӳрерӗ, ҫиле хирӗҫ меллӗн вӑркӑнтарчӗ.

Санька поднял с земли плоский голыш-камень, разбежался и ловко, как умеет только мальчишка, метнул его навстречу ветру.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Долинка ачасем пӗр-пӗринпе килӗштернине, мирлешнине тавҫӑрса илнӗ пекех, пахчана сиксе кӗчӗ, урисене чӑрсӑр ыткӑнтарса ача-пӑчасем тавра чупкаласа ҫӳрерӗ.

Долинка, точно догадавшись, что между ребятами полный мир и согласие, скакнула в огород и, лихо взбрыкивая ногами, принялась бегать вокруг ребят.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Феня кӑшкӑра-кӑшкӑра чупкаласа ҫӳрерӗ, унтан кӗрепле шыраса тупрӗ те вӗлтӗрене пахча карти патӗнчи шӑтӑк патнелле тураса пуҫтарма тытӑнчӗ.

Феня посуетилась, покричала, потом отыскала грабли и принялась сгребать крапиву в яму около изгороди.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ эсӗ, Маша, мулкач тӗтӗрнӗ пекех, сиккелесе, чупкаласа ҫеҫ ҫӳретӗн.

Вот ты, Маша, все бегом да вприпрыжку, словно за зайцем гонишься.

22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Арҫын ачасем Петька Девяткин унталла-кунталла чупкаласа ҫӳренине кула-кула пӑхса ларчӗҫ.

Мальчишки с веселым оживлением следили, как Девяткин бегал из стороны в сторону.

9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анисья малтанхинчен те ҫивӗчленчӗ, мӗншӗн тесен ӗҫ нумайланчӗ: вӑл яланах чупкаласа ҫӳрет, кил хуҫи арӑмӗ хушнипе ӗҫлет.

Анисья стала еще живее прежнего, потому что работы стало больше: все она движется, суетится, бегает, работает, все по слову хозяйки.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Няня кунӗпех, кунне-ҫӗрне чупкаласа ирттерет: е вӑл ачашӑн хавасланать, е тертленет, е ача ӳксе сӑмсине ҫӗмӗрсе пӑрахасран хӑраса ӳкет, е ачашланнипе кӑмӑлне ҫемҫетет, е унӑн малашнехи пурнӑҫӗ ҫинчен уҫӑмсӑррӑн хурланать: ҫакӑнпа ҫеҫ тапать унӑн чӗри, ҫак шухӑшпа ҫеҫ ӑшӑнать карчӑк юнӗ, ыйхӑллӑ пурнӑҫӗ те аран-аран кӑна тытӑнкаласа тӑрать, ҫаксем пулман пулсан, унӑн ӗмӗрӗ те тахҫанах иртсе кайнӑ пулӗччӗ-и, тен.

И целый день, и все дни и ночи няни наполнены были суматохой, беготней: то пыткой, то живой радостью за ребенка, то страхом, что он упадет и расшибет нос, то умилением от его непритворной детской ласки или смутной тоской за отдаленную его будущность: этим только и билось сердце ее, этими волнениями подогревалась кровь старухи, и поддерживалась кое-как ими сонная жизнь ее, которая без того, может быть, угасла бы давным-давно.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Ытти ҫынсем» ырми-канми ӗҫлеҫҫӗ, тӗлсӗр чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, — терӗ Обломов; — ӗҫлемесен, ҫиеймеҫҫӗ.

«Другой» работает без устали, бегает, суетится, — продолжал Обломов, — не поработает, так и не поест.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Икӗ юпа хушшине карнӑ пралук тӑрах Рудько ятлӑ йытӑ темле йӳҫҫӗн кулнӑ пек чупкаласа ҫӳрет.

На проволоке между двумя столбами бегала, кисло улыбаясь, собака Рудько.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ашӑм тавра пӗр ватӑ старик чупкаласа ҫӳрет, вӑл йывӑҫ сенӗкпе тулла силлесе, ӑна лаша урисем айне пӑрахса пырать.

По кругу бегал старик, шевеля деревянными вилами пшеницу и подбрасывая ее под ноги лошадям.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кунӗ, пирӗн кӑмӑлшӑн тенӗ пекех, питӗ аван, ачасем чупкаласа ҫӳреме, чикеленме пуҫларӗҫ.

Денек выдался хороший, и ребята радовались возможности побегать, покувыркаться.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех