Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарусӑр сăмах пирĕн базăра пур.
чарусӑр (тĕпĕ: чарусӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним шухӑшламасӑр, тӗлӗкри пек, ҫак чарусӑр ушкӑнра хӗсӗнсе вӑл та малалла утрӗ.

Бессознательно, точно во сне, двигался он вперед, стиснутый буйной толпой, с часа на час все более обуреваемой каким-то зверским весельем…

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпир халь ҫапла чарусӑр уҫҫӑн ӗҫлетпӗр те, ҫавӑнтан хам та хӑраса тӑратӑп, — терӗ Франгов.

— Мы теперь стали действовать так открыто и так распустились, что меня даже страх берет, — сказал Франгов.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ютшӑнасси ӗнтӗ унӑн куштан кӑмӑлӗнчен те, хапсӑнас чунӗпе усаллӑхӗнчен те, ытла чарусӑр хӑтланнинчен те килет.

Этому отчуждению способствовали и его надменный характер, злобная, завистливая душа и развращенное сердце.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пире ҫакса вӗлерессипе хӑратаҫҫӗ, пусмӑра хирӗҫ тӑма хӑтлансан, Эмексиз-Пехливан йышшисем ҫав хушӑра чарусӑр иртӗхсе пире пӗтереҫҫӗ.

Нам грозят виселицей, как только мы пытаемся протестовать против тирании, а Эмексиз-Пехливану и ему подобным разрешается зверствовать безнаказанно.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Епле чарусӑр француженка, — терӗ статски анасласа, офицерпа Жюли кайнӑ хыҫҫӑн.

— Экая бешеная француженка, — сказал статский, потягиваясь и зевая, когда офицер и Жюли ушли.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чухӑнсем йӗмсӗрех ҫӳреҫҫӗ, кулаксенчен юлни ҫитмерӗ авӑ, — хӑйне чарусӑр тыткаласа, ӑнлантарса пачӗ лутрарах ҫамрӑк ҫын.

Беднота без штанов ходит, а кулацкого не хватило, — развязно пояснил другой, помоложе и помельче ростом.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мана Кондратько тесе чӗнеҫҫӗ, ытах та, манӑн йӗкӗтсем мана Квадратько тесе чӗнни ҫинчен каласа парсан, эсир вӗсене тархасшӑн ан ӗненӗр, мӗншӗн тесен вӗсем манӑн ытла та чарусӑр, иртӗнме юратаҫҫӗ, калама сӑмах та тупаймӑн… — терӗ вӑл аслати пек хулӑм сасӑпа, алӑкран хӑяккӑн хӗсӗнкелесе кӗрсе.

Зовуть мене Кондратько, а коли мои хлопци будут казать вам, шо зовуть мене Квадратько, то вы им, пожалуйста, не давайте виры, бо они у мене таки скаженни та дурны, шо и слов нема… — говорил он громовитым басом, боком протискиваясь в дверь.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хам пурнӑҫра ялан пӳлсе пынӑ чарусӑр элеке шанчӗ вӑл.

поверив подлой клевете, которая преследует меня всю жизнь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех