Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урай ҫаврашки, ҫаврӑнса, пӗр кӗтесре пӑхӑр трубаллӑ чарусӑр музыкантсене, тепӗр кӗтесре — хора, пуҫӗсем ҫине чечек кӑшӑлӗсем тӑхӑннӑ, тӗрлӗ тӗслӗ тумланнӑ хӗрарӑмсене кӑтартнӑ; виҫҫӗмӗш кӗтесре, буфетри чашӑк-тирӗксемпе бутылкӑсем ҫинче, ҫакӑнса тӑракан лампӑсен ҫути палӑрнӑ, тӑваттӑмӗш кӗтесӗ алӑксемпе картланса тӑнӑ, алӑксенчен ҫынсем тӗркӗлтетсе кӗнӗ те, ҫаврӑнакан урай ҫине пусса сулкаланнӑ, аллисемпе хӑлаҫланса ӳкнӗ, таҫталла кайнӑ май хӑлхасене хупласа лартмалла ахӑлтатнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Этемсен тусӗ ӗҫме пуҫласа янӑ промышленниксен ушкӑнӗн кӗтӳҫи тата ертсе пыраканӗ пулнӑ, вӑл хӑйӗн ӳсӗр кӗтӗвӗпе ӑҫта пырса кӗнӗ, ҫавӑнта пур ҫӗрте те музыка кӗмсӗртетнӗ, юрӑсем янӑранӑ, пӗрисем — хурлӑхлӑ, кичем пулнӑ, вӗсем чуна куҫҫуль тухмаллах ыраттарнӑ, теприсем — хаваслӑ та хӗрӳллӗ пулнӑ, вӗсене юрланӑ май урса кайнӑ пек ташланӑ; музыкӑран пысӑк параппана ҫапса янӑравсӑр ухлаттарни тата темле чарусӑр шӑхлич ҫинҫен шӑхӑрни ҫеҫ асра юлнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сасси унӑн ҫӑра, труба сасси пек, анчах ҫемҫе пулнӑ, вӑл пур ҫынсем ҫине те нихҫан илтмен сӑмахсене хура шыв юххи пек тӑкнӑ, ҫав сӑмахсем чарусӑр пӑлхантарнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Зинаидӑра чарусӑр аскӑнлӑхпа ӗҫе шухӑшласа, ҫав тери тӗплӗ тӑвасси пӗрлешсе тӑнӑ, ҫакна Артамонов йӗрӗнсе сӑнаса пурӑннӑ.В Зинаиде Артамонов брезгливо наблюдал соединение яростного распутства с расчётливой деловитостью.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Серафим вӑрӑ-хурахсемпе тухатмӑшсем ҫинчен, мужиксен пӑлхавӗсем ҫинчен, хурлӑхлӑ юрату ҫинчен, лӑпланайми алхасакан тӑлӑх арӑмсем патне ҫӗрле вӗриҫӗленсем вӗҫсе пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, — ҫавсем ҫинчен пурин ҫинчен те вӑл ҫав тери ӑста каласа панӑ, ҫавна пула ку юмахсене унӑн чарусӑр хӗрӗ те нимӗн чӗнмесӗр, ача пекех, каҫса кайсах итленӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Малтанах ку пурнӑҫ ӑна хӑйӗн астарса яракан чарусӑр та намӑссӑр сӑмахӗсемпе тата туйӑмӗсемпе тӗлӗнтерчӗ, — ун ҫинчен вӑл унчченех илтнӗччӗ, анчах куҫпа тата та ытлараххине курчӗ: ку пурнӑҫра пӗтӗмпех ытлашши чарусӑр та ирӗклӗ пулнӑ, пӗтӗм ирсӗрлӗхпе намӑссӑрлӑх йӗрӗнмелле уҫҫӑн курӑнса тӑнӑ, ҫав намӑссӑрлӑх ҫинчен хурлӑхлӑ юрӑсем юрланӑ, Зинаидӑпа унӑн юлташ-хӗрӗсем ҫав намӑссӑрлӑха — юрату тенӗ, ҫав намӑссӑрлӑхра темле ҫивӗч, йӳҫӗрех эрехрен те хытӑрах ӳсӗртекен япала пулнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Аслӑ ывӑлӗ те питӗ чарусӑр пулнӑ, пуринпе те ҫапӑҫнӑ, анчах, хӑйне поселокри юлташӗсем час-часах хӗнесе ярсан та, вӑл нихҫан та никам ҫине те ӳпкелешмен, ку кӗҫӗнни, хӑравҫӑ, юлхав, яланах мӗн те пулин ӗмсе, чӑмласа ҫӳрет.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах сасартӑк ҫак хӑмач кофта тӑхӑннӑ хӗрарӑм сиксе тухса ҫаврӑнма тытӑнчӗ те пӗтӗмпех пӑсса ячӗ, ӑна пула ҫынсем чарусӑр шӑхӑрма, йӗркесӗр кӑшкӑрса юрлама пуҫларӗҫ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑйне хӑй вӑл питӗ шавлӑ, чарусӑр тыткаларӗ, хӑй ӑшӗнче ҫунакан вута сӳнтерме тӑрӑшнӑ пек, нумай ӗҫрӗ, анчах ӳсӗрӗлмерӗ хӑй ҫак кунсенче палӑрмаллах начарланчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сусликовӗ, хӑйне хӑй чарусӑр тыткалаканскер, май мар хытӑ кӑшкӑрашать, вӗсемпе пӗрле, уйрӑммӑнах шурӑ перчеткеллӗ офицерсем умӗнче, ҫӳреме те именмелле, ҫитменнине тата ҫав офицерсенчен пӗрине — адъютантне — штабс-капитан Михайлов ялан пуҫ тайса сывлӑх суннӑ, теприне те — штабс-офицере те — ҫавӑн пекех пуҫ тайса иртме пултарнӑ вӑл, мӗншӗн тесен вӑл ӑна хӑй палланӑ ҫын патӗнче ӗнтӗ икӗ хут тӗл пулнӑ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӗсен Бузова пек модный, Харламов пек чарусӑр, Навальный пек хӑюллӑ тата, паллах, калама ҫук ӑнӑҫлӑ та пуян пулас килет.
«Ӗнер патшалӑхри паянхи лару-тӑрупа килӗшмен ҫынсем...» // Константин Малышев. https://www.instagram.com/p/CKa-tUhg-Mt/
Лаша чарусӑр хытӑ каятчӗ, чӗлпӗрӗ шуса анса кайнӑччӗ, ун патне карӑнса ҫитме хӗнччӗ.Лошадь неистово мчалась, поводья соскользнули, и мне трудно было дотянуться до них.
ХСIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Кольхаун пӗве ҫитсе, Миссисипи штатӗнчи гражданин пулса тӑнӑранпа вӑхӑта ытларах Новый Орлеанта, чарусӑр савӑнӑҫ хулинче пурӑнса ирттернӗ.
LХХХIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫак чарусӑр юланутлӑ хӗрарӑм хӑйсене ҫур сехет малтанрах ҫеҫ ҫул кӑтартса янӑ хӗрарӑм пулнине пур те палласа илнӗ.
LXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл кайри урисене ҫӳлелле ывтӑнтара-ывтӑнтара ярса, уҫланкӑра чарусӑр кӗҫенсе, курӑк ҫинче ташлама тапратнӑ.Она начала плясать по траве, высоко подбрасывая задние ноги, и оглашать поляну неистовым ржаньем.
LXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Исидора харсӑрла хӑтланнисене, час-часах темле чарусӑр ӑссӑрла хӑтланасси патнех ҫитнисене те вӑл хирӗҫ пулманнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук.
LV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл Фелим чарусӑр ирландец ташшине ташланӑ ҫӗре хутшӑнса, йӗри-тавра ҫавӑрӑннӑ.Она прыгала вокруг Фелима, присоединясь к его неистовому ирландскому танцу.
LIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ чи чарусӑр буйвола тата сирӗн аҫун кӗтӗвӗнчи чи тискер лашана йӑвашлантарнӑ куна астӑватӑр-и?
ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫав ҫынсем чарусӑр ҫилӗ килнипе, тата Кассий Кольхаун пек пулӑшса тӑраканӗ пулнине — эсир шухӑша илетӗр-и — вӗсем унпа мӗн туса пӑрахма пултараҫҫӗ?
ХLVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ ӑна хӑваласа ҫитетӗп те хам чарусӑр хӑтланнӑшӑн каҫару ыйтатӑп.Я догоню его и попрошу у него прощенья за свою несдержанность.
XXXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.