Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

черетсем (тĕпĕ: черет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лавккасем патӗнче черетсем кварталӗпех тӑсӑлса каятчӗҫ.

Очереди у лавок растягивались на кварталы.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Аялта кӗрешнӗ сасӑсем, тарӑхса хӑрӑлтатнисем, кӑшкӑрашусем, ятлаҫусем, ҫапнисем тата пистолетпа кӗскен-кӗскен пенисем, автоматпа шикленсе пенӗ вӑрӑм черетсем илтӗнсе тӑнӑ.

Внизу уже слышались звуки борьбы, яростное хрипение, крики, брань, глухие удары и стрельба: короткие хлопки пистолетных выстрелов и длинная дробь испуганной автоматной очереди.

Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.

Сайра лавсем хушшинче мӗскӗн тӗслӗ черетсем тӑнӑ: ҫӗтӗк пушмаксем тӑхӑннӑ, ватӑлса кайнӑ салхуллӑ хӗрарӑмсем, сухалӗсене хырманнипе кӑвак шӑртпа витӗннӗ стариксем ҫӳренӗ.

У редких возов стояли понурые очереди: постаревшие, осунувшиеся женщины в стоптанных туфлях, небритые мужики, обросшие седой щетиной.

6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

— А эпӗ черетсем сутатӑп.

— А я очереди продаю.

6. Ҫӗнӗ кун // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Тем тӑршшӗ черетсем!

В длинные очереди.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑрманта пулемет сассисем лӑпланчӗҫ, чи сылтӑмри ҫеҫ обоз лавӗсем патӗнче хыпӑнчӑклӑн вӗткеленекен Фомин ҫыннисем ҫинелле кӗске хаяр черетсем кӑлара-кӑлара ярать.

Пулеметы в лесу смолкли, лишь крайний справа бил короткими злыми очередями по суетившимся около обозных повозок фоминцам.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сотньӑсемпе пӗрле вӑрман хӗрринче тӑракан Григорий хыҫӗнчен, таҫтан лерен Базки казакӗсен сотни станоклӑ пулеметпа вӑрӑм черетсем кӑларса яма тапратрӗ.

Откуда-то сзади Григория, стоявшего с сотнями на выезде из леса, длинными очередями начал бить станковый пулемет Базковской сотни.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Казаксен икӗ пулемечӗ кӗске черетсем кӑлара-кӑлара яма тытӑнчӗ.

Короткими очередями заработали два казачьих пулемета.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Теплерен пӗрре ҫеҫ, окопран пуҫне кӑларса пӑкакан сӑнавҫӑ ҫинелле кӗске черетсем ӑсатса, сулахай ҫыранра пулемет шӑтӑртатса каять, унтан каллех таврара чылай хушӑ шӑп пулса килет.

Изредка лишь с правобережья начинал дробно выстукивать пулемет, посылая короткие очереди по высунувшемуся из окопчика наблюдателю, а потом опять надолго устанавливалась тишина.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пулеметран кӑларса янӑ черетсем, ҫӗрлехи хуралҫӑ шакӑрчи пек, хыттӑн шатӑртатса тӑчӗҫ.

Пулеметные очереди выстукивали ночной колотушкой сторожа.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫта хыҫалта, урам урлӑ, ручной пулемёт кӗске черетсем пама пуҫларӗ.

Где-то позади, с другой стороны улицы, начал давать короткие злобные очереди ручной пулемет.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫапла вара ҫынсене амбулаторире йышӑнассин шучӗ пӗчӗкленнӗ май сиплев пахалӑхӗ лайӑхланмалла, врач алӑкӗ умӗнчи черетсем те чакмалла.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Анчах та больницӑсенче пайӑр профильлӗ специалистсем ҫитменнипе пӗрлех черетсем пулни те – паянхи чӑнлӑх.

Но очереди в больницах наряду с дефицитом узкопрофильных специалистов - все еще реальность.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Паян кунта 200 ҫын вӑй хурать, 2015 тата 2016 ҫулсенче хута яма палӑртнӑ иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш черетсем ӗҫе кӗрсен вара пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ 600 таран, производство калӑпӑшӗ 60 процент чухлӗ пысӑкланать.

Сегодня здесь работают 200 человек, а после пуска второй и третей очередей, который планируется в 2015 и 2016 годах, число высокопроизводительных рабочих мест увеличится до 600, объемы производства вырастут на 60%.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех