Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунӗнче (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тӑван Енӗм — Патӑрьел» документ фильмӗ ҫак тӑрӑх ҫыннисен чунӗнче мӑнаҫлӑх туйӑмне вӑйлатни пӗрре те иккӗлентермест.

Куҫарса пулӑш

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Чунӗнче шанӑҫсӑрлӑх йӑва ҫавӑрчӗ.

Он был настроен мрачно и готов на все.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасен чунӗнче каллех темтепӗр курассишӗн ҫунасси чӗрӗлсе кайрӗ.

Дух приключений снова ожил в мальчиках.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ашшӗн ҫуралнӑ кӗтесӗнче пулни Маргарита Климентьевнан чунӗнче хумхану туйӑмне вӑратни тӳрех палӑрчӗ.

Сразу стало видно, что пребывание Маргариты Климентьевны на месте рождения ее отца пробуждает чувство волнения на душе.

Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr

Кремль ачасен чунӗнче уйрӑмах пысӑк туйӑм хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06

А. Волковӑн вара пачах тепӗр майлӑ: этем организмне тарӑнрах, пур енлӗ тӗпчесе пӗлсен, ҫӗр-ҫӗр ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварса сумлӑ ят илнӗ хыҫҫӑн чунӗнче пултарулӑх ҫӑлкуҫӗ тапма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

«Эпӗ - Раҫҫей ҫынни!» ӑнлав политикӑри пушӑ аргумент ан пултӑр, ҫӗршывра пурӑнакан кашни ҫын чунӗнче мӑнаҫлӑх туйӑмӗ вӑраттӑр.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей вӑй-хӑвачӗн пысӑк уявӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 09.06.17

Шиклӗх унӑн чунӗнче тарӑн тымар ярать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Вӑл аманнӑ чунӗнче ӑна ҫухатнӑн туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Пӗрремӗш ҫапӑҫӑва кӗме чунӗнче хатӗрленчӗ...

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кашниех чунӗнче хӑйне Валя тата Катюк вырӑнӗнче туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӑл чунӗнче хавхаланса правление ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫак туйӑмсем ача чунӗнче ҫирӗппӗн тымарланччӑр тесе интереслӗ программӑсем хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Анчах ытла та хаваслӑ, ялан йӑл кулакан ҫын чунӗнче тунсӑхпа пӗчченлӗх хуҫаланать теҫҫӗ…

Однако, говорят, что у очень веселых, всегда улыбающихся людей в душе господствует тоска и одиночество.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Вӑл канакансен чунӗнче мӗнлерех кӑмӑл-туйӑм хӑварнине пӗлес тӗллевпе сменӑн юлашки кунӗнче Шупашкартан инҫе мар вырнаҫнӑ «Чӑваш Ен ахахӗ» санатори-сиплев комплексне ҫитсе куртӑмӑр.

Чтобы узнать какие впечатления он оставил в душе у отдыхающих, в последний день смены побывали в санаторно-оздоровительном комплексе "Жемчужина Чувашии", расположенного неподалеку от Чебоксары.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫак самант лӑпкӑн иртет, анчах кураканӑн чунӗнче канлӗ мар, тем пулассӑн туйӑнать.

Этот момент проходит спокойно, но вызывает у зрителей беспокойство, кажется что-то должно случиться.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Ҫемьере, ҫын чунӗнче пулса иртекен синкерлӗ пулӑмсем те айккинче тӑрса юлчӗҫ.

И разрушительные явления в семье, в человеческой душе оказались не затронутыми.

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

1. Ӗнтӗ ҫапла хушса ҫырнӑ ҫыру ҫитнӗ вырӑнта пур ҫӗрте те суя тӗнлӗ ҫынсем халӑхпалан ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттернӗ, вӗсен чунӗнче тахҫанах тымар янӑ курайманлӑх чӑрсӑррӑн тапса тухнӑн вӗсем хавассӑн кӑшкӑрашнӑ.

1. Везде, куда приходило это повеление, у язычников учреждались народные пиршества с радостными кликами, как будто закореневшая издавна в душе вражда теперь обнаружилась дерзновенно.

3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ырӑ сӑмах калакан ырринех тутанать, саккуна пӑхӑнман ҫынсенӗн чунӗнче вара — усаллӑх.

2. От плода уст своих человек вкусит добро, душа же законопреступников - зло.

Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Пыра-киле Иоас чунӗнче Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӗнетес шухӑш ҫуралнӑ, 5. вӑл вара священниксемпе левитсене пуҫтарнӑ та каланӑ вӗсене: Иудея хулисем тӑрӑх кайӑр та Турӑ Ҫуртне ҫулсеренех тимлӗн тытса тӑма Израильре пурӑнакансенчен пуринчен те кӗмӗл пуҫтарӑр; ку ӗҫре васкаварлӑ пулӑр, тенӗ.

4. И после сего пришло на сердце Иоасу обновить дом Господень, 5. и собрал он священников и левитов и сказал им: пойдите по городам Иудеи и собирайте со всех Израильтян серебро для поддержания дома Бога вашего из года в год, и поспешите в этом деле.

2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех