Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чикетӗн (тĕпĕ: чик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сикекен чире ертнӗ, тепӗр темиҫе кунран ҫӗре чикетӗн мана.

Я заражен, и через несколько дней ты меня хоронить будешь.

XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Мӗн эс вӗсен юратӑвне ҫӗр айне вӑхӑтсӑр чикетӗн, тӑхлачӑ!

— Чегой-то ты, бабка, любовь их хоронишь!

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Чӳрече кантӑкӗсене ҫапса ҫӗмӗрӗн-и е ҫӗҫӗпе чикетӗн?

Стекла мне в курене побьешь или ножом зарежешь?

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ӑҫта пуҫна чикетӗн, ухмах!

— Куда лезешь, полоумная!

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эх, чикетӗн те, эсрел пуҫӗ! —

— Эх, резак, к чертовой матери! —

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Рабочисене тата ӑҫта чикетӗн?

А рабочих куда денешь?

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Путекӗсене ӑҫта кайса чикетӗн?..

Ягнят куда денешь?..

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Авланас умӗнех пӗрре, авӑн ҫапнӑ чух, йӗтем ҫинче, Петро унтан: — Гришка, Аксинйӑна ӑҫта чикетӗн ӗнтӗ? — тесе ыйтнӑччӗ.

Еще перед женитьбой, как-то на току во время молотьбы, спросил Петро: — Гришка, а как же с Аксюткой?

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑмакана ҫӑкӑрсем лартмастӑн эсӗ, тӑшмана чикетӗн

Ты не хлебы в печку сажаешь, а врага колешь…

XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эсӗ, пӗлсе тӑр, пирӗн урапа кустӑрмине патак чикетӗн, вӑт мӗн хӑтланатӑн эсӗ!

Ты, имей в виду, палки нам в колеса вставляешь, вот чем ты занимаешься!

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫук, тӑванӑм, ҫитменнине тата сӑмсуна каллех кирлӗ мар ҫӗре чикетӗн».

Шалишь, брат, и опять же в чужие дела нос суешь».

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑҫта чикетӗн хӑвӑн пысӑк чышкуна?

Да куда суешься-то с кулачищем?

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

— Ӑҫта халех ҫӑвара чикетӗн?

— Куда же ты тянешь в рот.

XXIII. Гаврик пичче // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Акӑ эсӗ секретарь пулсан, мӗншӗн-ха эпӗ яшка пӗҫернӗ ҫӗре пушмакна чикетӗн?

— Если ты секретарь, зачем туфли совать, где я готовлю?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кирила Петровича курсассӑнах, хӑраса ӳкетӗн чӗтрене ерсе пуҫна чикетӗн, келеткӳ хӑех аялалла авӑнать, авӑнатех вара…

Как увидишь Кирила Петровича, страх и трепет, и краплет пот, а спина-то сама так и гнется, так и гнется…

V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех